Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуянлӑха (тĕпĕ: пуянлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хальхи вӑхӑтра вӗсем пурте уй-хирте ҫитӗннӗ пуянлӑха тӑкаксӑр алла илессипе тимлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр-пӗрин ӗҫне курса хавхаланнӑ // Ольга МИРОНОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... bd%d0%bda/

Пиншер ҫул пытарса усранӑ пуянлӑха вӑл вӑр-варах ҫынна кӑларса пама васкамасть.

Куҫарса пулӑш

IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Пушар сӳнтернӗ вӑхӑтра та манӑн тӗллев – ҫын пурнӑҫне сыхласа хӑварасси, кайран тин пурлӑха, пуянлӑха тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Харсӑр Динар // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... rsar-dinar

«Мӗн авалтан ламран лама куҫса пыракан пуянлӑха упраса хӑварас килет», — тет ӑстаҫӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкре те тӗрӗ тӗрлет,капӑр тум ҫӗлет… // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82e%d ... %b5%d1%82/

Ҫав пуянлӑха туллин палӑртса тишкересси ⎼ килес вӑхӑтра тумалли ӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ют ҫӗршыв музейӗсенчи чӑваш тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ҫав тӗлӗнмелле пуянлӑха упраса хӑварни тата аталантарса пыни халӑх пуласлӑхӗшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Сиккимра ҫӗр айӗнчи тӗрлӗ пуянлӑха кӑлараҫҫӗ, вӗсен шутӗнче: пӑхӑр тӑпри, доломит, акшар чулӗ, графит, слюда, тимӗр тӑпри тата кӑмрӑк.

В Сиккиме ведется добыча различных полезных ископаемых, включающих медную руду, доломит, известняк, графит, слюду, железную руду и уголь.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Эпир ҫакна лайӑх пӗлсе тӑратпӑр: коммунизмла пурнӑҫ туса ҫитерме пирӗн ҫӗршыв пуянлӑхӗ ҫителӗклӗ, ҫав пуянлӑха алла илсе ҫулсерен хушса пыма пирӗн ҫынсен ӑс-тӑнӗ, вӑйӗ-халӗ ҫителӗклӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӑл ӗҫченсен ӑсӗпе алли ӗмӗртен, ҫулсерен хушса пынӑ нумай-нумай пурлӑхпа пуянлӑха вутпа ҫунтарса, шывпа юхтарса ячӗ; вӑл мӗльюншар вӑй питти ҫынсен пурнӑҫне вӑхӑтсӑр татрӗ, ҫӗр ҫине мӗльюншар тӑлӑхсем хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Кулюкка пуянлӑха юратать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ман пурӑнма мӗн кирли пӗтӗмпех пур, ку пуянлӑха ылхавлӑ сехмет мар, ырӑ чӗреллӗ ҫынсем пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кун чухлӗ пуянлӑха вӑл ӗмӗрне те алӑра тытса курман.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кун чухлӗ пуянлӑха Энӗшкассинче Миххаран урӑх никам та тытса курман.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунашкал пысӑк пуянлӑха вӑл тытса та курман-и тен…

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпир ӑна ҫирӗплетсе пыма, пӗрлехи пуянлӑха упрама тӑрӑшатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енпе кӑмӑлтан паллашнӑ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d1%87a%d0% ... 88%d0%bda/

Кам пуянлӑха хӑй аллипе тӑвать — ҫавӑн чӑнлӑхне, ҫавӑн тӗрӗслӗхне йышӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Неушлӗ вара эс пуянлӑха хӑй аллипе тӑваканпа ӑна хӑй валли тытса илекеншӗн пӗр совеҫ, пӗр виҫе пулма пултарайманнине ӑнланмастӑн?

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах нумай вӑхӑт хушши пичет машинкисене пуянлӑха сӑнлакан япала пек хакланӑ.

Но долгое время на пишущие машинки смотрели как на предмет роскоши.

Пичет машинкисене туса кӑларма пуҫланӑранпа 150 ҫул ҫитнӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6254.html

Промышленноҫ производствин индексӗ пӗлтӗр 104,5 процентпа танлашнӑ, ҫав шутра - ҫӗр айӗнчи пуянлӑха кӑларнӑ ҫӗрте - 106,9, тирпейлекен производствӑра - 105,8, электроэнерги, газ тата шыв производствисенче тата вӗсене валеҫес енӗпе - 95,4.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Уйра ҫитӗннӗ пуянлӑха алла илессишӗн, фермӑсенчи ӗҫе тухӑҫлӑ йӗркелессишӗн сарӑлнӑ ӑмӑртура, паллах, комбайнерсемпе водительсем, выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансем, хӑйсен тивӗҫлӗ тӳпине хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех