Шырав
Шырав ĕçĕ:
Куҫҫульпех макӑрса ячӗ хӗрача.
Сӑртри палӑк // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
Мӗншӗн куҫҫульпех йӗрет?
Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Анчах хурланма ку та ҫителӗклӗ пулчӗ: хӗрачи куҫҫульпех макӑрса пӗтрӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Пӗтӗм чӑваш ҫарӗ куҫҫульпех йӗчӗ ҫавӑн чухне.
Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тен, кунта тата темле сӑмахсем каламаллаччӗ пулӗ, пӗр-пӗрне йӑпатмаллаччӗ пулӗ, тен, ҫемҫелнӗ чуна тытса чараймасӑр куҫҫульпех уйрӑлсан авантарахчӗ пулӗ.
11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Александр Петрович тӗлӗнсе тем ыйтасшӑнччӗ, анчах стариксем куҫҫульпех макӑрнине, ҫул ҫине тӑрса юлнисем сывламасар вӗсем ҫине пӑхса тӑнине курчӗ те тияккӑна васкамасӑр кӗл тума хушрӗ.
Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Вӑл кухня крыльцин картлашки ҫине вырнаҫнӑ та ыратнине чӑтаймасӑр куҫҫульпех йӗрет.Она сидела на ступеньке кухонного крыльца и стонала от боли.
Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Мӗн ҫулӑхатӑн? — кӑшкӑрчӗ Ленька, тӳсеймерӗ, куҫҫульпех макӑрса ячӗ.Чего лезешь?! — уже не сдерживая слез и, горько всхлипывая, закричал Ленька.
XVI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Тен, юлташсем ман пирки куҫҫульпех йӗреҫҫӗ пулӗ, мӗншӗн тесен пире вӗҫме панӑ вӑхӑт тахҫанах иртсе кайнӑ.Возможно, оплакивают; время, отведённое для патрулирования, давно истекло.
18. Днепр урлӑ каҫмалли вырӑнсем ҫийӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Пурте претортан куҫҫульпех тилмӗрсе ыйтнӑ.
XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫавӑн пек калаҫусем пирки Марфа Петровна куҫҫульпех макӑрнӑ, ахаль пурнӑҫра кӳренмелле пулнӑшӑн хӑйӗн чунне турра кӗлтунипе лӑплантарма тӑрӑшнӑ.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ҫакна вӑл ӗнер хама ҫав тери пӑлхатса янӑ сасӑпах каларӗ те, эпӗ ӑна хирӗҫ мӗн те пулин калама ӗлкӗриччен, куҫҫульпех макӑрса ячӗ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Нимӗн тума та ҫук, Костя хӑйӗн кайӑкӗсене куҫҫульпех пӗтӗм ачасене валеҫме тухса утнӑ, пурне те валеҫсе пӗтернӗ, унӑн пӗр чӗрӗпне кӑна никам та илесшӗн пулман.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Эсӗ йӳҫӗ куҫҫульпех йӗрӗн-ха, нимӗҫ ҫӗрӗ!
V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Куҫҫульпех макӑрчӗҫ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Колхоз правленийӗн председателӗ, казак йӗнерӗ пек шалалла авӑнса кӗнӗ кӗске ҫурӑмлӑ вӑрӑм арҫын, йывӑр ӗҫсенчен хӑтарни ҫинчен тухтӑр ҫырса панӑ хутсене сулласа, куҫҫульпех виноградниксен тӗпӗсене ыран тепӗр хут ҫемҫетме тухма йӑлӑннӑ; ӑна тумалли пур сроксем те иртсе кайнӑ ӗнтӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Пурте куҫҫульпех йӗреҫҫӗ
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Лазаретран ӑсатнӑ чухне хӑшпӗр чухне куҫҫульпех те йӗретӗн вара.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫапла тӑвасшӑнччӗ вӑл, анчах та калас сӑмахне калаймарӗ, вӑл куҫҫульпех макӑрса ячӗ те вара залран ухмаха ернӗ ҫын пекех тухса чупрӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Эпӗ куҫҫульпех макӑрса ятӑм.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
- 1
- 2