Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайӑксен (тĕпĕ: кайӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗҫен кайӑксен лӑймака сийӗсем, кикирӗкӗсем кӑвакара пуҫлаҫҫӗ, тӗп нерв системи сиенленет.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк-кӗшӗк туяннӑ чухне асӑрхануллӑ пулӑр // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... a-pysakrax

Эксперт каланӑ тӑрӑх, кайӑк гриппӗн вирусӗ вӗҫен кайӑксен йышне пӗтӗмпех сиенлетет, унтан 100 процентлӑ вилӗм патне 48-96 сехет хушшинче илсе ҫитерме пултарать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк-кӗшӗк туяннӑ чухне асӑрхануллӑ пулӑр // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... a-pysakrax

Ҫак хурт-кӑпшанкӑ тӑпрара, курӑк ҫинче чӗр чунсем тата вӗҫен кайӑксен йӑвисенче пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Сӑвӑсран асӑрханмалла // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %bb%d0%b0/

Пӳрт тулашӗнчен шӑпчӑк юрлани илтӗнет, ун ҫумне ытти кайӑксен сассисем те хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Тискер кайӑксен читлӗхӗ пек тунӑ пӳлӗме хупса лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вӗҫен кайӑксен пурнӑҫӗпе паллаштаракан передача пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

— Вӑл кайӑксен ҫунаттисене кӑкран тататпӑр, — тет майор.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Районта вӗсен кайӑксен 80 ытла тӗсӗ тӗл пулать.

В районе насчитывается свыше 80 видов птиц.

Нюксеница районӗ // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 0%BD%D3%97

Ҫавӑнпах-и тен, кайӑксен чӗвӗл сасси илемлӗн илтӗнсе тӑрать…

Куҫарса пулӑш

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Тискер кайӑксен чӗрине ҫемҫетейрӗн-и вара?

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Симӗс курӑк ҫине тӑсӑлса выртрӑмӑр та кайӑксен юррипе, тавралӑхпа килентӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Парксенчи кайӑксен сассисем ытти чухнехинчен янравлӑрах та уҫӑрах.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ҫурӑм шӑммиллӗ эндемиксене те тупма пулать, сӑмахран, ҫӳлерех асӑннӑ калтасемпе кайӑксен хӑш-пӗр тӗсӗсем.

Обитают и некоторые позвоночные, как например некоторые виды ящериц и птиц, упомянутых выше.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Мадейра ҫинче эндемик кайӑксен виҫӗ тӗсӗ пурӑнать: мадейра тӑвӑл хыпарҫи, мадейра кӑвакарчӑнӗ тата мадейра королёкӗ.

На Мадейре живут три вида-эндемика птиц: мадейрский тайфунник, мадейрский голубь и мадейрский королёк.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Бензопӑчкӑ ҫӗкленӗ маттурсем ирхи хӗвелпе пӗрлех ӗҫе васкани, ирхи кайӑксен хорне уҫӑ саслӑ вӑйлӑ моторсем хутшӑнни сисӗнсе тӑрать юрӑра.

Куҫарса пулӑш

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӑх-халӗ ҫут тӗнче ҫине, итле кайӑксен юррине!

Куҫарса пулӑш

20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пур ҫӗрте те кайӑксен юрри илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ҫӗр ҫинчи кайӑксен сассисем те вӗҫсе ҫитме пуҫларӗҫ вӗсем патне, Юратай планетинчен килекен сасӑсемпе пӗрлешсе ҫӑтмахри пек ырӑлӑх ҫуратрӗҫ ҫамрӑксем тавра.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Мамӑк ҫӑмлӑ тискер кайӑксене пӗтересрен сыхлас, тискер кайӑк тытас промыслана вӑйлатас тесе, совет влаҫӗ мамӑк ҫӑмлӑ тискер кайӑксен заповедникӗсем тӑвать.

Чтобы спасти пушное богатство от истребления и поднять пушной промысел, советская власть устраивает пушные заповедники.

Кайӑк тир хуҫалӑхӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӗсен яланах пӗр йышши апат: пулӑ, пӑлан какайӗ тата тинӗсри тискер кайӑксен какайӗ пулнӑ.

Пища их была однообразна — рыба, оленина и мясо морских зверей.

Тундрӑри ялхуҫалӑх // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех