Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кунсеренех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Такам мурӗ кунсеренех пӑралуксене тата-тата ярать.

Куҫарса пулӑш

Музыкант // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 269–271 с.

Килтен мӗн чухлӗ аяккарах кайса пыратӑн, ҫавӑн чухлӗ хытӑрах туртӑнать те карӑнать ҫав ҫип, ҫӗр ҫинче хӑвна ҫунат парса ҫитӗнтернӗ кӗтес пуррине кунсеренех аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Мӗн пит шурӑхса кайнӑ эс? — тесе йӑлӑхтаракансем кунсеренех тӗл пулаҫҫӗ урамра.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кунсеренех вӑхӑт тупса ешӗл курӑк ҫулать, ӑна пӗчӗк урапапа туртса килсе аслӑк ҫине типӗтме саркаласа хурать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кунсеренех вӗсем вӑрӑмланса пыраҫҫӗ, ҫанталӑк та сивӗтсе пырать.

С каждым днем они росли вместе с холодами.

Ненецсем епле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

…Ҫакӑнтан пуҫласа кунсеренех кам та пулин кӗре-кӗре тухрӗ Укахви патне.

Куҫарса пулӑш

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

«Уках аппа» та пӗчӗк Укахвисӗр тунсӑхла пуҫланӑ, кунсеренех ӑна хӑй патне чӗннӗ, хурлӑ юрӑсем юрласа панӑ…

Куҫарса пулӑш

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Кутӑруҫӑн Укахви кунсеренех ҫывӑрса тӑранаймасть.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ку тӗлӗшпе район администрацийӗн мобильлӗ ятарлӑ ушкӑнӗпе пӗрле кунсеренех вырӑнсене тухса ҫӳретпӗр.

Куҫарса пулӑш

Чиртен сыхланма ӳркенер мар // А.СИЛИВЕСТРОВА. http://alikovopress.ru/chirten-syixlanma ... r-mar.html

Кунсӑр пуҫне Элӗкри «Хӗлхем» спорт шкулӗнче кунсеренех бассейн ӗҫлет.

Кроме того, в спортивной школе «Хӗлхем» в Аликово ежедневно работает бассейн.

Хуҫасӑр йытӑсем, ҫул тӑвасси канӑҫ памасть // Эльвира КУЗЬМИНА, Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/xucasar-jyitasem, ... amast.html

Ӗҫе, ҫын куҫне курӑнман ӗҫе, яваплӑха туйса, тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑшӑн, ҫӗршыври пурнӑҫ кунсеренех лайӑх енне улшӑнтӑр тесе тӑрӑшнӑшӑн тав сире, ӗҫтешсем, - терӗ Олег Алексеевич пухӑннисене саламланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Ял сӑн-сӑпачӗ хастарсем тӑрӑшнипе улшӑнать // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/yal-san-sapache-x ... hanat.html

Кунсеренех ларусем, конкурссем, олимпиадӑсем, куравсем, семинарсем, мастер-классем пулаҫҫӗ, факультетсенче «ҫавра сӗтелсем» ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑлӑх конференцийӗ пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60629

— Манӑн арӑм халь курортра пурӑнать те кунсеренех ӳт хушать, — йӑл кулчӗ Аркаш.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Халӗ те вӑл, темле пулсан та, ҫывӑх ҫынни патне кунсеренех яла кайса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Пурпӗрех йывӑрлӑхсем хӗлле мар, кунсеренех кунӗленсе пыракан хӗвелӗ сивӗ-сулхӑн ҫутҫанталӑка шурӑ ыйхӑран вӑратнӑ кунсенче купаланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хамӑн шӗвӗрӗ чарусӑртарах, кунсеренех мӗн те пулин аркатма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Халь ӗҫре хӑюлӑх кирли кунсеренех сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Эпӗ ӗнтӗ кунсеренех Ҫавал хӗрринче ҫухалса пурӑнма тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

В.Петров педагог пулӑшса пынипе ҫамрӑк ҫул-йӗр инспекторӗсем ӑмӑртусене хутшӑнма кунсеренех ӑсталӑха тренировкӑсенче туптаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал та – пӗрремӗшсем // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10672-k- ... em-shsem-2

Ачасем кунсеренех тренировкӑсенчен татӑлмаҫҫӗ, ҫул-йӗр правилисене вӗренеҫҫӗ, пӗрремӗш пулӑшу парассипе хӑнӑхусене анлӑлатаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Республикӑра та пӗрремӗшсем! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10760-re ... rrem-shsem

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех