Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑнни (тĕпĕ: пурӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Пенсире те пирӗн аслӑ ӑру представителӗсем активлӑ, интереслӗ, тулли пурӑнни пирӗншӗн питӗ кирлӗ. Эпир вӗсене хамӑрӑн интереслӗ те уйрӑм республикӑна кӑтартасшӑн,- ӑнлантарнӑ республика Пуҫлӑхӗ. — Час-часах ҫапла пулать: ҫын ҫуралнӑ та ӗмӗр тӑршшӗпех пӗр районта ӗҫленӗ. Командировкӑна тата ытти регионсене канма кайнӑ, Пушкӑртстан тӑрӑх ҫӳресе те курман. Кирлех те пулман, тата мӗншӗн, ҫавӑнпа эпӗ ҫакна питӗ тӗрӗс мар тесе шутлатӑп. Пирӗн интереслӗ вырӑнсем туллиех. Ҫавӑнпа та эпир «Башкирское долголетие» программӑна малалла та аталантаратпӑр«. Елена Ивановна АНДРЕЕВА, районти ветерансен Совечӗн председателӗн заместителӗ:

Куҫарса пулӑш

"Башкирское долголетие "Туризм": пенсире пурнӑҫ тин ҫеҫ пуҫланать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/turizm-/2024 ... at-3926564

Туслӑ та килӗштерсе 32 ҫул пурӑнтӑмӑр пӗрле, — чӗререн тав туса та хисеплесе каласа парать Соня аппа Юпитер Минигареевичпа пӗрле пурӑнни ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксене тӗслӗх кӑтартать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-08- ... at-3883025

2008 ҫул — «Патшалӑхсемпе кӑк халӑхсем килӗшӳллӗ те партнерла пурӑнни»

2008 год — «Примирение и партнерство между государствами и коренными народами»

Пӗтӗм тӗнчери кӑк халӑхсен кунӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D3%97%D ... 0%BD%D3%97

Таврапӗлӳҫӗ ял историне тарӑннӑн тӗпчес, историшӗн пӗлтерӗшлӗ вырӑнсене палӑртас, ҫамрӑк ӑрӑва хамӑрӑн несӗлсем ӑҫтан тухни, мӗнле пурӑнни ҫинчен пӗлтерес тесе нумай ӗҫ тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Кивӗ шкул вырӑнӗ чуна ҫывӑх // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/07/26/%d0%ba%d0%b ... %91%d1%85/

Чи пӗрремӗшӗ вӑл - ҫут ҫанталӑкпа килӗшӳре пурӑнни.

Куҫарса пулӑш

Курӑк чейне ӗҫет, мунчара милӗкпе ҫапӑнать // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/kurak-chejne-ecet ... panat.html

Тӗрлӗ хуласенче ссылкӑра пурӑнни пулас писателе Россия пурнӑҫӗпе тӗплӗрех паллашма пулӑшнӑ.

Жизнь в ссылке в разных городах помогала будущему писателю более основательно познакомиться с жизнью России.

А. И. Герцен // Н. Г.. Тӑван Атӑл. — 1962. — № 2. — С. 79

Ывӑлӗ ӑна кунта амӑшӗн хӗр чухнехи тантӑшӗ пурӑнни, вӑл ӑна хӑнана килме чӗнни ҫинчен те ҫырнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эп сана кӗтетӗп, Славик!» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Сад урамне ҫитсе курсан кунта ӗҫчен, тирпейлӗ ҫынсем пурӑнни курӑнать, вӗсен капмар ҫурчӗсенчен, тухӑҫлӑ ҫимӗҫ паракан пахчисенчен, ҫурчӗсен умӗнчи мӑк пек курӑкран кирек кам та тӗлӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах уҫланки // Светлана БАРИНОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/1 ... %ba%d0%b8/

«Нумай пурӑнни» федераци программипе килӗшӳллӗн ялта пурӑнакансем валли канмалли хӑтлӑ вырӑн тата уҫӑ спорт комплексӗ туса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Шӗнерпуҫсем ял уявне паллӑ тунӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/38582.html

— Кама чӑрмантарчӗ-ши ман Илля ҫут тӗнчере пурӑнни?

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Уҫӑ сывлӑш, ҫемьепе пӗрле пурӑнни, ачаран хӑнӑхнӑ хресчен ӗҫӗ, ялйыш, чун туртакан тӑван вырӑнсем — ҫаксем пурте, паллах, атте сывлӑхне хӑвӑртрах ҫирӗпленме пулӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Лупас айӗнчен чӑхсемпе пӗрле уткаласа ҫӳренӗ курак — лешӗ, килте пурӑнни, — сасартӑках чӑлтти-чалтти сиккелесе картишне тухрӗ те лӑпӑс-лапӑс тутарса хапха тӑррине шак пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Вовӑн Мамийӗ вырӑс чӗлхине темле те кукӑртса, муталаса пурӑнни ҫавнах ҫирӗплетсе парать те ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ҫын саламӗ пурӑнан пурнӑҫра питех те кирлӗ япала, мӗншӗн тесен ҫынпа ҫын килӗштерсе пурӑнни — пурнӑҫ никӗсӗ, унӑн хӑвачӗ…»

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Ку аван, ывӑлӑм, эсӗ шанӑҫлӑ пурӑнни мана савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ильпи ятлӑ амӑшӗ пурӑнни те пысӑк ҫӑмӑллӑх уншӑн.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫынсем аван пурӑнни ӑна чӑтайми кӗвӗҫтерет, ҫавӑнпа вӑл вӗсен юнне пӑсасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вара унӑн каласа пама тиврӗ хӑй мӗнле пурӑнни, ӑҫта ӗҫлени, пурнӑҫӗ аван еннелле мӗнле майпа улшӑнни ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вӑл, — Нина Урхамахова суд тенкелӗ ҫинче хӑйпе юнашар ларакан хӗрарӑм енне пуҫӗпе сӗлтсе кӑтартать, — хӑй мӗнле пурӑнни пирки каласа пачӗ, эпӗ хам ӗҫ-пуҫ пирки евит турӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ялтан Левенпе тухса шӑвӑнни, Сыктывкарта тӗрлӗ хваттерсенче хӗсӗнсе пурӑнни, килтен паспорт килсе ҫитнӗ кун нимӗнле пил сӑмахӗсӗрех загса кайса ҫырӑнни — ҫакӑ пулать-и, Тамара, аннӳне тав туни?

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех