Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каякан (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Майӑн 20-мӗшӗнче кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн Патӑрьелӗнчи агропромышленность техникумӗ патне каякан ҫул хӗррине пысӑк тиевлӗ автомашина (вӑл пӑхсах курӑнать) ҫӳп-ҫапне тӑкса хӑварнине кунтан иртен-ҫӳрен критикӑлла йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Водитель кирлӗ йышӑну тунӑ, ҫӳп-ҫапа ҫул хӗррине пушатнӑ // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50245-vodi ... ne-pushatn

Грузи енне каякан патшалӑх трассине хупнӑ, Ванадзор – Алаверди автоҫул вырӑнӗ-вырӑнӗпе арканнӑ.

Межгосударственная трасса в направлении Грузии перекрыта, автодорога Ванадзор – Алаверди частично разрушена.

Арменире юханшыв ҫыранран тухнӑ — ял-хуласене шыв илнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/38194.html

Юта качча каякан хӗр упраҫ пил паракан ашшӗ-амӑшӗ умӗнче тӑварлӑ куҫҫуль юхтарсах йӗрет:

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Салтака каякан яш-кӗрӗм пил паракан ашшӗ-амӑшне итленӗ май куҫҫуль юхтарсах йӗрет:

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Паллах ӗнтӗ, чуна кӑмӑла каякан каччӑна кӗтнӗ, ӑна качча тухма хатӗр пулнӑ, ку кашни хӗрӗн ӗмӗчӗ тесе шутлатӑп.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Хӑшӗсем урӑхла та шутласа хунӑ, чукун ҫул патне каякан тӳрӗ ҫул ҫине тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫывӑх вӑхӑтра хута каякан «Батыревский» индустри паркӗнче тир тирпейлекен цех йӗркелесшӗн.

Куҫарса пулӑш

Инвесторсемпе ӗҫлӗ ҫыхӑну пирки калаҫнӑ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/50164-inve ... rki-kalacn

Партнерсем ҫӗршывсем хушшинчи тавар ҫаврӑнӑшне ӳстерме каякан бизнес-миссипе онлайн-тӗлпулусем йӗркелесси ҫинчен калаҫса татӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртра Китайӑн йӑлана кӗнӗ медицини аталанӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... an-3769766

Картун витӗр иртсе каякан ҫынсен сӑмахӗ хӑлхана кӗрет:

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Масар патне каякан ҫула юсамалла-ха тата пирӗн.

Куҫарса пулӑш

Кӗскен пулин те — чи кирли ҫинчен // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11813-k-sken ... li-cinchen

Призывпа каякан салтаксене Донецк тата Луганск Республикисене, Херсон тата Запорожье облаҫӗсене ямаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем ҫара каяҫҫӗ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d2%ab%d0%b ... %ab%d3%97/

Левенсен ялне каякан машина тӗлне пулнӑшӑн хӗпӗртерӗ Тамара: «Кӗрсе Левене систерес. Ҫӗр выртма ытах кукамсем патне кайма та пулать».

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Салтаксем, ҫуркунне тӑван кӗтеселле вӗҫсе каякан кайӑксем пек, хаваслӑ та кӑмӑл-туйӑм енчен ҫунатлӑ.

Куҫарса пулӑш

9 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ытла мала каякан ҫынсене килӗштермен ҫынсем те тупӑнаҫҫӗ иккен-ха пурнӑҫра.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

«Ҫулсерен ачасем ҫуллахи тапхӑрпа хӑйсен канӑвӗ усӑллӑ ирттӗр тесе тӑрӑшаҫҫӗ, ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатса, кӑмӑла каякан профессине алла илсе, кӑштах та пулин укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илме пикенеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 5-мӗш номерлӗ Гимназире аслӑ классенче вӗренекенсене ӗҫ профессийӗсем илни ҫинчен палӑртакан свидетельствӑсем парса чысланӑ // Влаҫ органӗсен сайчӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/05/03/chav ... ire-asla-k

Угличре иртнӗ «Тӗнче шайӗнчи чӑкӑтпа ҫу туса илес эрне» шайӗнче иртнӗ чӑкӑтпа сӗт-ҫу продукцийӗн пахалӑх конкурсӗнче вӗсем туса кӑларнӑ услам ҫу (йӑлана кӗнӗ меслетпе туни) ылтӑн медале, услам ҫу (кӑмӑла каякан меслетпе туни) ылтӑн медалӗ, услам ҫу (хресченсен мелӗпе туни) — кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.

На конкурсе качества продукции сыроделия и маслоделия в рамках «Международной недели сыроделия и маслоделия» в Угличе масло сливочное (традиционное) получило золотую медаль, масло сливочное (любительское) — золотую медаль, масло сливочное (крестьянское) — серебряную.

Нюксеница районӗ // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 0%BD%D3%97

— Кӑмӑла каякан ӗҫе вырнаҫрӑм! — тенӗ вӑл алӑк урлӑ каҫнӑ-каҫманах.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Магазинсенче кӑмӑла каякан япаласем ҫук мар.

Куҫарса пулӑш

Черет // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 186–189 с.

Эпӗ, хула тӑрӑх аттене шыраса ҫӳрекенскер, матроссенчен юлмарӑм, тен, атте ӗҫлекен заводри рабочисен отрячӗ те матроссем каякан ҫӗрех пырӗ, терӗм.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

— Эсӗ каякан ҫӗрте йывӑр та кичем пулсан, ман пата пӗрре вӑтанмасӑрах ҫыру ҫыр, — терӗ Светлана, хӗрелсе…

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех