Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫланине (тĕпĕ: пуҫла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иртнӗ ӗмӗрӗн тӑхӑр вуннӑмӗш ҫулӗсенче аркатса юхӑнтарнӑ ял хуҫалӑхӗ паян ура ҫине ҫирӗп тӑма пуҫланине курас килсен, Пуянкасси ял территорийӗн уйрӑмне кайса пӑхӑр.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Макаров: «Чи кирли - хӑвна шанмалла» // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/01/30/ge ... -shanmalla

— Ах, мур илесшӗ, ир енне хытах кӑтӑш пулнӑ та — вучах сӳнме пуҫланине те асӑрхаман, — вӗрсен-вӗрсен ун пичӗ ҫине кӗрен те хавас ҫутӑ ӳкет, кӑшт вӑхӑт иртсен чӗлсе хунӑ хӑйӑ кап хыпса илет, ҫатӑртатса ҫунма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Куллен-кун: «Эй, Наҫки, вӑрман касма!.. Эй, Укҫине, Канаша тырӑ леҫме!..» — тенисене илтсе вӑрҫӑччен арҫынсем кӑна тунӑ ӗҫсенче терт курса пурӑнакан хӗрсен аллисем хытнӑ ӗнтӗ, анчах вӗсен пир ҫинчи ӗҫӗсем ҫине пӑхатӑн та хӗллехи шартлама сивӗрех пӳртре асамат кӗперӗ тӗлкӗшме пуҫланине куратӑн.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Эс мана ӑнланма пуҫланине куратӑп ӗнтӗ, Оля.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫак ыйтӑва татса парас тӗлӗшпе районти ятарлӑ комисси ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне шкулсем мӗнле хатӗрленнине тӗрӗслеме пуҫланине палӑртрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ачасене кӗтсе илме хатӗр-и? // А.КИРИЛЛИНА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/ac ... lme-hatr-i

Ҫулӑм мӗншӗн алхасма пуҫланине палӑртас тӗлӗшпе халӗ тӗпчев ӗҫӗсем пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушарта хӗрарӑм вилнӗ // Элӗк районӗ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/pu ... hrarm-viln

База директорӗ Жульжин, Стопкин вӑрттӑн тем хӑтланнине сиссе, заместителӗпе ыттисем куҫкӗрет пӗр ҫӑвартан сурма пуҫланине кура, хайхисене сыхлама, йӗрлеме, тӗпчеме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Вӑт халӗ эсӗ, Мишша, пире хӑв уксахлама пуҫланине те кӑтартасшӑн мар, ҫапах та уксахлатӑн вӗт-ха.

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Абаев-философ пачах урӑхла: виҫӗ система пӗр-пӗринпе епле килӗштерсе ӗҫленине пӗтӗмӗшле лайӑх ӑнлантарать пулсан, ҫав системӑсенчи детальсемпе агрегатсем «пуск» кнопкӑна пуснӑ хыҫҫӑн ҫеккунтӑн миҫемӗш пайӗнче мӗн хӑтланма пуҫланине хӑш чух пӑтраштарма пуҫлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пӳртре сивӗнме пуҫланине туйсан: «Ну, ҫырла сапаки, кӑмака ҫине, — тет мучи. — Улӑп пӗррехинче Хур-сухал старике тӗл пулать…»

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Кӑмака ҫинчи ачасем шавлама пуҫланине илтсен, аслашшӗ, кӑххӑмлатса та кӗххӗмлетсе: — Юрӗ, юрӗ, лӑпланӑр. Хам пур чух турткалӑр ӗнтӗ. Сухал пӗрчи ҫитет турткаламалӑхах, — тет те каллех ҫӳҫенсе илет.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Сывлӑхӗ енчен Петр Петрович ним ыратнинех те шарламан, юлашки вӑхӑтра часах ывӑнма пуҫланине кӑна туйнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Малтанах эпӗ вӑй пӗтсе ҫитнине, чӗре хӑвӑрт тапма пуҫланине, хама пӗрре сивӗ пек, тепре пӑчӑ пек туйӑнса кайнине сисрӗм.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

«Эсӗ Лида мӗнле ӳснине те, вӑл мӗнле утма тытӑннине те, вӑл сана «атте» тесе чӗнме пуҫланине те сисмесӗрех юлтӑн вӗт», — тесе ӳпкелешет арӑм…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Ах, Семен Павӑлччӑ, Семен Павӑлччӑ, мӗн пулчӗ сире паян? — хӑй шӑнма пуҫланине сисмесӗр кӑмӑлсӑрланчӗ Мария Тимофеевна.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Каччӑпа ҫывӑх ларнӑран чӗри хыттӑн тапма пуҫланине сисрӗ Роза, ӑна вӑл епле чарас тесен те чараяс ҫук ӗнтӗ халь.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫитӗ! — ҫынсем пухӑна пуҫланине асӑрхаса, пӳлчӗ ӑна городовой.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Якур ыттисенчен кая хӑрамарӗ пулин те, ҫынсем тарма пуҫланине усӑ курса, сӗтел ҫинче кӗмӗле йӗкӗрлесе илме ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ачасем пуҫланине часрах пӗтерме ӗҫ-пуҫа хӑвӑртлатма хушаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Анчах ӑҫтан пӗлтӗр-ха вӑл вокзалта паллашнӑ хӗр хӑйсен тӑрӑхӗнчи салари шкулта ӗҫлеме пуҫланине?

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех