Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патвар сăмах пирĕн базăра пур.
патвар (тĕпĕ: патвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паян та А.Тихонов хӑйне патвар тытать.

Куҫарса пулӑш

Пӗр-пӗрне хисеплесе, килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/08/09/%d0%bf%d3%9 ... %91%d0%bd/

Мини-футболта вырӑнти футболистсен «Патвар» ушкӑнӗ куҫса ҫӳрекен кубока тата укҫан парнене тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑра асӑнса – турнир // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/07/26/%d0%bf%d0%b ... 8%d1%80-2/

Алюш шутланӑ тӑрӑх, ку та килӗшсе тӑрать ачан патвар пӳ-сийӗпе.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Николай Михайлович, вӑтам ҫулсене ҫывхарнӑ патвар пӳллӗ, сарлака ҫамкаллӑ хура арҫын, кӳршӗ ял ҫыннисене алӑ тытсах саламларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Ҫынсем вӑл кӑшкӑрнӑ еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗҫ, вара ҫирӗм-ҫирӗм пилӗк утӑмра, йывӑҫсем хушшинче, вӗсем пекех спецтумтир тӑхӑннӑ, аллисене шӑлавар кӗсйине чиксе таҫталла пӑхса тӑракан патвар ҫынна асӑрхарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ҫав самантра палатка алӑкӗ уҫӑлчӗ те, шап-шурӑ алшӑллине хулпуҫҫи урлӑ ҫакнӑ патвар арҫын тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Патвар ҫитӗнӗр, тусӑмӑрсем! — тенӗ йывӑҫсене вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗкҫӗ паттӑрсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 275–277 с.

Хӑвӑрт та пысӑк ӳсес, патвар та ӑслӑ пулас килет.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Апла тӑк ҫамрӑк та патвар хунавсем кӑшӑл тапса тухӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Ну, турра шӗкӗр, ҫи, ҫи, патвар ӳс…

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Патвар йывӑҫсем хушшинче ларакан хӑрнӑ ӑвӑс патне пычӗ Тетей.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Электричкӑна васканӑ чухне ҫул ҫинче пире спортсменсем евӗрлӗ патвар ҫамрӑксем тытса чарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Машинӑран униформа тӑхӑннӑ хура маскӑллӑ тӑватӑ патвар арҫын сиксе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ачу патвар ӳсет-и?

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Ых-х! — шӑлне шатӑрр тутарса, каялла тап-тап-тап утса каять утӑ купи майлах патвар майра.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пуху пуҫламӑшӗнче пит патвар ларать Узурпаттӑр; Алмазов та кунтах ларнӑран, ун енне вӑл сиввӗн чӑлтӑртаттара-чӑлтӑртаттара пӑхса илет.

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Тури чӑвашсен тумӗ шалпар пулнӑ, ҫавӑнпа ҫын кӗлетки лӑпкӑ та патвар курӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вирьял чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Паллах, ӑна та табак тӗтӗмӗ килӗшмест, анчах вӑл ҫакна кӑтартмасть ҫеҫ, тантӑшӗ умӗнче хӑйне патвар тытасшӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Анчах, кӗлеткипе патвар пулин те, тӳрӗ лапӑллӑ урине пула хӑй ӳсӗмӗнчи ҫамрӑксемпе пӗрле салтака каймасӑрах юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сасартӑк пӳлӗме икӗ патвар ҫын вашкӑртса кӗчӗҫ те Янашов тавҫӑрса сӑмах калама ӗлкӗриччен ун патне сиксе пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех