Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вуншар ҫул хушши кӗпере хывма кансӗрлекен йывӑрлӑхсенчен нумайӑшне Джон Рёблинг татса панӑ, вӑл 80 метр ҫӳллӗш пӗрешкел башньӑсем тума шутланӑ, вӗсем ҫине ҫырансенчен икӗ пролет тӗревленнӗ тата вӗсемех ҫакӑнса тӑракан пая тытса тӑнӑ.
Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95
Ҫынсен пурнӑҫне пӑсакан, варалакан, пурӑнма кансӗрлекен варӑсенчен, хулигансенчен пӗри.
7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Кунта пурӑнакансемшӗн пӗртен-пӗр кансӗрлекен япала вӑл шыв ҫукки пулнӑ.
Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html
Кансӗрлекен ҫук, — сӗнчӗ Денис.
2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Мачча ҫинче ҫывӑрнӑ пулмалла, унта сулхӑн, шӑна та ҫук, кансӗрлекен те, анчах халь, пӗҫертме пуҫласан, вӑранса кайса пӳрт тӑррине сиксе тухнӑ — аяла анма май килмен, унта вут-ҫулӑм ахӑрнӑ.
Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.
Килте хӑйсӗр пуҫне никам та кансӗрлекен ҫукки ҫинчен пӗлтерчӗ.
О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.
Кунсӑр пуҫне, производствӑра сӗрмелли-сивӗтекен шӗвекпе усӑ кураҫҫӗ, ҫав металл коррозийӗнчен кансӗрлекен шӗвек ӑшне склада тиес умӗн кашни трубана чиксе илеҫҫӗ.
Рязань труба завочӗн филиалӗ Пушкӑрт Республикинче производствӑна аталантарма шутлать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... at-3257055
- Пирӗн пӗтӗм АПК организацийӗсен, вӑл шутра килти хуҫалӑхсен, умӗнчи выльӑх шутне ӳстерме кансӗрлекен чӑрмавсене пӗтерме пулӑшмалла.
Сӗт параканпа пуҫтараканӑн яваплӑхӗ ҫитмест // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 6 с.
Экономика, ял хуҫалӑхӗ, вулакансене кансӗрлекен ыйтусем — пурте пур.Экономика, сельское хозяйство, вопросы, волнующие читателей, — все есть.
Тӑван чӗлхене манмасан малашнехи ҫул яланах ҫутӑ! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6137.html
Поезд тапрансан Ахах ҫӳлти полка ҫине хӑпарса выртрӗ (унта кансӗрлекен ҫук, ҫырма та май пур).
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Детрей унӑн вӑйне хапхаран кӗнӗ чухнех урисен йывӑрлӑхӗнчен тата ирӗклӗн сывлама кансӗрлекен канӑҫсӑр хумхануран туйрӗ.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Юлашкинчен, ҫак туйӑмсене ҫине тӑрсах сирсе, — пӑхма кансӗрлекен, пиҫе турат ҫулҫисене алӑпа ҫапла сиреҫҫӗ, — ҫырнӑ тӗлелле ҫывӑхарах пӗшкӗнес тӗллевпе карап хӳрин вӗренӗ ҫине пӗр урапа ярса пусрӑм.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Паллӑ мар ҫӑрӑлчӑкран сывлама кансӗрлекен йӳҫек шӑршӑ ҫапать, анчах туратсене хӑйсене ҫӗҫӗпе касман, ҫакӑ ҫул ҫӳревҫӗсене иккӗлентерчӗ.
VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Эпӗ ларатӑп, йӗри-тавра — шурӑ та шупка хӗрлӗ касӑклӑ ҫурӑмсем; эпӗ духисен тутлӑ шӑршипе киленетӗп, мана залри куҫӑма сӑнама кансӗрлекен фраксен вӗҫӗсене пӑхкалатӑп.
XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Асӑрханулӑха, тин кӑна паллашнине, Попа кансӗрлекен ытти тем те пӗре айккинелле петӗм те вӗсем ҫинчен уйланса пуҫа текех минретмерӗм, — ара, хама хам ҫав тери хытӑ шанатӑп мар-и?
XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
— Хаклӑ Дженӑм, Ледан манран пултаруллӑрах, анчах унӑн преми илме кансӗрлекен икӗ сӑлтав пур.— Милая Джен, Ледан талантливее меня, но есть две причины, почему он не получит премии.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 147–152 с.
Ҫак пулӑма тимлӗн пӑхма кансӗрлекен тӗмрен иртсен Нок — хӑйӗн умӗнчех тенӗ пек — катмаррӑн йӑлкӑшакан чӳречене уйӑрса илчӗ; ку ҫеҫ те мар, сӗтел ҫинчи кӗленче савӑтри ҫурта тӗпӗ те уҫӑмлӑн курӑнать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Енчен те вӑл калаҫма тапратмасан ӑна уҫӑлса ҫӑмӑлланма — ку туйӑм чун-чӗрине сирпӗтесле тапса тӑрать, — ҫакна кансӗрлекен пуслӑх-чарака сирсе ывӑтма йывӑр тиветчӗ.Если бы она не заговорила, ей стало бы тяжело от подавленной, непреодолимой потребности разрядиться.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Чипер халӑх ним туйми ҫывӑрнӑ вӑхӑтра вӗсем ӑна ыррӑн ӗҫлесе пурӑнма кансӗрлекен юнӗменсенчен чылай тасатса тухрӗҫ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӗр хӑйӗн ытарма ҫук пит-куҫне ун патнерех ҫывхартрӗ, кансӗрлекен ҫӳҫне каялла сирсе хучӗ, ҫӑварне кӑшт уҫса ун ҫине чылайччен пӑхса тӑчӗ; унтан темӗскер каласшӑн пулчӗ, анчах ҫавӑнтах чарӑнчӗ.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.