Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ешӗл те тӳрӗ, ҫӳллӗ йӑрансем ҫине пӑхсан чун савӑнать.
Уй-хир курса ҫӳренӗ, паха опытпа паллашнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/08/02/%d1%83%d0%b ... %b0%d1%88/
Римпа Степӑн йӑрансем юнашар.
«Пӑшӑл пӑтти» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
Йӑрансем пурин те таса.
IV // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.
Эпӗ тӑтӑм, пахча витӗр, симӗс йӑрансем урлӑ сике-сике, киле васкарӑм.
III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Кунта Владимир Обручков New Holland трактор рулӗ умӗнче йӑрансем хатӗрлет, Сергей Иванов John Deere тракторпа ҫӗр улми лартать, ҫӗр улми лартмалли Grimme агрегат ҫинче вара Александр Архиповпа Борис Федоров ӗҫлеҫҫӗ.
Тӑрӑшуллисен ӑнӑҫу пулатех // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12034-t-r-sh ... u-pulatekh
Тепӗр ирхине Камай килкартинчи хӳмене юсама тытӑнчӗ, уйрӑмах аялтине, ҫӗр ҫумӗнчине, унсӑрӑн чӑхсем пахчана йӑрансем ҫине тухаҫҫӗ.
Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.
Чӑн та, эпир астӑвасса хамӑр юрӑ-сӑвӑсенче час-час асӑнакан тӑван хуламӑр — Шупашкар — кун пек марччӗ, пӗр-пӗр пысӑкрах ял пек кӑначчӗ; эпир астӑвасса уйра-хирте ҫынсене ӗмӗр хирӗҫтернӗ йӑрансем тӑсӑлса выртатчӗҫ; шкултан тӑватӑ ҫул вӗренсе тухнӑ ҫынна нумай пӗлекен тесе шутланӑ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Йӑрансем хушшинче мулкач йӗрӗсем тем чухлех, анчах, мӗнле сӑнасан та, Откан хӑйсене курмасть-ха.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ӗнтӗ улма ҫеҫки тӑкӑсланнӑ — йӑрансем хушшине кӗме юрать.
Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.
— Шкулти йӑрансем ытла та пӗчӗккӗ.
Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Темиҫе кунтан ҫул ҫинче тусем тӗл пулнӑ, вӗсем пӑрлӑ мӑн йӑрансем пек тӑсӑла-тӑсӑла кайнӑ.Через несколько дней на пути стали горы, тянувшиеся огромными ледяными грядами.
Кӑнтӑр полюсӗ патне кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Унӑн йӗри-тавра ҫӳллӗ карта, шкул ҫурчӗ, сарай, пахчара йӑрансем, утарта пилӗк вӗлле, ҫимӗҫ садӗнче йывӑҫсем, чечек лартнӑ ҫаврака клумба курӑнаҫҫӗ.
Япалан кӗлеткипе планӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Эп, тӗлӗннипе ним калама аптраса, ҫӑвара карса тӑтӑм: «Ав мӗншӗн ӑнсӑртран тислӗк тӑкӑнса юлнӑ иккен ман йӑрансем ҫине кӗркунне».
Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.
Йӑрансем чавнӑ, хӗррине чие йывӑҫҫисем лартса тухнӑ.
Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.
Йӑрансем ҫинчи чечексем, ӳссе кайса, пӳрт кӗтессисем тӑрӑх хӑпарман-ши, чӳречесем тавра ҫаврӑнман-ши, пӳрт ҫамкине икӗ енчен асамат кӗперӗ пек ыталаман-ши?
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Кунта, ав, хуҫисем, йӑрансем туса, ҫурҫӗр енче ӳсекен пахча-ҫимӗҫ лартнӑ: сухан, кишӗр, кӑшман…
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Кусем вара мӗн хушнине хавасланса, «тӗплӗн» пурнӑҫларӗҫ: йӑрансем ҫинчен ҫимӗҫ хапине кӗме те ӗлкӗреймен кишӗр е пырша та каяйман сухан тӗсне те хӑвармарӗҫ — пурне те тӑпӑлтарса пӳрте йӑтӑрласа кӗчӗҫ…
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Ҫуркунне ҫӗр пиҫсенех, ӑна тимлӗн кӑпкалатса йӑрансем туса хатӗрлесен, акмалли йӗрсене яланах асӑрхануллӑн маркерсемпе паллӑ тунӑ.
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.
Оруди наводчикӗ вара питех те тӑрӑшать пулас: улмуҫҫи айӗсене йӑлтах кӑпкалатса пӗтернӗ, сарлакарах хушӑсене йӑрансем чавса пахча ҫимӗҫ лартнӑ.
Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.
Паккус хыҫҫӑн паккус ӳкет, йӑран хыҫҫӑн йӑрансем пулса юлнӑн туйӑнать.
Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.