Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кулнӑ чух мӑкӑнь чечекӗ евӗр хӗрлӗ тути илемлӗн уҫӑлать, тип-тикӗс шӑлӗсем курӑнаҫҫӗ.
Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.
Шыв ҫийӗн ҫӑра сивӗ тӗтре явӑнать, ирӗлсе пӗтеймен пӑр катӑкӗсем курӑнаҫҫӗ.
IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Ҫывӑхах мар пулин те, кӑвак пӗлӗт ҫинче унӑн кӗлетки кӑна мар, каялла илемлӗн кукӑрӑлнӑ мӑйраки те, ҫинҫе йӑрӑс урисем те уҫҫӑнах курӑнаҫҫӗ.
I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Вӗсем ҫинче е чӑтлӑх вӑрман кашласа ларать, е сайра пӗчӗк йывӑҫ тӗмисем ӳсеҫҫӗ, е тӗксӗм чул катӑкӗсем купаланса тӑраҫҫӗ, ирӗлсе пӗтеймен шурӑ юр лаптӑкӗсем курӑнаҫҫӗ.
I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Ҫӳлте кӑн-кӑвак пӗлӗт пурҫӑн евӗр йӑлтӑртатать, ылтӑн хӗвел ялкӑшса ҫунать, кӗмӗл тӗслӗ ҫӳхе пӗлӗт таткисем курӑнаҫҫӗ.
XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Кӑн-кӑвак тӳпере чӗнтӗр евӗр ҫӳхе кӗмӗл пӗлӗт таткисем курӑнаҫҫӗ, сывлӑшра чӗкеҫсем хаваслӑн ҫуйхашса вӗҫеҫҫӗ.
III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Шӑммипе тирӗ кӑна, кӑвак юн тымарӗсем витӗрех курӑнаҫҫӗ.
I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Темле, кантра евӗр курӑнаҫҫӗ.
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Анкартинче малтанхи ҫулҫӑсем курӑнаҫҫӗ.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Вӑрман шурӑ пӑспа витӗннӗ, хырсемпе чӑрӑшсем тӗллӗн-тӗллӗн симӗссӗн курӑнаҫҫӗ.
I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Каҫсем сулхӑнлансах пычӗҫ, тӳпе татах ҫуталчӗ, ҫӑлтӑрсем те йӑлтӑрккарах курӑнаҫҫӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Юр ҫинче ӗнер вӗсем тунӑ йӗрсем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Кирей тӳпенелле пӑхса илчӗ, сивӗ каҫсенче унта ҫӑлтӑрсем аван курӑнаҫҫӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Чӳрече каррисене те, сӗтел ҫиттине те чӑваш эрешӗпе тӗрленӗ, ӳкерчӗкӗсем уҫӑмлӑ курӑнаҫҫӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Шыҫмак пичӗ ҫинче куҫӗсем аран курӑнаҫҫӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Кунтан ҫырмара ӳсекен ӑвӑссен саралма ӗлкӗрнӗ тӑррисем курӑнаҫҫӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Теней пуҫне ҫӗклерӗ, куҫӗсем аран курӑнаҫҫӗ, шӑмшак ыратнине тек чӑтаймарӗ вӑл, аллине ҫӗклерӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
- Ҫан-ҫурӑмран ҫӳллӗ, анчах та курпунланарах утакан, ҫинҫерех, шуранка ачасем ытларах курӑнаҫҫӗ.
Чи сыввисем элита ҫар чаҫӗсене кайӗҫ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/chi-syivvisem-eli ... kajec.html
Юртан тасалнӑ саплӑксенче чи малтан, хура кӗрӗк ҫине шурӑ тӳмесем ҫӗлесе лартнӑ пек, ҫеҫпӗлсем курӑнаҫҫӗ, кайран, юр тасалса ҫитсен, тӗрлӗ чечек-курӑк хӑлхаран тӳпенелле тытса туртнӑн ӑмӑртса ҫӗкленме тытӑнать.
Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Шултра саспаллисем, унталла та кунталла тайӑлнӑ шӗтӗрнек картана аса илтерекенскерсем, тӗттӗмрех ҫӗрте те аван курӑнаҫҫӗ.
9 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.