Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патак сăмах пирĕн базăра пур.
патак (тĕпĕ: патак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Патак, патак, патак… перо шӑхӑрать, патак, хут ҫине чернил тумлать.

Палочка, палочка, палочка… перо скрипит, палочка, клякса…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унӑн икӗ вӗҫӗнче икӗ ҫинҫе патак; ҫӳлти патакӑн сылтӑм вӗҫӗнче пӗчӗкҫӗ патак пур, ун ҫийӗпе ҫип пӗрре шал енчен, тепре тул енчен ҫӳрет.

В ее верхний и нижний концы вставлены тонкие, но крепкие палки, маленькая палочка вставлена на правом конце верхней палки, через нее нить проходит то с правой, то с левой стороны.

Сӳс-кантӑр, ҫип ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Кухньӑра ун куҫне хӗрлӗ хӑмач татӑкӗ ҫыпӑҫтарнӑ патак курӑнчӗ, ӑна вӑл кӑмӑлсӑррӑн алла тытса кӑмака айне чикесшӗн пулчӗ, анчах унтан, тарӑннӑн сывласа ярса, ҫав патак ҫумӗнчи ялав ҫурӑкне татса илчӗ, хӗрлӗ татӑка тирпейлӗн хутлатса кӗсйине чиксе хучӗ, патакне чӗркуҫҫипе хуҫса кӑмака умне пӑрахрӗ.

В кухне на глаза ей попалась палка с куском кумача, она неприязненно взяла ее в руки и хотела сунуть под печку, но, вздохнув, сняла с нее обрывок знамени, тщательно сложила красный лоскут и спрятала его в карман, а палку переломила о колено и бросила на шесток.

I // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Патак, патак, патак, пиллӗкмӗш, ҫирӗммӗш, ҫӗрмӗш…

Палочка, палочка, палочка, пятая, двадцатая, сотая…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Патак, патак, патак, пиллӗкмӗш, ҫирӗммӗш, ҫӗрмӗш…

Палочка, палочка, палочка, пятая, двадцатая, сотая…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑхӑта шутласа пыма улшӑнакан е улшӑнман токпа ӗҫлекен мотор илеҫҫӗ, ӑна тӗнӗле вертикальлӗ пулмалла туса ҫирӗп никӗс ҫине ҫирӗплетсе хураҫҫӗ; тӗнӗлӗ ҫине йывӑҫ патак тиреҫҫӗ, патак вӗҫне краска сӗрнӗ тек (вӗҫен кайӑк тӗкӗ) е кисточка ҫыхса хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Задачӑсене шутламалли правилӑсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

1 м — метрӑн пӗтӗм тӗнчери прототипӗ тесе йышӑннӑ платина-иридий патак ҫинче туртнӑ икӗ ҫинҫе йӗрӗн тӗнӗлӗсем хушшипе тан тӑршшӗ пулать; ҫав патака Виҫесемпе тарасасен Пӗтӗм тӗнчери бюровӗнче усраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Ньютонӑн движени законӗсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Ҫӗре патак ҫапса кӗртрӗмӗр, патак ҫине хӑма татки ҫирӗплетсе хутӑмӑр, хӑма варрине пӑта ҫапса сехет варри турӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Патаксен чӗркуҫҫи тӗлӗнче виҫҫӗмӗш патак урлӑ.

Куҫарса пулӑш

А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хырҫӑ-марҫӑсене вӑхӑтра тӳлесе татаймарӑн — патак сана, тӳре-шара пирки тарӑхса калаҫрӑн — патак.

Не уплатил вовремя налог-куланай — получи палок; высказал недовольство чиновнику — тоже палка.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Патак пулсанах ҫапса ӳкермелле ӗнтӗ — патак ҫук.

Ударить палкой — под руками нет ничего…

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вутне кӑвартан мар, патакпа патак сӑтӑрса тивертмелле, «ҫӗне» вут чӗртмелле.

Причем огонь обязательно должен быть «новый» — полученный от трения деревянных палочек.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗри, сӑмсинчен патак тирнӗскер, ҫавнашкалах шӑмӑ патака слон асав шӑлӗн чавса сарнӑ шӑтӑкӗ тӗлне тытнӑ; негр унта ҫӑварӗпе те, сӑмсипе те харӑс вӗрет, анчах сасӑсем мӗнле майпа тухнине Гент ӑнланаймасть.

Один, с продетой в носу палочкой, держал другую такую же костяную палочку у узкого отверстия выдолбленного слонового клыка; он дул в него ртом и носом, но как получались звуки, Гент не мог понять.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Илекен патак юнашаррине лексе кӑштах хускалсанах вӑйӑҫ чарӑнать те теприне выляма ирӗк парать, нумайрах патак пухаканни ҫӗнтернӗ шутланать.

Если палочка, прикасающаяся к снимаемой, хотя чуть трогалась, игрок уступал очередь, а выигравшим считался тот, кто больше снял палочек.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Тӗрлӗ япаласем тӗлӗшӗпе пулакан тавлашусем пирки, сӑмахран, — ӳт-тир ҫӑкӑр пулма, е ҫӑкӑр ӳт-тир пулма пултарать-и, мӗн авантарах: патак таткине чуптуни е ҫав патак таткине ҫунакан вутта пӑрахни, ҫыннӑн ҫири тумтирӗ мӗнле: хура, шурӑ, хӗрлӗ е тата кӑвак тӗслӗ пулмалла-и, — ҫак ыйтусем пирки пулнӑ тавлашусем тӗлӗшӗпе нумай миллион ҫын пӗтнӗ.

Споры о том, является ли тело хлебом или хлеб телом; что лучше: целовать кусок дерева или бросать его в огонь; какого цвета должна быть верхняя одежда: черного, белого, красного или серого, и так далее, — стоили многих миллионов человеческих жизней.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Сӑмахран, канат ҫинче ташлама ҫивӗч ҫынсене е патак урлӑ сикме, е патак айӗн тухма лайӑх пултаракан ҫынсене патшалӑхри пысӑк вырӑнсене лартаҫҫӗ; ку йӑлана чи малтан халӗ патшара ларакан император аслашшӗ туса янӑ.

Так, например, позорный, обычай назначать на высшие государственные должности самых ловких плясунов на канате или давать знаки отличия тем, кто особенно ловко перепрыгнет через палку или проползет под нею, — этот обычай впервые введен дедом ныне царствующего императора.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ тӑхӑр патакне илтӗм те, вӗсене ҫӗре ҫирӗп чике-чике лартса, кашни енӗ икшер фут ҫурӑ тӑршшӗ квадрат турӑм; ҫав тӑхӑр шалча ҫине сӑмса тутрине хытӑ карӑнтарса ҫыхрӑм, ҫиелтен тӑватӑ кӗтесрен тытӑнтарса тӑватӑ патак ҫӗре параллеллӗ ҫыхса хутӑм.

Я взял девять палок и крепко вбил их в землю в виде квадрата, каждая сторона которого была длиной в два с половиной фута; на этих девяти кольях я туго натянул носовой платок, а сверху прикрепил к четырем углам квадрата еще четыре палки параллельно земле.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Император аллине патак илсе ҫӗртен кӑшт ҫӳлӗрех горизонталле тытать те ӑмӑртакансене черечӗпе е патака ҫӳлӗрех тытса ун урлӑ сиктерет, е аяларах тытса ун айӗн кӑларать.

Император держит в руках палку в горизонтальном положении, а соискатели по очереди то перепрыгивают через палку, то подползают под нее, смотря по тому, поднята палка или опущена.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Патак вӗҫне шӗвӗртсен, ахаль патакранах ҫынна чикмелли сӑнӑ пулса тӑрать.

Если конец палки заострить, то такою палкой — копьем — можно колоть противника.

Сӑнӑпа дротик // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Леон сылтӑм ҫуначӗ ҫине чӗнтен тунӑ ункӑ тӑхӑнтараҫҫӗ, вӑл ункӑ ҫумне хӑмӑш патакӗ ҫыхнӑ, патак вӗҫне кӗҫҫепе ҫыхса муклашкаллӑ тунӑ.

На правый ласт Лео надевается кожаный футляр, к коже пришита камышовая палочка с войлочным набалдашником.

Пит чаплӑ концерт // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех