Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑйне хӑй те манса кайнӑ Ивков унӑн пырне кӑшласа татрӗ.
Вӑрҫӑ ахрӑмӗ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
«Хуҫасӑр йытӑсем унта ҫынна тапӑннӑ, тепӗр ҫӗрте ватӑ ҫынна кӑшласа янӑ» тенине телевизорпа та илтме-курма пулать.
Йытӑсене тытассине йӗркеленӗ // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8986- ... e-j-rkelen
Хе-хе… ватӑ та шӑмӑллӑ чавсине ҫыртса, кӑшласа лартӑр халь, сволочь!..
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Те хӑех кӑшласа татнӑ, те пӗрер курайман ҫын юриех касса янӑ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кунӗпе кӑшласа татнӑ ҫӑварлӑхне кӑларса пӑрахрӗ те хӑйне кӑкарнӑ кивӗ вӗрене кӑшлама пикенчӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Маншӑн, Улькашӑн кӑшласа пӗтереҫҫӗ, тен, саншӑн та…
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
«Юркка, пӑх-ха, кушак мӗн чухлӗ хӑяра кӑшласа юрӑхсӑра кӑларнӑ?!
Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.
«Дружба» тӗтӗм кӑларса ҫатӑртатма пуҫларӗ, сӑнчӑрӗ ҫӑка вуллине кӑшласа кӗчӗ.
29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫакӑн пек хӑйне евӗрлӗ вӑрламалли меслет видеосӑнав камерине лекрӗ: видео ҫинче вӑрӑ малтан трос ҫирӗплӗхне тӗрӗслесе пӗр-икӗ хутчен ҫыртса пӑхнӑ, унтан, никам та сӑнаманнине курсан, ӑна кӗппипех кӑшласа татнӑ.
Ҫӗнӗ iPhone-лӑ пулас тесе китаянка трос кӑшласа татнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35929.html
Китайри Фуцзянь провинцинче пурӑнакан хӗрарӑм, iPhone 14 Plus вӑрлама шут тытса, смартфона вӑрласа каясран лавккари сӗтелпе кӑкарнӑ троса кӑшласа татнӑ.
Ҫӗнӗ iPhone-лӑ пулас тесе китаянка трос кӑшласа татнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35929.html
Вӑхӑтлӑха кунтӑк ӑшне хупнӑ шӑши ҫурисем ӑна кӑшласа шӑтӑк тӑваҫҫӗ те тараҫҫӗ.
Юмаха ушкӑнпа вуларӗҫ // Чӑваш кӗнеке издательстви. https://vk.com/id391792345?w=wall391792345_4789
Салтаксем виҫҫӗмӗш талӑк сухари татӑкӗсем кӑшласа кӑна «чӗре сури» тӑваҫҫӗ.
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Сӗтел-пукан урисемпе кӗтессисене кӑшласа пӗтерчӗ — куншӑн ятлаҫсан та, кулмасӑр ятлаҫаймастпӑр, Ара, Бианкӑн ҫӗнӗ шӑлӗсем тухаҫҫӗ-ҫке, ҫавӑнпа мӗн курнӑ, ӑна кӑшлама пӑхать, пӗчӗкскер!..
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Вӑл никампа та харкашма шутламасӑр шӑммине ӳркевлӗн кӑшласа выртать.
Шарик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/558
Сурӑхсемпе путексем ӑна чӑрмав вырӑнне хумарӗҫ: талт-талт сиксе каҫрӗҫ те ҫемҫе курӑка сӗтеклӗн кӑшласа хӑйсем патне ытти выльӑхсене илӗртрӗҫ.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ҫапла вара иккӗмӗш квартал вӗҫӗнче ҫӗвӗ ҫӗлекенсем кӑшласа ямах хатӗрччӗ аслӑ инженера:
Кутӑна пенӗ робот // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 4–5 с.
Хыҫалта — лӑпкӑ тинӗс евӗр хумханкалакан, туналанакан, сӗт кӗнӗ, ҫумӑр хыҫҫӑн урӑлнӑ кӗрхи ыраш; сылтӑмрах, таҫта катара — имшер чечеклӗ симӗс кавирпе хупланнӑ сӑрт-улӑх; ҫавӑнтах уйрӑм хуҫалӑхсен ӗне кӗтӗвӗ курӑк кӑшласа ҫӳрет; тип вар, хыт-хура айне пытаннӑскер; ҫатӑрах типнӗ пӗве.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
— Кашкӑрсем кӑшласа яччӗрах сана!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Теприсем тата пӗр хускалмасӑр, пӗр-пӗрне сӑмах хушмасӑр кӑмака ҫывӑхӗнче чӗрнисене кӑшласа лараҫҫӗ.Другие неподвижно, в мрачном молчании сидели возле печки, грызя ногти.
Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
«Эх, ҫав Макар хӑйӗн пахча ҫӗрне мана сутса ярсанччӗ — мӗнешкел лайӑх пулнӑ пулӗччӗ! Хӑй вӑл пур пӗрех сад ӗҫӗпе аппаланмасть, ҫӗре усӑсӑр вырттарать, улмуҫҫийӗсене те мулкачсем кӑшласа пӗтереҫҫӗ, карти-хури япӑхран пахча ҫимӗҫне те сыснасемпе качакасем тустараҫҫӗ. Маначчӗ ҫав ҫӗре!» — ӑмсанса шухӑшларӗ Лавр, вӑрттӑн ӗмӗтне никама пӗлтермесӗр.
XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.