Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑртакран сăмах пирĕн базăра пур.
пӑртакран (тĕпĕ: пӑртакран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасен кӑмӑлне пӑртак та пулин хӑй майлӑ ҫавӑрас тесе-ши, пӑртакран ҫапла хушса хучӗ:

Куҫарса пулӑш

Класри калаҫу // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Пӑртакран йӗлтӗр йӗрри, Хурӑнкасси ялӗнчен хире тухса, Кипеккассинелле тӑсӑлма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Пӑртакран ман ҫумра ларакан Иван Михайлович Ухтеринов та сӑмах калама шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр самантрах… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 6–7 с.

Пӑртакран вӑл, хуралса-якалса кайнӑ туйине тытса, пуҫне ҫӗтӗк кӗрӗкпе хупларӗ те мӑкӑртата пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

— Халӗ те шанмастӑн и? — кулкаласа ыйтрӗ пӑртакран.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пӑртакран асламӑшӗ таҫтан краҫҫын лампи тупса кӗрсе кухньӑра ҫутса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пӑртакран ҫитетӗп эп унта.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӑртакран Таранов почта ешчӗкӗнчен хаҫатжурнала илсе хӑпарчӗ, ача-пӑча журналне уҫса пӑхкаларӗ те Саркайӑн шкулта вӗренекен ывӑлӗн сӑввисем куҫ тӗлне ҫакланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӑртакран Тарановӑн хӑйӗнех сӑмах хушма тиврӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ку йӳҫӗ сӑмахсене пылаклатас тенӗ пек, Таранов йӑл кулса илчӗ, пӑртакран сӑнне тӗксӗмлетсе ҫапларах хушса хучӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чун-чӗри унӑн ниепле те лӑпланаймарӗ пулас: пӑртакран хайхискер грузовикне ерипен чарсах тӑратрӗ:

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Пӑртакран иккӗшне те палласа илтӗм.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Пӑртакран Моляков кассир тыттарнӑ укҫа тӗркине кӑкӑр умӗнчи кӗсйине тирпейлӗн майлаштарса чикрӗ те алӑк хӑлӑпне васкавлӑн шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Пӑртакран Урха та киле тавӑрнӗ, Ун чух утамана вӑлах парӑнмӗ: Атӑлпала тӑвалла иртнӗ имӗш вӑл, Анчах Ҫавал анинче пулнӑ вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл Ҫавӑнпа та Шуртана тухса канса кайнӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӑртакран пирӗн команда 1:0 шутпа ҫӗнтернипе вӑйӑ та вӗҫленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Татах пӑртакран эпӗ ытти ҫулюлташсемпе пӗрле чарӑнса шӑпланнӑ самолетран тухрӑм та трап тӑрӑх Аҫтӑрхан ҫӗрӗ ҫине анса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

«Асанне йывӑрлӑхра Турра кӗл тума, унран пулӑшу ыйтма вӗрентетчӗ, — пуҫларӗ вӑл пӑртакран.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӑртакран урайӗнчи ҫынсем те, мухмӑр пуснипе йынӑшкаласа, анаслакаласа вӑранчӗҫ те: «Часрах пасарта вырӑн йышӑнмалла», — текелесе, чей ӗҫмесӗрех тухса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Староста сан патна ячӗ, — терӗ вӑл пӑртакран.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӑртакран упӑшки ҫине йӑлӑнуллӑн пӑхса: — Айтурах, Ҫтаппан, юмӑҫ патне кайса пӑхмӑн-ши? Тен, вӑл пирӗн лаша ӑҫтине кӑтартса парӗ? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех