Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халӗ вара ӑнланмаллипех ӑнланчӗ Иван: кашкӑр вӑл — кашкӑрах иккен, тискер кайӑк.
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.
7. Вара Иисус вӗсене тата каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сире: Эпӗ — сурӑхсенӗн алӑкӗ; 8. Манран малтан килнисем пурте — вӑрӑсем, вӑрӑ-хурахсем; сурӑхсем вӗсене итлемерӗҫ; 9. Эпӗ — алӑк: Ман витӗр кӗрекен ҫӑлӑнӗ, вӑл кӗрӗ те, тухӗ те, кӗтӳлӗх те тупӗ; 10. вӑрӑ вара вӑрлама, вӗлерме, тӗп тума анчах килет; Эпӗ чӗрӗлӗх пама, тулли пурӑнӑҫлӑ тума килтӗм; 11. Эпӗ — ырӑ кӗтӳҫӗ: ырӑ кӗтӳҫӗ сурӑхӗсемшӗн хӑйӗн чунне парать; 12. тара тытнӑ ҫын кӗтӳҫӗ мар, сурӑхӗсем те унӑн хӑйӗн мар; вӑл кашкӑр ҫывӑхарнине курать те сурӑхӗсене пӑрахса тарать; кашкӑр вара сурӑхсене тытнине тытать, салатса та пӗтерет; 13. тара тытнӑ ҫын тарать: вӑл — тара тытнӑ ҫын, вӑл сурӑхсемшӗн тӑрӑшмасть.
Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Кашкӑр ывӑлӗ», «Сивӗ ачисем», «Юр хӗрӗ», («Ун ашшӗн туррисем», «Тинӗс кашкӑрӗ», «Пурнӑҫа юратсан» кӗнекесен авторӗ марччӗ-и-ха Джек Лондон?
Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ҫывӑхра пӗр кашкӑр тӗсӗ ҫук чухне те ҫав вырӑна кашкӑрсем пырса улаҫҫӗ иккен…
Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Юман тураттине урса кайса кӑшланӑ вӑхӑтра хӑйне тата мӗнле хӑрушлӑх кӗтнине сисмерӗ те кашкӑр — Откана таҫтан вӑй килсе кӗчӗ, вӑл, ҫамрӑк каччӑ пек, вӑрт-варт кӑна кашкӑра ҫӑварлӑхласа та илчӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кашкӑрсене пӗлетӗп вара: ҫурийӗ-мӗнӗпе — тӑхӑрвуникӗ кашкӑр, 30 упа, 8 рысь.
Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.
Халӗ, хӑйсем кашкӑрсене хирӗҫ утма пуҫласан, чӗтреме пӑрахрӗ, ӑна хӑй хӑрамиех пулнӑ пек туйӑнчӗ, вӑл вшик! туса ҫӗмрен кашкӑр еннелле вӗҫсе каясса кӗтме тытӑнчӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Сана пула, Пэд, — сассине хӑпартса Редж виле енне ҫаврӑнчӗ, — кӑштӑркка кашкӑр ҫурисенчен чӑн-чӑн кашкӑрсем ҫитӗнчӗҫ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
«Ҫу-ук, Мӗтри, эпӗ кашкӑр пек ухмах мар, кашкӑрӗ — эсӗ, — тахӑш самантра шухӑшласа илчӗ Сӑпани.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӗрлӗ Тӑрна ачана хӑй патӗнчен пӗр утӑма та ниҫта та яман, ҫар ҫыннисем Шурӑ Кашкӑра ырласан, старик ачана ыттисемпе пӗрле: — Шурӑ Кашкӑр! Шурӑ Кашкӑр — аслӑ ҫул-пуҫ! — тесе кӑшкӑрма хушнӑ.
Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Ахрӑм килнӗрен пӗр кашкӑр мар, Катхульт таврашӗнчи вӑрмансенче ҫӳрекен выҫӑ кашкӑрсен пысӑк кӗтӗвӗ уланӑн туйӑнать.
Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Шӑна — кашкӑр мар, ӑна пӑшалпа персе вӗлерме ҫук, анчах та вӑл кашкӑртан ытларах йӑлӑхтарса ҫитерет.Муха — не волк, из ружья не убьёшь, а надоедает она хуже волка.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Кашкӑр ҫынна кӑшланӑ чухне ҫакӑн пек калама юрамасть: кӑшлатӑр-ха, эпӗ хулана каям, укҫа ӗҫлесе илем, унтан вара пӑшалпа тар илем те пеме вӗренем, — вара таврӑнӑп та кашкӑра персе вӗлерӗп, тенӗ пекех вӑл.
IV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Кашкӑр килес-мӗн пулсан та йытӑсем пӗрле пухӑнса кашкӑра хӑваласа яраҫҫӗ.Если волк захочет прибежать, так собаки все соберутся и прогонят волка.
Эпӗ Мускав ҫинчен каласа пани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Пӗрре вӑл каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те, хайхи кашкӑр ҫав юнлӑ йӗре ҫуласа пынине курчӗ, вара вӑл ҫав самантрах, хайхи кашкӑра вӗлермесен… ӑна тӗп тумасан… хӑйӗн мӗнле вилӗмпе вилмелле пулассине чухласа илчӗ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Вӑл хӑй хыҫҫӑн, чирлӗ кашкӑр йӗрлесе пынине питӗ аван пӗлет, кашкӑрӗ хӑй чирлӗ пулин те ҫак ҫын вилессе кӗтет.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Кун пек чухне мӗн тумаллине шухӑшласа, чарӑнса тӑчӗ: кашкӑр пӑвакан йытӑсенчен патакпа хӳтӗленсе каймалла-и, вӗсене пӗрин хыҫҫӑн теприне персе вӗлермелле-и, кашкӑра хывса, ним чӗнмесӗр каймалла-и («капла каяймӑн, туртса ҫурӗҫ») е, юлашкинчен, пулӑшма кӗтӳҫсене чӗнмелле мар-и?
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Хир кашкӑрӗсем пӗр вунӑ кашкӑр юланут таврашӗнче сиккелесе, ун хыҫҫӑнах ҫӳреҫҫӗ.Десяток степных волков сопровождает всадника по пятам, прыгая около него.
LXXIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Эпир кашкӑр хыҫҫӑн мӗнпур вӑйпа чупрӑмӑр, анчах кашкӑрӗ те, йыттисем те куҫран часах ҫухалчӗҫ.Мы бежали что было силы за волком, но и волк и собаки скрылись у нас из виду.
Булькӑпа кашкӑр // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Кашкӑрсем пӗтрӗҫ, анчах Сӑрӑ Помещик пӗр ҫул хушшинче ӗлӗк пӗтӗм кашкӑр кӗтӗвӗ ҫурнинчен кая мар ӗнепе сурӑх ҫурнӑ.
VI // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.