Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуянлӑхне (тĕпĕ: пуянлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа та кӑмпаҫӑсем, килти мӗнпур чӑрмавсене манса, вӑрман пуянлӑхне пухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмпасен патшалӑхӗнче // Гулия Фаизова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... patsalxnce

Наци хӑйне евӗрлӗхне ҫухатас мар тесен чи кӗҫӗн ӳсӗмренех ачана халӑх культурине, пуянлӑхне ӑса хывтармалла.

Куҫарса пулӑш

Ачаранах тӑван халӑх еткерлӗхне хисеплеме вӗрентеҫҫӗ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/articles/rusen-ykh-n- ... te-3938169

Ҫутҫанталӑка тухса ирттернӗ экскурсисем, кӗнеке выставкисем, вулавсемпе вӑйӑсем ачасене мӗн пӗчӗкрен тӑван тавралӑха, ун пуянлӑхне хаклама, малашне ӑна упрама вӗрентессе шанма май параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тасалӑхпа тирпейлӗх хамӑршӑнах лайӑх // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/08/09/%d1%82%d0%b ... %b9%d3%91/

Вӑл таврапӗлӳҫӗсене тӑван ен историне тарӑннӑн тӗпчес, культурӑпа истори пуянлӑхне упрас ӗҫре пур енлӗн пулӑшма шантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Таврапӗлӳҫӗсем канашланӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/07/19/%d1%82%d0%b ... %bd%d3%91/

«Ҫак датӑсем — пысӑк яваплӑлӑх туйӑмлӑ ҫынсен уявӗ, кирлӗ пулсан пулӑшма васкакан, чун пуянлӑхне, чӑтӑмлӑхне тата ыттисене вӑй-халне парнелекенсен уявӗ вӑл», — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ӗҫ ҫулӗсем // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... 1718951736

Унӑн хастарӗсем халӑх юррисене шӑрантарнӑ, халӑхӑн тум капӑрлӑхӗсемпе пуянлӑхне кӑтартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ташӑ – халӑхӑн чунӗ» уява «Шуратӑл ҫӑлкуҫӗсем» чӑваш халӑх ансамблӗ илем кӳнӗ // Юрий Михайлов. https://ursassi.ru/news/kultura/2024-06- ... -n-3827588

— Авӑ ӑҫта килсе пытарнӑ ӑслӑ ҫутҫанталӑк хӑйӗн пуянлӑхне.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Кӑҫал 555 ҫул тултаракан хула хӑйӗн илӗртӳлӗхне, аталанӑвне, пуянлӑхне туллин кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳсен те кӑтартмалли пур // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/06/07/%d2%ab%d3%9 ... %83%d1%80/

- Хамӑр пурӑнакан кӗтесе хӑтлӑрах, илемлӗрех тӑвасси, ҫитес ӑру валли те ҫут ҫанталӑк пуянлӑхне тӑратса хӑварасси - пирӗн тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫут ҫанталӑк пуянлӑхне упрасчӗ пӗрлехи вӑйпа // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50241-cut- ... ekhi-v-jpa

Ку та патшана вӗлересшӗн, революци тӑвасшӑн, улпут-хуҫасене пӗтерсе, пӗтӗм влаҫа тата Россия пуянлӑхне тӗттӗм халӑх аллине парасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Вӑл яланах ҫӗнтерсе пынӑ, мӗншӗн тесен ун умӗнче революци ялавӗ вӗлкӗшнӗ, чӗринче революци законӗ пурӑннӑ: пӗтӗм влаҫ — Советсене, халӑха; ҫӗршывӑн пӗтӗм пуянлӑхне — ӗҫчен халӑха, рабочисене, хресченсене, революци салтакӗсене: ҫын вӑйӗпе пурӑнакансем — тӗп пулччӑр!

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Ҫапӑҫусем пуҫланиччен Юлиус Шлегель нимӗҫ генерал-полковникӗ мӑнастир библиотекине (1200 яхӑн документпа кӗнекерен тӑракан, вӗсен шутне Цицерон, Гораций, Вергилий тата Сенека манускрипчӗсем те кӗреҫҫӗ) тата ытти ӳнер пуянлӑхне (ҫав шутра Тициан, Тинторетто, Гирторетто тата Леонардо на Винчи ӗҫӗсене), ҫак пӗтӗм пуянлӑх пӗтесрен пӑшӑрханса, эвакуациленӗ.

До начала сражений немецкий генерал-полковник Юлиус Шлегель организовал эвакуацию монастырской библиотеки (состоящей из приблизительно 1200 документов и книг, включающих в себя манускрипты Цицерона, Горация, Вергилия и Сенеки) и других художественных ценностей (включающих в себя работы Тициана, Тинторетто, Гирландайо и Леонардо да Винчи) в Ватикан, чтобы спасти все эти ценности от возможного уничтожения.

Монтекассино // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE

Нарӑс, 16: Британи правительствин Рушдине свидетельсене хӳтӗлемелли программӑна кӗртсе хӳтӗлеме пуҫлать тата кӗнеке мусульмансене кӳрентернӗшӗн куляннине пӗлтерет; Хомейни аятолла ҫапла хуравлать: «Кашни мӑсӑльманӑн тивӗҫӗ — хӑй мӗн пуррипе усӑ курса, хӑйӗн пурнӑҫӗпе пуянлӑхне шеллемесӗр, Рушдине тамӑка ярасси».

16 февраля: Рушди защищён программой британского правительства по защите свидетелей и издает заявление, в котором выражает сожаление о том, что мусульмане были оскорблены книгой; аятолла Хомейни отвечает: «Обязанностью каждого мусульманина является использование всего, чем он владеет, его жизни и богатства для того, чтобы отправить Рушди в ад».

«Шуйттан сӑввисем» // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A8%D1%83%D ... 0%B5%D0%BC

Кунта вӑл тӗрлӗ халӑхсен илемлӗ ӳкерес ӑсталӑхне, уйрӑмах патша саманинче манӑҫа хӑварнӑ, анчах питех те хӑйне майлӑ культура пуянлӑхне тӗпченӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Кунта, пӗрремӗш кӗнекери пек, ӗлӗкхи хӑш-пӗр йӑласене юратарах пани те сисӗнмест ӗнтӗ, тахҫан-авалхи сӑмахсемпе юри «иртӗнни» те курӑнсах каймасть, анчах ҫакӑ писателӗн чӗлхи пуянлӑхне пӗртте чакармасть иккен, хӑватне ӳстерет кӑна.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

«Марье-ҫке ку! Пире Ҫӗпӗре ӑсатнӑ чух ҫак хӗрарӑм пуринчен ытларах савӑнчӗ, Микулайпа пӗрле Ҫӗпритунсен пуянлӑхне ҫилпе салатрӗ! Турӑ пӳрни ҫитрӗ иккен. Акӑ вӑл хӑех Ҫепритун аллине килсе ҫакланчӗ!» — тем пек савӑнса йӑлкӑшса илчӗ ватӑ кашкӑрӑн ҫунса кӑмрӑкланнӑ чӗри.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуянлӑхне хапсӑнсан, качча илес текенсем те тупӑнӗҫ ҫав».

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Калаҫа-калаҫа хӑнине ӗҫтерсе ҫитернӗ хыҫҫӑн Кулюкка хӑйӗн пуянлӑхне кӑтартма тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Колхоз пуҫланас умӗн ашшӗн пуянлӑхне туртса илтӗмӗр те, ашшӗ хыҫҫӑн вӑл та Ҫӗпӗре куҫса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тухатмӑш пуянлӑхне куҫ хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех