Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килӗсене (тĕпĕ: килӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каярах вӗренӳ вӑхӑтне 9 ҫулччен кӗскетнӗ; Мария Фёдоровна императрица шутланӑ тӑрӑх, «кун пек нумай вӑхӑт иртсен ачасем ашшӗ-амӑшӗнчен ютшӑнма пуҫлаҫҫӗ, вӗренсе пӗтерсен килӗсене таврӑнма тӑрӑшмаҫҫӗ», ҫапла вара 1797 ҫулта чи кӗҫӗн ҫулхи ӳсӗмрисене вӗрентессине пӗтернӗ; ҫакӑн хыҫҫӑн вӗренекенсем виҫӗ ӳсӗме пайланнӑ: «сенкер», «сӑрӑ» тата «шурӑ» (асли); «мещен уйрӑмне» 10 ҫултанпа йышӑнма тытӑннӑ.

Позже срок обучения был сокращён до 9 лет; императрица Мария Фёдоровна считала, что «дети в продолжение такого долгого времени до того отвыкают от родителей, что, по окончании курса, возвращаются домой с отвращением» и в 1797 году был ликвидирован самый младший возраст; теперь воспитанницы разделялись на три возраста: «голубой», «серый» и «белый» (старший); в «мещанское отделение» стали принимать с 10 лет.

Смольнӑй институчӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%BC%D ... 1%87%C4%95

Канаша ҫитсен, ҫамрӑксене хӑш-хӑш кун пухӑнмалли пирки хытарса каласа килӗсене саланма ирӗк пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Унта «нимӗҫсем» килӗсене саланма тытӑннӑ ӗнтӗ, пакунӗсене хыва-хыва переҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Шӑнма пуҫланӑран, пуҫтарӑннӑ халӑхӑн ҫурри хӑйсен ӑшӑ килӗсене саланса пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вун пӗр сехет тӗлнелле кӑна кӑштах тӗттӗмленет, вара ҫамрӑксем килӗсене саланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Хӑйсен Елчӗк районӗнчи юлташӗсемпе «Газеле» кӗрсе ларчӗҫ те килӗсене кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Хӑш чухне врачпа пӗрле чирлисем патне килӗсене тухса каятпӑр, ФАПсенче диспансеризаци ирттеретпӗр, прививка, флюорографи тӑватпӑр тата ытти те, — каласа парать Екатерина хӑйӗн ӗҫ кунӗ ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

Медсестра - ҫынна юратакан професси // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... si-3764775

Унччен куҫкӗрет йӑпӑр-йӑпӑр чупма именмен шӑшисем, мӗскӗннӗн мяуклатакан кушак ҫурин сассинчен шикленсе, самантра килӗсене тарса пытанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Юлашки ҫырӑвӗнче Сергей ҫапла ҫырать: «Юлашки кунсенче пурте улшӑнчӗ, пире хӗвеланӑҫнелле куҫарчӗҫ, ҫавӑнпа ҫырма пултараймарӑм тата ирӗк те памарӗҫ. Тухса кайиччен виҫӗ каҫ тӑтӑмӑр. Ирпе виҫӗ сехетре вагона кӗрсе ларсан, поезд тапранса кайнине те сисмерӗмӗр, мӗншӗн тесен питӗ ывӑннӑччӗ. Ӑсатнӑ чух пире хамӑр ӑҫта кайнине каламарӗҫ, нимӗн пӗлмесӗрех кайрӑмӑр. Ҫула май Новосибирскра мунчара шыва кӗтӗмӗр. Тухса кайсан, эпӗ хамӑр ҫулпа кайӑпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах тепӗр ҫулпа Омск, Свердловск, Хусан, Мускав урлӑ кайрӑмӑр. Мускавра каллех мунчара ҫӑвӑнтарчӗҫ, пире кӑлармарӗҫ. Эпир финсен ҫулӗпе каятпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах Минск урлӑ Старая Польшӑна кайни палӑрчӗ. Мичук — пирӗн ял ҫынни, финсен вӑрҫине хутшӑннӑскер, вилнӗ вырӑнсенче пурӑнатпӑр. Варшава патне ҫитиччен поезд ҫинчен анса 50 километр кайрӑмӑр, питӗ ывӑнтӑмӑр. Килнӗ хыҫҫӑн виҫӗ кун хушши ҫӳреме пултараймарӑмӑр. Ҫитнӗ ҫӗре пирӗн нимӗн те ҫукчӗ, пире граждансен килӗсене вырнаҫтарчӗҫ. Ялта апат ҫимесӗрех ҫывӑрма вырттарчӗҫ. Поляксем вырӑсла пӗлмеҫҫӗ. Сивӗ пулин те, эпир хӳшӗре пурӑнтӑмӑр, анчах ку нимех те мар, нумаях юлмарӗ, сивӗпе вилместпӗр. Чи хӑрушши - кӳршӗри патшалӑх питӗ ҫывӑхра, Германипе юнашар - эпир Милюшпа (Милюш Байгореевич Аливанов, пӗр ялтан пӗрле чӗнсе илсе, пӗрле служит тунӑ). Манӑн 200 тенкӗ пурччӗ, анчах ҫул ҫинче ҫиме тӑкакларӑм. Унтан пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тухса, кунта ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче килсе ҫитрӗмӗр. Ку ҫырӑва 1941 ҫулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче ҫыратӑп, паян поляксен Мӑнкун. Манран стариксемпе ҫамрӑксене салам калӑр. Ҫыру илсен ял хыпарӗсем ҫинчен пӗлтерӗр. Тата Николай адресне ярса парӑр, вӑл ман пата ҫыру ҫыртӑр, мӗншӗн тесен эпӗ унӑн адресне ҫухатрӑм. Халӗ вӑхӑт ҫук, ҫавӑнпа сахал ҫыратӑп. Вӑхӑт ҫитсен татах ҫырӑп. Вера, хӗрсем качча тухман-и-ха?

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Салтаксем, куллен ҫыру илсе, килӗсене куллен ҫыру ҫыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫывӑхра пӗр ҫын та пулман: фермӑра ӗҫлекенсем, хӑйсен ӗҫне пӗтерсе, килӗсене саланнӑ, клуба васканӑ…

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Салтаксем килӗсене таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

2008 ҫулта штатра христиансене тустарнӑ чухне 50 пин христиан хӑйӗн килӗсене пӑрахса кайнӑ, 81 ҫын вилнӗ, 4677 ҫурта, 236 храма тата 36 мӑнастире аркатса ҫунтарса янӑ.

В 2008 году в штате в результате погромов 50 тысяч христиан покинули свои дома, погиб 81 человек, было разрушено и сожжено 4677 домов, 236 храмов и 36 монастырей.

Одиша // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9E%D0%B4%D ... 1%88%D0%B0

1952 ҫулта колхозниксен килӗсене радио кӗртнӗ, колхозӑн хӑйӗн радиоузелӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Ҫынсем картишнелле туха-туха кӗреҫҫӗ, анчах килӗсене саланма шухӑшламаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрарӑмсем, ӗҫ хатӗрӗсене пӗр ҫӗре пуҫтарса, килӗсене кайма хатӗрленетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Архип Григорьевичпа Мария Тимофеевна ҫав кун килӗсене таврӑниччен, тепӗр хут ял тӑрӑх ҫаврӑнса, аякран килнӗ ҫынсем хваттере мӗнле вырнаҫнине курса тухасшӑн пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Каҫ пулсан, кӗлтума килнӗ ҫынсем пӑрахутсем ҫине тиене-тиене килӗсене салана пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Энӗшкасси ҫыннисем хурал тӑратса хӑварчӗҫ те килӗсене саланӗҫ темелле пекчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ачасем вара килӗсене ҫитсе кӑмака хыҫне е сарай тӑррине хӑпарса пытанма та ӗлкӗрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех