Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑнуксем (тĕпĕ: мӑнук) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах шел, тухса каятпӑр тӑван енрен, ерипен манса пыратпӑр аннесен сӗчӗпе вӗреннӗ чӑваш чӗлхине, уйрӑмах пирӗн ачасемпе мӑнуксем, вӗсене кунти шкулсенче чӑвашла вӗрентмеҫҫӗ ҫав.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Мӑнуксем вара, амӑшне ҫавӑтса, вӑрмана тарса хӑтӑлнӑ, партизансен ретне тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ачасемпе мӑнуксем куҫ тулли тӑни, вӗсене курса савӑннине мӗн ҫиттӗр?

Куҫарса пулӑш

Пурӑнаҫҫӗ шӑкӑл-шӑкӑл аллӑ ҫул пӗр ҫемьере // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d0%bc/

— Пӗр «вилӗм хучӗ» — вӗлернисен черетлӗ вӑчӑри: вилнӗ салтакӑн ачи пулаймасть, ачисенчен — мӑнукӗсем, мӑнуксенчен — кӗҫӗн мӑнуксем.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӑнуксем вӑтӑртан иртрӗҫ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Кӗҫӗн мӑнуксем вара пуринчен те «тутлӑрах».

Куҫарса пулӑш

Бриллиант евӗр ҫирӗп мӑшӑр // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/articles/professi-ynn ... -n-3389069

Мӑнуксем те савӑнтараҫҫӗ, куҫ умӗнче тенӗ пек ӳсрӗҫ, кашни ҫулла хӑнана килсе ҫӳрерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Бриллиант евӗр ҫирӗп мӑшӑр // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/articles/professi-ynn ... -n-3389069

Вӗсем ҫывӑх ҫыннисене мӑнуксемпе кӗҫӗн мӑнуксем йышлӑн парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/04/100-c%d1%8 ... 83%d0%bda/

«Ачалӑхпа ҫамрӑклӑх хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсене килчӗҫ. Паянхи кун телейлӗ тетӗп эпӗ хама — ачасем ырӑ-сывӑ ӳссе ҫитӗнчӗҫ, пурте ҫемьеллӗ, ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнаҫҫӗ, ачасемпе мӑнуксем килсех ҫӳреҫҫӗ, ырлӑхра пурӑнатпӑр халь», — тет Кӗҫени аппа, савӑнӑҫ куҫҫульне шӑлса.

Куҫарса пулӑш

«Ырлӑхра пурӑнатпӑр», — тет 90 ҫулхи Кӗҫени аппа // Алена КАЛЮКОВА. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d1%8b%d1%8 ... %97%d2%ab/

Кӑнтӑр апачӗ хыҫҫӑн мӑнуксем килме пулсаччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисем синкерлӗ кунсен чӗрӗ палӑкӗсем // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/varca-achisem-sin ... kesem.html

Ман ачисем те нумай та, 5 ача манӑн, мӑнуксем те пур.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пулӑшу пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=z_SttjfQZwE

– Ман мӑнуксем те.

— Мои внуки тоже.

Кукамайсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/625

– Ман мӑнуксем вара ыран мунча хутма пулӑшӗҫ, – калама пӗлчӗ кукамай.

— А мои внучки завтра помогут затопить баню, — сумела сказать бабушка.

Кукамайсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/625

– Ӗнер ман мӑнуксем ватрушка тума вӗреннӗ, пӳрнисене пӗҫертнӗ, бинтпа ҫыхнӑскерсем ҫӳреҫҫӗ ӗнтӗ.

— Вчера мои внучата научились делать ватрушки, пальцы обожжены, забинтованные теперь ходят.

Кукамайсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/625

– Ман мӑнуксем вара пӗтӗм пахчана шӑварчӗҫ, йӑрансене те ҫумласа тухрӗҫ.

— А мои же внуки полили весь огород, а также и грядки пропололи.

Кукамайсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/625

Ман пата та хуларан мӑнуксем килчӗҫ.

И ко мне из города приехали внуки.

Кукамайсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/625

– Мӗнле маттур ман мӑнуксем!

— Какие молодцы мои внуки!

Кукамайсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/625

Ирхине кукаҫи пӑхса пачӗ, кӑнтӑрларан пуҫласа – мӑнуксем.

Утром на смену заступал дедушка, после обеда – внуки.

Йыт ҫури // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/616

Ямаш Ваҫҫипе Палтай Кавӗрли ҫинчен пирӗн мӑнуксем тӗрӗс сӑмах калӗҫ тен?

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мӑнуксем ман улттӑ, пурте каччӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех