Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патшалӑха (тĕпĕ: патшалӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак обществӑна, хушура палӑртнӑ тӑрӑх, «патшалӑха вӗреннӗ хӗрарӑмсемпе, ҫемьешӗн тата обществӑшӑн усӑллӑ лайӑх амӑшсемпе тивӗҫтерме» йӗркеленӗ.

Это общество, как говорилось в указе, было создано для того, чтобы «дать государству образованных женщин, хороших матерей, полезных членов семьи и общества».

Смольнӑй институчӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%BC%D ... 1%87%C4%95

Патшалӑха тытса пыракансен резиденцийӗ те пур — пӳрт.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Патшалӑха ӗҫлесе памалли вӑхӑт вӗҫленсен, вӑл тӑван Чӑваш ҫӗршывне ан кайтӑр тесе, ӑна ҫӗнӗ ҫуртра хваттер пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Пирӗнтен ыйтса тӑмаҫҫӗ, ӑҫта кирлӗ патшалӑха, ҫавӑнта яраҫҫӗ, унсӑрӑн мӗншӗн пилӗк ҫул вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

«Шӑн тӑпрана катаймастӑмӑр эпир, ҫамрӑкрах пулнӑ. Аслисем катнине ҫӳлелле переттӗмӗр. Тумтир ҫӗтӗкчӗ, питӗ шӑнаттӑмӑр. Апатне те тӑраниччен ҫиеймен. Ҫавах ниме те пӑхса тӑман, ӗҫленӗ. Хамӑрӑн чӑтӑмлӑхран паян кун та тӗлӗнетӗп. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ мӗнне пӗлме тӳр килмен. Атте фронтран аманса таврӑнсан нумаях пурӑнаймарӗ. Эпир, сакӑр ачи, аннепе кӑна ӳсрӗмӗр. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пире вӑрман касма ячӗҫ, Хаснар шывӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта 8 ҫул ӗҫлерӗм. Кунӗн-ҫӗрӗн вӑй хунӑ, урасем йӗпенетчӗҫ, вут хурса типӗтсе тӑхӑнаттӑмӑр. Хамах пушӑт касса ҫӑпата тӑваттӑмччӗ. Ун чухне апачӗ те начарччӗ. Инҫех мар икӗ шыв арманӗ пурччӗ. Пӗринче Уй Пилемӗч ҫынни ӗҫлетчӗ. Вӑл пире хӗрхенсе хушӑран апат пӗҫерсе ҫитеретчӗ. Тепӗр арманӗнче - хамӑр ял ҫынниччӗ, тепӗр чух вӑл та вӑрттӑн хӑналанӑ пире. Вӑрман ӗҫӗсем вӗҫленсен пӗр вӑхӑт Хуракассинчи сепаратор пунктӗнче ӗҫленӗ, халӑхран сӗт пуҫтарнӑ. Ун чухне ӗне усракансен патшалӑха икҫӗр литр сӗт е сакӑр килограмм шӑратнӑ ҫу памаллаччӗ. Хӑмла бригадирӗ те пулнӑ эпӗ, ытти ӗҫсене те тӑрӑшсах тунӑ, нихӑҫан та пӑрӑнса ҫӳремен. 1958 ҫулта, Хуракассине качча тухсан, 18 ҫул дояркӑра ӗҫлерӗм. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та 4 ҫул хушши фермӑна утрӑм. Унтан Сӗнтӗрвӑррине выльӑх самӑртнӑ ҫӗре 5 ҫул, кирпӗч заводне 3 ҫул ҫӳрерӗм. Саратов тата Куйбышев облаҫӗсенче ӗҫлесе темиҫе хут та тырӑ илсе килтӗм. 1958 ҫулта ҫуралнӑ хӗре пӗчченех ӳстерме тиврӗ, упӑшка ҫамрӑклах вилчӗ. Хӗрӗм вӑтам шкул хыҫҫӑн повара вӗренсе тухрӗ, Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлерӗ. Хушма пӗлӳ илсен районти паспорт параканра 18 ҫул тӑрӑшрӗ. Ҫемье ҫавӑрса виҫӗ ача ӳстерчӗ. Мӑнуксемпе эпӗ те сахал мар йӑпантӑм. Пӗри Чечняра хӗсметре тӑчӗ. Киле таврӑнсан вилни пуриншӗн те пысӑк хуйхӑ пулчӗ. Кӗҫӗн мӑнук Иваново хулинчи ҫар академине пӗтернӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлеме пуҫларӗ», - вӗҫлерӗ калаҫӑва Зоя Васильевна.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

Зюрри — Левене, зюрри — патшалӑха.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

А вӗсем, плана тултарайманнисем, «сулахая» ытларах юртаҫҫӗ, патшалӑха пухса пама тивӗҫ укҫана хӑйсен кӗсйисене чикме пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Ӑнланмастӑп, Мишша, эсӗ патшалӑха нумайрах укҫа пухса пани лешсене мӗн-ма тарӑхтарнӑ вара?

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Алмазов патшалӑха «пиллӗкпе» савӑнтарать, эсӗ мӗнпе савӑнтаратӑн, э?..

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Те чӑнласах патшалӑха лекет ӗнтӗ вӑл сурӑх, те такамӑн нӳхреп хырӑмне ҫеҫ?…

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

«Ылтӑн Сӑваплӑ Георгий» гран-при — «Петя Тӳпери патшалӑха ҫул тытать»;

Гран при «Золотой Святой Георгий» — «Петя по дороге в Царствие Небесное»;

Досталь Николай Николаевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87

2009 — «Петя Тӳпери патшалӑха ҫул тытать»,

2009 — «Петя по дороге в Царствие Небесное»,

Досталь Николай Николаевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87

Унӑн ытти паллӑ ӗҫӗсем: Фазиль Искандерӑн «О, Марат!» новелли тӑрӑх лартнӑ «Мӑн сексӑн пӗчӗк улӑпӗ» (1992) ирониллӗ триллерӗ, Михаил Кураевӑн повеҫӗпе лартнӑ «Петя Тӳпери патшалӑха ҫул тытать» (2009) драма.

Другие известные его работы: иронический триллер «Маленький гигант большого секса» (1992) по новелле Фазиля Искандера «О, Марат!», драма «Петя по дороге в Царствие Небесное» (2009) по повести Михаила Кураева.

Досталь Николай Николаевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87

Питӗ паллӑ Кхаравела ятлӑ Калинга патши вӑхӑтӗнче (пирӗн эрӑчченхи I ӗмӗр пуҫламӑшӗ) патшалӑх тӗрекленсе кӑна мар, самай хӑватланса ҫитнӗ, вӑл Магадха патшалӑха та вӑхӑтлӑха парӑнтарма пултарнӑ.

А при легендарном калингийском правителе Кхаравела (начало I в до н. э. ) царство не только окрепло и достигло могущества, но даже смогло на время покорить державу Магадха.

Одиша // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9E%D0%B4%D ... 1%88%D0%B0

Патшалӑха патша ячӗпе правительство лартакан генерал-губернатор (суйлавра ҫӗнтернӗ парти лидерӗ сӗннипе) кӑтартать.

Представлен генерал-губернатором, назначающим от имени короля правительство (по рекомендации лидера партии, победившей на выборах).

Гренада // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B4%D0%B0

Пуҫтарса илнин ытларах пайне патшалӑха ӑсатнӑ, апла пулин те колхозниксене ӗҫ кунӗ пуҫне кило ҫурӑ е икӗ кило таранччен уйӑрса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

— Шкултисене вӗри апат ҫитернӗшӗн те тавах патшалӑха.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кашни хӑйӗнчен кӑштах уйӑрса парсан та патшалӑха пысӑк пулӑшу пулӗччӗ, — ҫак сӑмахсене питӗ пӑлханса каларӗ Мария Тимофеевна, хӑшпӗр сӑмахне аран шыраса тупнӑ пек тутине хускаткаласа ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Патшалӑха эпир тӑрантмасан, кам тӑрантӗ?

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ялти активистсем унӑн кӗлетӗнчи тыррине темиҫе лавпа патшалӑха леҫрӗҫ, анчах шырама чарӑнмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех