Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑннине (тĕпĕ: пурӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн чӗремӗрсенӗн куҫӗсене уҫсамччӗ: хамӑр мӗн туса пурӑннине хамӑрах курар та ӳкӗнсе Санран каҫару ыйтар.

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Хӑш-хӑш хӗр-арӑмсем (Вова Мамийӗ пеккисем) хӑйсем мӗн туса пурӑннине ӑнланайманран ӳкӗнмеҫҫӗ, теприсем — чӗрисем хытса, чулланса ларнӑран.

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Хулара хӑйсем пурӑнакан ҫуртпа юнашар пӳртӗн пусма картлашки айӗнче йӑва еплерех ҫавӑрса йытӑпа пурӑннине каласа пама тытӑнсан Амӑшӗ пач кӗтмен чух ӗсӗклесе ячӗ:

Куҫарса пулӑш

«Анне, ан яр мана хулана…» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Лешсем тата, мурсем, таҫтан пӗлнӗ ӗнтӗ Тӑванкасра турчӑкаллӑ харсӑр кинемипе унӑн хастар мӑнукӗ пурӑннине?..

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫиме ларсан Вихтӗр Микулккасем епле тертленсе пурӑннине аса илсе хӑйне пӳрнӗ ҫӑкӑр таткине кӗсйине пуҫтарса чикет, ҫӗр улмине кӑна ҫиет.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вӗсем пек ҫунатлӑ пулас пулсан-и, туххӑмра вӗҫсе ҫаврӑнса килмелле Вихтӗр тӗнче тавра, камсем ӑҫта мӗнле пурӑннине тӗпчемелле.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Ӑҫта пурӑннине чухламасть пулмалла ку ҫын, ҫынсемпе хӑйне мӗнле тытмаллине пӗлменскер, кирлӗ пек вӗрентмелле пӗрех хут ӑна, ҫак каппайчӑка!

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Пӗлместӗн, нимӗн те калама пултараймастӑп, анчах унта вӗсем киленсе пурӑннине курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Пӗрех хут эс кунта мӗнле пурӑннине курас килчӗ, ман савнӑ кӑйкӑрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Эп пӗлместӗп вӑл ӑҫта пурӑннине.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Хулара темиҫе уйӑх пурӑнса, хӑш-пӗр ҫамрӑксем темтепӗр хӑтланса пурӑннине самай илткеленӗ Тамара.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сцена ҫине тухнӑ вырӑнти артистсем ку тӑрӑхра чӑннипех те юрра-ташша ӑста ҫынсем пурӑннине туллин кӑтартса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме те, савӑнма та пӗлеҫҫӗ // Галина Симакова. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d2%ab%d0%b ... %ab%d3%97/

Вӑратас мар — пурнӑҫ килӗштермест ыйхӑ чӑптипе чӑлханса пурӑннине.

Куҫарса пулӑш

Ирӗксӗртен хуняман асран кайми ҫырӑвӗсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫапла, ӗмӗр ҫын мӑшӑлтатса пурӑннине пӑхмасть.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сӑмах хутаҫҫине майӗпен салта-салта, ҫамрӑксем мӗнле ӗмӗтсемпе пурӑннине те майӗпен ыйтса пӑхма ҫаврӑнӑҫу ҫитерчӗ Пӑлаки аппа.

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Урампа пыракансенчен ыйта-ыйта, Пӑлаки аппа «X. Абаев» ӑҫта пурӑннине ыйтса пӗлчӗ-пӗлчех.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Иккӗ-виҫҫӗри этем хӑй тӑлӑх ачасен интернатӗнче пурӑннине те, унта кухньӑра ӗҫлекен Пӑлаки аппа — шкула ҫӳрекен хӗрача пекех хыткан, пӑрчӑкан евӗр йӑрӑ хӗрарӑм — амӑшӗ пулманнине те чухлайман вӗт-ха.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Тужуркӑллӑ ҫын, эпӗ Питӗре хӑҫан килнине, килте кам юлнине, унта мӗнле пурӑннине, эпӗ миҫерине тӗпчесе пӗлсен, ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӗсем пулмасан, эпир паян Шупашкар мӗнле пурӑннине те пӗлмен пулӑттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Анчах тап-такӑр урампа иртсе пынӑ чухне ӑнсӑртран ура айне пулнӑ тӗмеске ҫине такӑнса пушмак тӗпне хӑйпӑтса пӑрахсан, эпир урамне те, ҫул-йӗр ӑстисене те, атӑ-пушмак ҫӗлекенсене те вӑрҫса пӑрахма хатӗр, ун чухне эпир хамӑр ҫав урамри чаплӑ ҫуртра пурӑннине те мансах каятпӑр…

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех