Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗринпе сăмах пирĕн базăра пур.
пӗринпе (тĕпĕ: пӗринпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паян вӗсенчен пӗринпе — Патреккел ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ Петр Выйгетовпа паллаштарас килет.

Куҫарса пулӑш

40 ҫул ытла — пӗр ӗҫре // И.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %80%d0%b5/

Пӗр хытӑ япаланах тивекен темиҫе параллельлӗ вӑйӑн равнодействующине тупмалла пулсан, малтан ҫак халь тупнӑ правило тӑрӑх икӗ параллельлӗ вӑя хушмалла, унтан кашни тупнӑ равнодействующине хушмасӑр юлнӑ параллельлӗ вӑйсенчен пӗринпе хушмалла.

Куҫарса пулӑш

1. Пӗр-пӗринпе шайлашса тӑракан вӑйсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Ҫак тӗслӗхсенче пуринче те куҫаракан вӑй енӗ тата япала куҫакан ен пӗр пӗринпе кӗтеслӗ тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Механикӑлла энерги // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Пӗринпе тапсан та…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Халӗ астумастӑп, тем пирки-ҫке пӗринпе тавлашса кайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Пӗринпе калаҫатӑн, теприне итлетӗн, чун ерипен лӑпланать.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

«Предприниматель сехечӗн» шайӗнче ҫакӑн пек проектсенчен пӗринпе паллашрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Давыдовсен ҫемйи Пишпӳлекре ача-пӑча валли вӑйӑ центрӗ уҫать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... at-3792690

Вӗсенчен пӗринпе — Йӳҫ Шӑхаль ялӗнче пурӑнакан Ираида Алексеевӑпа паян хаҫат вулаканӗсене паллаштарас килет.

Куҫарса пулӑш

Килтех сыр пӗҫерет // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/05/24/%d0%ba%d0%b ... %b5%d1%82/

Вӗсенчен пӗринпе, Курипе, Вова пит туслӑ.

Куҫарса пулӑш

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Темиҫе повестка ярсан пӗринпе те килмесен 120 пин тенкӗ таран штрафлама пултараҫҫӗ, - уҫӑмлатрӗ комиссар.

Куҫарса пулӑш

Чи сыввисем элита ҫар чаҫӗсене кайӗҫ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/chi-syivvisem-eli ... kajec.html

РСФСРти писательсен пӗрремӗш съездӗнче, 1958 ҫулта, Л. С. Соболев хӑйӗн докладӗнче, сарӑлса ларакан ҫӳллӗ йывӑҫ пек пӗтӗм Раҫҫей литературин ҫӗнӗ ешӗл турачӗсем ҫинчен каланӑ вырӑнта, пирӗн литературӑна та ҫав туратсенчен пӗринпе танлаштарса, унта «халӑх эпосӗпе вӑй илнӗ чечекленекен чӑваш литератури пур», тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Калава вуланӑ май йӑл кулмасӑр май ҫуках: «Ҫуллахи каникул сисӗнмесӗр иртрӗ, юратура вара манӑн пӗр ҫитӗнӳ те ҫук. Хӗре ыталама мар, ун ҫинчен пӗринпе те пырса калаҫман… Ҫуллахи каникул вӗҫленчӗ, чун савни пулма пултаракан кандидатурӑсем – хула хӗрӗсем – ялтан кайса пӗтрӗҫ, унпа пӗрлех юрату шырани те кӑштах сӗврӗлчӗ темелле», – юптарать герой.

Куҫарса пулӑш

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Каникула ярсан пӗринпе те хирӗҫ тӑрса калаҫман.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Пӗринпе икӗ-виҫӗ каҫ ҫӳрет те унтан теприне ҫавӑтать.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Вӗсенчен пӗринпе Ваҫиле ывӑлӗ Толик ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тахҫан пӗринпе тӗл пулсаччӗ: пӗрре пӑхсан этем тӑнлӑ-пуҫлӑскерех темелле.

Когда я встречал взрослого, который казался мне разумней и понятливей других.

I // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Машина республикӑри гуманитари конвойӗсенчен пӗринпе пӗрле зонӑна кайнӑ.

Машина отправилась в зону СВО вместе с одним из гуманитарных конвоев республики.

Пушкӑрт ҫынни хӑйӗн автомобильне СВОра усӑ курма панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... an-3470936

Халӗ Мускаврах пурӑнаканнисенчен пӗринпе калаҫрӑм эпӗ, анчах вӑл сире интереслентерекен фото ӑҫтан килсе лекнине те пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ара, ҫав этем чысне ҫухатнӑ ҫынсенчен пӗринпе — Павӑлпа Васса хӑй те тӗл пулнӑ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Петӗрсӗр пуҫне, унччен пӗринпе те курса паллашманччӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех