Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫӗсене (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара императорӑн пӗр тухтӑрӗ ҫапла каланӑ: дракон куҫне тупса, унпа суккӑр императрицӑн куҫӗсене сӗртӗнсен — вӑл часах куракан пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Дракон куҫӗ // А. Андреев. Тӑван Атӑл. — 1960. — № 5. — С. 68–69 с.

Амӑшӗ тинкернӗ те хӑй куҫӗсене хӑй те ӗненмен.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ попугай // А. Андреев. Тӑван Атӑл. — 1960. — № 5. — С. 65–67 с.

Республика ертӳҫи муниципалитетсен программӑсене ӗҫе кӗртмелли нумай вӑхӑтлӑх мероприятисене палӑртмалли, вӗсене пурнӑҫа кӗртме укҫа-тенкӗ ҫӑл куҫӗсене малтанах пӑхса хӑвармалли, строительсемпе тата инвесторсемпе халех ҫыхӑну йӗркелеме пуҫламалли пирки каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ йӗрке пулӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... 83%d0%bbe/

Куҫӗсене кӑшт хӗсерех пӑхать пек, ачасене: «Ферма патӗнчи вӑрманти ҫӗмӗрт ҫеҫкисене тата хуҫрӑр-и-ха?

Куҫарса пулӑш

Сӑртри палӑк // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Ха, иҫмасса, куҫӗсене вылятмасть те, хускатмасть те.

Куҫарса пулӑш

Сехет // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

— Кам хӑтланчӗ? — куҫӗсене мӑчлаттарса ыйтрӗ Костя.

Куҫарса пулӑш

«Пӑшӑл пӑтти» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

— Ыттисен вӑйӗпе, — хура куҫӗсене йӑлкӑштарса илчӗ Коля.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ десанчӗ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Утсем тулхӑрнине, кӗҫеннине илтсе, пӗчӗк выртмаҫӑсем те, куҫӗсене аллисемпе сӑтӑркаласа, тӑра-тӑра ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Пысӑк хӑмӑр куҫӗсене ташӑ кӗвви май пӗрре пӗр еннелле, тепре тепӗр еннелле ывӑтать, вылятать…

Куҫарса пулӑш

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Ут таврашӗ илсе пама ыйтсан, куҫӗсене тартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

«Тӗплӗн калаҫас Викторпа, — шухӑшларӗ хӗр, куҫӗсене шӑлса типӗтсе.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Ира пӗр вӑхӑт чӗнмерӗ, илемлӗ куҫӗсене кӑшт хӗстерсе, умри пӗве ҫийӗн выляса вӗҫекен чӗкеҫсене сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Вӑл текех пӗрле пуласшӑн ҫунмарӗ, юнашар ларнӑ чухне те, куҫӗсене пӗр ҫӗрелле тинкерсе, тем ҫинчен шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

— Манмӑн-и мана эпӗ кайсан? — терӗ сывпуллашма килнӗ Виктор, тунсӑхпа тулнӑ куҫӗсене Нина ҫинчен илмесӗр.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Пӗр сӑмах та пулин, — каччӑн хӗрӳ куҫӗсем хӗр куҫӗсене шырарӗҫ, алисем ун ҫинҫе пилӗкне ҫепӗҫҫӗн ыталарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Анатолий, айӑпа кӗнӗ ача евӗр, пуҫне усса, хӗр умне пырса тӑчӗ, куҫӗсене мӑч-мӑч хупкаларӗ, сӑмсине турткаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Игорь пирус кӑларчӗ, аякри сопкӑсем ҫине куҫӗсене тӗллесе, нумайччен чӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Унччен те чирлекелетчӗ те, тӳсеймерӗ пулас, — Козырев куҫӗсене сылтӑм аллипе хупларӗ те, пуҫне усса, каллех пӗр вӑхӑт чӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Кӑвак куҫӗсене инҫете тинкерсе, кӗске вӑхӑт шухӑша кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Куҫӗсене каччӑ ҫинчен илмесӗр, стакан тытнӑ ҫӑмламас аллине ун енне тӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех