Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Кӑҫал люцерна вӑрлӑха ир ларчӗ, аван пулчӗ. Ӑна пуринчен ытла сӑнаса, пӑхса тӑратӑп. Тырӑран та маларах тухрӑмӑр вырма, август пуҫламӑшӗнчех, 3 тонна ҫапса илнӗ-ха хальлӗхе. Халӗ те выратпӑр. Пӗлтӗр октябрьте кӑна тухнӑччӗ», — пӗлтерет Сергей Николаевич.
Тӗллевпе, ӗмӗтпе пурӑнакансем телейлӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12435-t-llev ... sem-telejl
Ваттисем каланӑ тӑрӑх, хӑвана вырӑнти Ханай 18-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех лартнӑ.
Хамӑр ҫӗршывран илемли те, хитри те ҫук // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/turizm-/2024 ... uk-3865741
…Вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшӗнчех пулса иртнӗ, анчах та паян кунчченех манӑҫман ҫак ӗҫ ҫинчен шутласа ларать халӗ Миша биологи урокӗнче.
Укҫа // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
Кино пуҫламӑшӗнчех темле хурах, хура маска тӑхӑннӑскер, кусар мӑнӑш ҫӗҫӗпе пӗр ҫынна пит тӑрӑшсах, киленсех чиксе пӑрахрӗ.
«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
— Пуҫламӑшӗнчех ӑнмарӗ манӑн пурнӑҫ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ӗҫ пуҫламӑшӗнчех ӑнманни ӗмӗте татма мар, Микулана тытас кӑмӑлне пушшех ҫивӗчлентерчӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кӑҫал сезонне уйӑха яхӑнах малтан уҫнӑ пулин те, хура маскӑна сезон пуҫламӑшӗнчех кӑларма шутланӑ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Иккӗмӗш ҫул пуҫламӑшӗнчех — ефрейтор, отделени командирӗ.
II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Оля сиксе тӑнӑ, анчах следователь сӗтеле чышкипе ҫапнӑ, Ольӑна ларма хушнӑ, ун хыҫҫӑн вара вӑрӑм документ вуласа пама тытӑннӑ, ҫав документ тӑрӑх, акӑ мӗн пулса тухнӑ: Арсентий Павлович Соколов, вӑтӑр ҫиччӗмӗш ҫулта хӑйӗн виҫҫӗмӗш сыпӑкри тӑванне вӑл халӑх тӑшманӗ пулнӑшӑн суд тунине пытарса пурӑннӑскер, хӑй ют ҫӗршыв агенчӗ пулса тӑрать, ӑна вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнчех лешсем хӑйсем майлӑ ҫавӑрнӑ, халӗ, хӑйӗн хуҫисем хушнине пурнӑҫласа, юрӑхсӑр ҫӗнӗ топливо хатӗрленӗ, ҫав топливӑпа усӑ курнипе куҫ кӗретех катастрофа пулмалла пулнӑ…
15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
- Хутса ӑшӑтмалли тапхӑрӑн нормативӗсемпе килӗшӳллӗн сывлӑшри вӑтам талӑкри температура +8 градусран пӗчӗкрех пулсан, ҫакӑн пек температура пилӗк кун хушши тӑрсан хваттерсемпе социаллӑ учрежденисене ӑшӑ ярса паратпӑр та, - калаҫу пуҫламӑшӗнчех палӑртрӗ Алексей Михайлович.
Пӳлӗмре сивӗ. Парӑма татса-и? // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pylemre-sive.-par ... tsa-i.html
Калаҫу пуҫламӑшӗнчех вӑл ку енӗпе регионта ӗҫ вӗҫленнине, пӗтӗмӗшле илсен ҫак ӗҫ япӑх мар иртнине палӑртрӗ.
Мӑшӑрӗсемпе ачисем - патшалӑх хӳттинче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/masharesempe-achi ... inche.html
Кунтах, инҫетри Бессараби ҫӗрӗнчех, вӑл хӑйӗн малтанхи паттӑрла ӗҫӗсене тунӑ, вулакан ас тӑвать пулӗ, ун ҫинчен вӑл ҫак очеркӑн пуҫламӑшӗнчех вуланӑччӗ.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Эрне пуҫламӑшӗнчех хӑвара пӑрса кӑларнӑ лимон пек туятӑр.
14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
«Кӑвак ҫӗмрен» романне Юхма Мишши ҫамрӑк чухнех, утмӑлмӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнчех ҫырнӑ.
Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.
Ула Тимӗр, аллинче пуш сетка тытса (хӗлле тӑхӑнмалли ҫи-пуҫне аппӑшӗпе ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех киле ӑсатнӑччӗ), Шупашкарӑн сӗвекрех пӗр урамӗн хӑма ҫапса майланӑ тротуарӗпе хӑйне перӗнсе-сӗртӗнсе иртекен ҫынсен хушшипе «симӗс пасаралла» мӑкӑлтатрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫирӗммӗш ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурри пуҫламӑшӗнчех пурнӑҫ майӗпен манерленсе пынӑ пулин те ял ҫынни «атӑ тӑхӑнса ҫӑпатине кӑларса пӑрахманччӗ-ха», анчах вӑл, ҫӑпата, ку тӗлелле хӑйӗн хакне-сумне самаях чакарчӗ, ҫыннӑн ӑс-тӑн (темшӗн-ҫке?) та пурлӑх чухӑнлӑхӗн паллине ҫаврӑнчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пӗлтӗр илепер июнь пуҫламӑшӗнчех гектар пуҫне 178,3 центнер ешӗл курӑк панӑ, лешсем ҫӗр ҫумӗнчен ҫӗкленеймен те.
Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.
Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчех виҫӗ объект йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ пулнӑ, унти йывӑрлӑх 348 ҫынна пырса тивнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ нумай хваттерлӗ ҫурта туса пӗтернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/26/cn-s ... j-hvatterl
Кузнецов, сӑмах пуҫламӑшӗнчех ура ҫине тӑнӑскер, халь те каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрерӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Саппунӗпе кӗпи аркисем ҫуннӑ, ҫӳҫӗ-пуҫӗ тусӑннӑ Хрестук вӗсем чупса пынӑ тӗле тивсе илме пуҫланӑ пушара пуҫламӑшӗнчех сӳнтерсе, ҫунса шӑтнӑ мунча тӑррине хӑпарса тӑчӗ.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.