Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑви (тĕпĕ: йӑва) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӑви пулнӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Хур амин йӑви пӳртре, кровать айӗнче.

Куҫарса пулӑш

Хур – усӑллӑ, тупӑшлӑ шыв кайӑкӗ // Гулия Фаизова, Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... -syv-kaiak

Вӑрӑм чӑрӑш тӑрринче Ӑмӑрткайӑк йӑви пур.

Куҫарса пулӑш

"Турӑ мана хӗр пачӗ" // Альбина КАПИТОНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50253-tur- ... -kh-r-pach

Пилеш кайӑкӗ тав тунӑ евӗр савӑнӑҫлӑн чӗвӗлтетме тапратрӗ, йӑви патнех пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк чӗлхи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 271–272 с.

Вӑл пуҫне тӑратнӑ та тӗм ҫине ҫавӑрнӑ кайӑк йӑви патнелле шуса хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк чӗлхи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 271–272 с.

Пӳрт пуҫӗнче, йӑви умӗнче, ларакан шӑнкӑрч шӑхӑрнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ток тытса силленӗ чухнехи пек анӑраса кайнӑ Маруҫ, ним тума пӗлменнипе «чакак йӑви» урлӑ туртса ҫапса, урамалла пуҫ каснӑ евӗр тухса сирпӗнет, лавкка хыҫӗнчи ҫырмара лаштра йӑмра айне кукленсе ларса ӗсӗклесе йӗрсе ярать.

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Чӑх йӑви хӑш тӗлтине пӗлетни?

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Вӗсем те, курак йӑви пекех, юрпа тулнӑччӗ, анчах таса юрпа мар, хӑрӑмпа, кӗлпе хутӑшнӑ юрпа…

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Акӑ килӗ те — йӑви ҫук.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сан аҫу-аннӳ килӗ ӗмӗртенпех чӑх йӑви! — сиввӗн сӑмах хушрӗ Марине.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пирӗн кил нихҫан та чӑх йӑви пулман.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кукка килте пулсан вара питӗ хытӑ савӑнаттӑмччӗ, унпа пӗрле пахчара е вутӑ сарайӗнче тӗрткелешсе ҫӳреме юрататтӑм, — шӑнкӑрч йӑви тӑвать-и е велосипедне сӳтсе пӑрахса каялла ҫӗнӗрен пуҫтарать-и — манӑн пурне те пӗлес, хам алӑпа тытса пӑхас килетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Ҫакна курса хам ӑҫта тӑнине ӑнланса илтӗм, кашкӑр шӑтӑкӗ ку, ун йӑви.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Анне мана кӑнтӑрлахи апатлӑх пиҫнӗ пилӗк ҫӗрулми, пилӗк шӑл симӗс сухан тата икӗ пысӑк мар пӑрҫа йӑви чикнӗ хутаҫа тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Пӗррехинче, лупас айӗнчи чӗкеҫ йӑви патне хӑпарнӑ чухне, чутах леш тӗнчене ӑсанман шӑпӑрлан.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ҫав вӑхӑтра Ҫеркуш капитан роти «фашистсен йӑви» ҫине — Анатри пӗве юппипе сылтӑм флангран, Ваҫук аслӑ лейтенант роти Мӑн пӗве пуҫӗпе сулахай флангран пырса ҫапмалла.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Сатурсен ялӗ сӑрт ҫинче чӗкеҫ йӑви пек вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Кутник айӗнчи пӗрене хӑвӑлӗнче вӗсен йӑви.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Нумай та пулмасть вӗсем вӑрманти пӗр ҫырма хӗрринче тилӗ йӑви тупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех