Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парӑпӑр (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Пире мероприяти питӗ килӗшрӗ: музей ӗҫченӗсем те, ял ҫыннисем пире ӑшшӑн йышӑнни те, концерт та. Пирӗн округра пурӑнакансене музей ҫинчен каласа парӑпӑр. Пурин те кунта килсе курас килтӗр», — терӗҫ хутшӑну центрне ҫӳрекенсем.

Куҫарса пулӑш

Музейра пулса курнӑ // Ирина Самарина. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%bc%d1%8 ... %bd%d3%91/

— Мӗнех, Аннӳ питӗ ыйтнӑ пулсан леҫсе парӑпӑр ӑна, — терӗ Ваҫҫа шофер.

Куҫарса пулӑш

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

— Ку — хама, кӑна — варрине — Ҫиҫӗме парӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Ку санӑн парне пултӑр, Элиме, эпир аҫупа иксӗмӗр хамӑрах парӑпӑр парне.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Васкамасӑр, майӗпен каласа парӑпӑр ун пирки.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Эпир хамӑр ҫиессине сана парӑпӑр та каллех хуҫӑлса анса кайӗ сан пырунти турат.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Пӗр уйӑхлӑха путевка тупса парӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Эпир малашне мӗнле пурӑнассине, кампа туслашассине, пуласлӑха кампа пӗрле хывассине хамӑр татса парӑпӑр.

Мы сами будем решать, как нам жить дальше, с кем дружить, с кем строить будущее.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

1917 ҫулта Раҫҫейре Вӑхӑтлӑх правительстви влаҫра пулнӑ вӑхӑтра университета уҫма май килмен, Ш. И. Нуцубидзе, З. Авалишвили, Н. Геловани (В. Гелованин тӑлӑх арӑмӗсем) йышпа килнӗ делегацие А. Ф. Керенский кӑмӑллӑ йышӑнӑ, «Тифлиса кирлӗ ирӗксем ярса парӑпӑр» тесе шантарнӑ, апла пулин те кайран телеграмма ярса Тифлисри хӗрарӑмсен аслӑ курсӗсен правленине пӗр тӑхтаса тӑмасӑр Кавказхыҫри университета йӗркелеме сӗннӗ.

Попытки открыть университет в 1917 году при Временном правительстве России успеха не имели, делегация в составе Ш. И. Нуцубидзе, З. Авалишвили, Н. Геловани (вдовы В. Геловани) была учтиво принята А. Ф. Керенским, пообещавшим «прислать в Тифлис соответствующее разрешение», однако затем телеграфировавшего правлению Тифлисских высших женских курсов предложение немедленно реорганизоваться в Закавказский университет.

Тбилиси патшалӑх университечӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%B1%D ... 1%87%D3%97

Хусанкай сӑввине вулакан ҫын, чӑваш философине тӗпчесе вӗренекен ҫын пулас пулсан, мӗн тери савӑннӑ пулӗччӗ, савӑннипе: — Эврика! Шыранине тупрӑм, тупрӑм! Хисеплӗх пахалӑха куҫнине кӑтартакан тӗслӗх… — тесе кӑшкӑрса янӑ пулӗччӗ (чӑвашла кирлӗ таран ӑнланайман вырӑссене мар, философие университетра вӗреннӗ чӑвашсене «хисеплӗх пахалӑха куҫни» мӗне пӗлтернине вырӑсла куҫарса парӑпӑр: вӑл «переход количества в качество» тенине пӗлтерет!

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тӗплӗнрех хаҫатӑн ҫитес номерӗнче каласа парӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Самбо пирӗн округра та вӑй илӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d1%81%d0%b ... %bb%d3%97/

Вуттине те кӳрсех парӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Краҫҫын парӑпӑр сана.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хамӑр ҫӑпатапа ҫӳрӗпӗр, аттине, ытти ӑшӑ тумтирне салтаксене парӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Капла йӗтем ҫинчех вӑрласа пӗтерсен, ӗҫ кунӗшӗн мӗн валеҫсе парӑпӑр?

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ыран вӑрттӑн кӗтес хатӗрлесе парӑпӑр, — хушса хучӗ унӑн арӑмӗ, упӑшкинчен чылай ҫамрӑк сӑнлӑскер.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Райком секретарӗ темиҫе минут калаҫрӗ, юлашкинчен Дубов еннелле ҫаврӑнчӗ те: — Халӗ, — терӗ вӑл, — сирӗн маттур бригадира, Роман Митрофановича, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ парӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

56 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эсӗ ыйтнӑ пекех Лиля тесе ят парӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсене пӑхса тухса татса парӑпӑр, — терӗ округ пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусем ҫине хуравсем тулли пулчӗҫ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%8b%d0%b ... %97%d2%ab/

Эпир вара сана хисеплӗпӗр, юратӑпӑр, мӗн кирлине йӑлт парӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех