Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каясран (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Таркӑн салтак пулнӑ», «вӑрҫа каясран пытанса пурӑннӑ» текен ырӑ мар ят ял ҫине юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Кӑмпасем ҫаплипех ҫӗр айӗнчен тухмасӑр хӑйсене ҫынсем пуҫтарса каясран хӑраса пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмпасем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 285–286 с.

Вӗсем хӑйсене тыткалама та халиччен никам пӗлмен халӑх пек, Тӑван ҫӗршывсӑр тӑрса юлнӑ ҫынсем пек тыткалаҫҫӗ: ют ҫӗршывсенчен кӳрсе килнӗ япаласене ҫеҫ хапӑл тӑваҫҫӗ (эппин пуҫҫапаҫҫӗ), Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесрен (салта-ка каясран) пӑрӑнаҫҫӗ, пит ҫамрӑклах ӗҫкӗпе иртӗхеҫҫӗ, наркӑмӑшсенче йӑпану-телей шыраҫҫӗ, пӗр вӗҫӗмсӗрех аркатса, ҫӗмӗрсе, ирсӗр сӑмах каласа ҫӳреҫҫӗ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Килти ӗҫсемпе ҫеҫ тытса тӑчӗ вӑл хӑйне унта каясран.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Хӑй те ҫемҫелсе каясран сыхланса, Кирей коридорти картлашкасем тӑрӑх чупсах анса кайрӗ, васкасах урама тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫу кунӗсем ҫитсе пынӑ май йӳнелсе каясран шикленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗскен пулин те — чи кирли ҫинчен // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11813-k-sken ... li-cinchen

Вӑхӑт та пире, эпир аташса каясран шикленсе, Пурнӑҫа пӗрре кӑна парать.

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Тайлӑмри ҫурма хӑрӑк чулмуҫҫи ӑна ура хунӑн, ҫырманалла шуса анса каясран вӑйпах тытса чарнӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Светлана шартах сикрӗ, шуралса кайрӗ, сулӑнса каясран аран ҫеҫ тытӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫавӑнтанпа эпӗ манран Ноннӑна кам та пулин илсе каясран хӑракан пултӑм…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ролик пушмакӗсенчен чылайӑшӗ ҫӳллӗ, урӑхла каласан, ура тунине айккине кукӑрӑлса каясран тытса тӑраҫҫӗ, ҫакӑ вара шӑнӑр тӑсӑлнинчен упрама май парать.

Большинство роликовых ботинок являются высокими, то есть поддерживают голеностоп от изгиба вбок, что позволяет предотвратить растяжения.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Кӗтекенсем пӗр вакунран тепӗр вакун патне чупкалаҫҫӗ, пуйӑс малалла тапранса тӑванӗсене таҫталла илсе каясран шикленеҫҫӗ, ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лена ӑна ытлашши хӗрӳленсе каясран чарма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Шоферсем, автомашина двигателӗсем хӗрсе каясран, капотсене уҫса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Операци тутарма пӗрре ҫеҫ мар сӗннӗ ӑна врачсем — килӗшмен, вилсе каясран хӑранӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пшик» ҫыртӑм // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 25–26 с.

Упӑшки ытлашши хаярланса каясран шикленнӗ Анюта сассине пусарчӗ:

Куҫарса пулӑш

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ванюша вӑрҫа илсе каясран хӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫулла пӗлӗтсем типҫӗре питех ӑшӑнса кайма памаҫҫӗ, хӗлле сивӗнсе каясран хӳтӗлесе тӑраҫҫӗ.

Летом облака уменьшают нагревание суши, а зимой — защищают от охлаждения.

Климат // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ту айккисенчи вӑрмансем вӗсем ҫумӑр шывне тытса тӑраҫҫӗ, юханшывсене типсе каясран упраҫҫӗ.

А между тем, леса на горных склонах задерживают дождевую воду, охраняют ручьи и реки от высыхания.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Эпӗ аташса каясран хӑраса часрах каялла самолет патне таврӑнтӑм.

Я побоялся заблудиться и поторопился вернуться к самолету.

Тайга ҫийӗнче тата тайгара // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех