Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлтерес (тĕпĕ: пӗлтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кун пирки чылайран тин ӑнсӑртран сывӑ тӑрса юлнӑ Карпенко сержант, Петӗр ашшӗне тупас та ҫемйине пӗлтерес тесе темиҫе ҫул хушши ҫине тӑрсах шыраттарнӑскер, ҫырса пӗлтернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.

Пӗлтерес тенӗччӗ Тенее иккӗмӗш ӗҫ пирки, мӑшӑрӑм хулран туртса чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кирей ҫавӑнтах шухӑшласа илчӗ, адрес пӗлтерес, кайран йӑлӑхтарса ҫитерӗ кунта ҫӳресе, ниепле те хӑпаймӑн ҫав сырӑнчӑкран.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Манӑн ун ҫинчен пӗрре те пӗлтерес килмест.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

«Радиоизобретени тӗлӗшпе Эсир тӑвакан пысӑк ӗҫшӗн Сире эпӗ чӗререн тав тата кӑмӑл тунине пӗлтерес самантпа усӑ куратӑп.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Унӑн пурин ҫинчен те пӗлтерес килет.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Сана ял хыпарӗсене пӗлтерес терӗм.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кун ҫинчен арӑмне, Униҫҫене, пӗлтерес пулать.

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Кабаргаспа Малюҫ хальлӗхе ҫӳле пӗлтерес мар терӗҫ, — тен, выҫӑ халӑх хӑй тӗллӗнех лӑпланӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ашшӗне пӗлтерес пулать-ҫке, — канӑҫсӑрланчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эпӗ ӑна шӑпах ҫакна пӗлтерес тенӗччӗ, ыррине кӗтмелли ҫукпа пӗрехчӗ манӑн, анчах та, темле, самолета вӗҫмелле тума май килчӗ!

Я как раз собирался сказать ему, что, вопреки всем ожиданиям, мне удалось исправить самолет!

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫакӑн пек чухне эсӗ манран: «Халех тивӗҫлӗ учреждение чупас мар-и, ун ҫинчен хӑвӑртрах пӗлтерес мар-и?» — тесе ыйтас пулсан, эпӗ сана: «Хӑравҫӑ, карьерист, эсӗ ҫав ҫын пирки мар, хӑвӑн пирки пӑшӑрханатӑн!» тейӗттӗм.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кирек мӗн пулсан та, ветфельдшера ҫийӗнчех пӗлтерес пулать.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Паллах, ыррине пӗлтерес ҫук.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗлтерес терӗм… — ӳсӗркелесе илчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пурин ҫинчен те халех пӗлтерес пулать, — пӑшӑлтатрӗ вӑл утнӑ май.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗтӗм Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен общество юхӑмӗн ӗҫ-хӗлӗн ҫул-йӗрӗ ҫинчен калакан информацие ачасене ансат та интереслӗ пӗлтерес тесе вырӑнти уйрӑм специалисчӗсем викторина ирттернӗ, унта ачасем Пӗтӗм Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен «Малтисен юхӑмӗн» ӗҫ-хӗлӗпе пахалӑхӗсем ҫинчен пӗлӗве ҫирӗплетнӗ.

Для того, чтобы просто и интересно донести ребятам информацию про направления деятельности Общероссийского движения детей и молодёжи, специалисты местного отделения «Движение первых» провели викторину, где ребята закрепили представления о направлениях деятельности и ценностях Общероссийского движения детей и молодёжи «Движение первых».

"Малтисен юхӑмӗн" ӗҫ-хӗлӗпе пахалӑхӗсем ҫинчен пӗлӗве ҫирӗплетнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/amr-k-ru/202 ... tn-3420032

Пациента май килнӗ таран чир-чӗр ҫинчен пӗлтерес тата Уфари 18-мӗш ГКБ базинче сывлӑхӑн япӑх пулӑмӗсене сирсе яма пулӑшас тӗллевпе М.Пинский 5 урамӗнчи 1-мӗш поликлиникӑра тата Октябрь проспекчӗ, 122/1, 3-мӗш поликлиникӑра шкулсем йӗркеленӗ.

С целью максимально проинформировать пациента о недуге и помочь в предотвращении негативных последствий в Уфе на базе ГКБ №18 созданы школы здоровья, которые находятся в поликлинике №1 - улица М.Пинского,5 и поликлинике №3 - проспект Октября, 122/1.

Уфари 18-мӗш больницӑра диабетпа чирлисем валли шкул ӗҫлет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... et-3375024

Пурне те пӗлтерес килет.

Куҫарса пулӑш

XVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хамӑр шухӑша юлташла ҫырса пӗлтерес килчӗ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех