Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурин (тĕпĕ: пура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑвай каччи пикене пурин умӗнче те мӑшӑрӗ пулма ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ялсенче чи маттуррисем те хастаррисем пурӑнаҫҫӗ // Н.СМИРНОВА. http://alikovopress.ru/yalsenche-chi-mat ... nacce.html

«Пире мероприяти питӗ килӗшрӗ: музей ӗҫченӗсем те, ял ҫыннисем пире ӑшшӑн йышӑнни те, концерт та. Пирӗн округра пурӑнакансене музей ҫинчен каласа парӑпӑр. Пурин те кунта килсе курас килтӗр», — терӗҫ хутшӑну центрне ҫӳрекенсем.

Куҫарса пулӑш

Музейра пулса курнӑ // Ирина Самарина. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%bc%d1%8 ... %bd%d3%91/

Саккассен списокӗ пӗчӗкех мар пулнине кура хама кӑсӑклантаракан ыйтӑва памасӑр чӑтаймастӑп: - Хӑҫан ӗлкӗретӗн пурин ыйтӑвне те тивӗҫтерме?

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ савӑнӑҫ кӳрет пулсан... // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/ec-savanac-kyret- ... ulsan.html

Экскурси вӗҫленнӗ, анчах музыкӑпа уҫҫӑн тӗлпулусем ачасен малалла тӑсӑлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ачасен пурин те музыкӑна хӑнӑхас, вӗренӳ процесӗнче – ача садӗнче, пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта, музыка шкулӗнче аталанма пултаракан музыка пултарулӑхӗ пур.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекри "Умка" ача сачӗн воспитанникӗсем Ача-пӑча искусство шкулне ҫитсе курнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... rn-3781472

5. Эй, тӑванӑмсем, пирӗн хушаматӑмӑрсем пурин те пӗрешкел темелле: Иванов, Сидоров, Петров, Александров, Михайлов…

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Мӗн чухлӗ папи унта, мӗн чухлӗ мами — пурин те таҫта ывӑлӗсем те, хӗрӗсем те пур.

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

— Пурнӑҫра пурин те хӑйсен илемлӗхӗсем пур, мӗн ан ту, пӗтӗмпех лайӑха, Тетей, — вӑл ӑна хулӗнчен ҫавӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Пирӗн ялта ахаль те арҫынсем сахалланса юлчӗҫ, уйрӑмах, ҫак ылханлӑ Вӑрҫӑ хыҫҫӑн, — Уриш пурин ҫине те пӑхса илчӗ, аллине малалла тӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Вӑл пурин ҫине те кӑмӑллӑн пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Мӗншӗн тесен йӗркелӗх ҫук темелли ҫеҫ юлать, — Шеремет пурин ҫине те тимлӗн пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Ҫамрӑк чухне пурин патне те атӑ ҫитнӗ, мунча та хутнӑ, выльӑх-чӗрлӗх те пӑхнӑ, кил-ҫурта та тирпейлесе тӑнӑ, пӗр минут та ӗҫсӗр ларман.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Куркана алла илсе, Шеремет ура ҫине тӑчӗ, пурин ҫине те пӑхса илсе, Кирей ҫинче чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вӑл пурин ҫине те пӑхса илчӗ, сылтӑм аллине малалла тӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Эсир анне, нимӗн те ан илӗр, эпӗ кунта хамах питӗ пуян парне хатӗрлерӗм, пурин ячӗпе тесе шутлӑр.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Мӗн калаҫмалли пур парнесем пирки, эсир хӑвӑр манӑн чи хаклӑ парнесем, — пурин сине те кӑмӑллӑн пӑхрӗ Нарспи.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Маттур, пурин ҫине те хурав пур, айта, луччӗ ӗҫер паллашнӑ ятпа.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Пичӗсем пурин те хӗрелчӗҫ, савӑнӑҫланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Пурин ҫинчен те шутласан, пурӑнас килми пулса каять.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

— Палламастӑп ку вӑрман комбинатне, ӗлӗк мӗн чухлӗ ҫын пулнӑ кунта, пӗтӗм поселок ӗҫленӗ, пурин валли те ӗҫ тупӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Полици ӗҫӗ йывӑр, пурин те ҫакна валли чӑтӑмлӑх ҫитеймест.

Куҫарса пулӑш

Йӗрке хуралӗнче — тӳрӗ кӑмӑлпа // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d0%b9%d3%9 ... %bf%d0%b0/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех