Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

карҫинккине (тĕпĕ: карҫинкка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ну, тепре ҫаврӑнкаласа ҫӳрер-ха, — Варук аппа карҫинккине ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Вара карҫинккине сӗтел ҫине лартса хӑварса алкум вӗҫне тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Атя, эпир ҫӗтӗрлек шӳрпи пӗҫернӗ! — терӗ те матрос ун карҫинккине йӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ан хӑра, Степан Иванович, куншӑнах чухӑнланса юлмӑн ӗнтӗ, — савӑнса хуравларӗ те Матӗрне карҫинккине хӑюллӑн Ҫтаппана тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ, тыт-ха! — карҫинккине Ҫтаппан еннелле тӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Обком тӗрӗслеме ярса панӑ хута кам ухмахӗ ҫӳп-ҫап карҫинккине пӑрахать?

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Саркая кала, Арлашкинӑн элеклӗ ҫырӑвне ҫӳп-ҫап карҫинккине пӑрахтӑр.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Петухов пристань ҫинчен тӳрех аялти палубӑна сикрӗ, Павӑлӑн йывӑр карҫинккине йӑтса тухма пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӗр аллине сӗрме купӑс тытса, тепринпе карҫинккине йӑтса, пуҫ тайрӗ те крыльцана тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вара унчченех хатӗрлесе хунӑ япалисене хупӑлчаллӑ карҫинккине чикрӗ те пальтине тӑхӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ку йывӑр нотӑсене ҫумра йӑтса ҫӳриччен апат-ҫимӗҫ ытларах чикмеллеччӗ, — терӗ Ундрицов, Эльгеевӑн карҫинккине ҫӗклесе пӑхса.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павӑл хӑйӗн икӗ пӑт таякан карҫинккине тавар вагонӗ ҫине аран-аран хӑпартса хучӗ те улӑхса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Максимов тухса кансан Эльгеев, этажерка ҫинчи нотӑсене пухса, хӑйӗн пушӑ карҫинккине вырнаҫтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ларма вырӑн ҫитмен пирки Павлуш пукан вырӑнне хӑйӗн карҫинккине тӑратса лартрӗ (пушӑ пукан пӗрре кӑна пулнӑ, ун ҫине, паллах, чирлӗ Ундрицов ларчӗ).

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлуш карҫинккине стена ҫумне лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫав каҫах ҫула хатӗрленме тытӑнчӗ вӑл, карҫинккине кӗнекесем, нотӑсем пуҫтарса чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павӑл, гимназист, хӑйӗн карҫинккине йӑтса площадь урлӑ чупса каҫса кайрӗ, анчах Хӗветӗре каҫма памарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Каяр, эппин, — терӗ те Павлуш, хӑйӗн карҫинккине йӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Карҫинккине авринчен чӗн пиҫиххипе ҫыхрӗ те Павлуш, хулпуҫҫи урлӑ ҫакса, тулӑ пуссинчи сукмакпа кӑнтӑр еннелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл шавлӑн сывлать, куҫне-хӑлхине ӗненмесӗр йӗри-тавралла пӑхкалать: тӑкӑрлӑк тулашӗнче урапасем кӗмсӗртетеҫҫӗ, карҫинккине пуҫӗпе тытнӑ хӗрарӑм калинккерен тухрӗ, уҫӑмсӑр сасӑсем илтӗнеҫҫӗ.

Он шумно дышал, осматриваясь, не веря глазам и слуху: за переулком громыхали телеги, женщина вышла из калитки с корзиной на голове, раздались неясные голоса.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех