Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йышпа (тĕпĕ: йыш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Олег Васильевича ҫак яваплӑ ӗҫе кӗске вӑхӑтра туса ирттерме ял халӑхӗ туслӑ йышпа тухса пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Купӑста анисем 10 гектар йышӑнӗҫ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/05/31/%d0%ba%d1 ... a%d0%bdec/

Патӑрьелӗнчи ачасен пултарулӑх шкулӗнче пысӑк йышпа йӗркеленӗ презентацинче кашни тухса калаҫакан ӑна ҫапла хак пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Астӑвӑм... Унӑн пуҫламӑшӗ пур, вӗҫӗ ҫук // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50244-ast- ... ur-v-c-cuk

Питомника хунавсем илме Канаш, Тӑвай тата Вӑрмар тӑрӑхӗсенчи ял территорийӗсем туслӑ йышпа килеҫҫӗ, кашни вӗсем ҫамрӑк йывӑҫсене 3 пин тӗпрен кая мар илсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ҫут ҫанталӑка упрар, пӗр-пӗрин ӗҫне хисеплер // Артемий Мясников. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82a%d ... %81%d0%b5/

Туслӑ йышпа, пурри-ҫуккине ҫурмалла пӗрле пайласа ӳснӗ хаваслӑ йыш.

Куҫарса пулӑш

Владимировсем – ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫемье // Вера ВАСТЕРОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%b2%d0 ... %8c%d0%b5/

Халӗ Тутарстанпа Пушкӑрт ҫӗрӗнче тата Оренбург, Пенза, Самар, Саратов, Ульяновск облаҫӗсенче тӗрлӗ йышпа чӑваш йӑхӗ-несӗлӗ пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Тулай чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

1924 ҫулта уя пӗр йышпа сухалакансен юлташлӑхне йӗркеленӗ (ТОЗ).

В 1924 создано товарищество по совместной обработке земли (ТОЗ).

Лемез-Тамак // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B5%D ... 0%B0%D0%BA

1917 ҫулта Раҫҫейре Вӑхӑтлӑх правительстви влаҫра пулнӑ вӑхӑтра университета уҫма май килмен, Ш. И. Нуцубидзе, З. Авалишвили, Н. Геловани (В. Гелованин тӑлӑх арӑмӗсем) йышпа килнӗ делегацие А. Ф. Керенский кӑмӑллӑ йышӑнӑ, «Тифлиса кирлӗ ирӗксем ярса парӑпӑр» тесе шантарнӑ, апла пулин те кайран телеграмма ярса Тифлисри хӗрарӑмсен аслӑ курсӗсен правленине пӗр тӑхтаса тӑмасӑр Кавказхыҫри университета йӗркелеме сӗннӗ.

Попытки открыть университет в 1917 году при Временном правительстве России успеха не имели, делегация в составе Ш. И. Нуцубидзе, З. Авалишвили, Н. Геловани (вдовы В. Геловани) была учтиво принята А. Ф. Керенским, пообещавшим «прислать в Тифлис соответствующее разрешение», однако затем телеграфировавшего правлению Тифлисских высших женских курсов предложение немедленно реорганизоваться в Закавказский университет.

Тбилиси патшалӑх университечӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%B1%D ... 1%87%D3%97

«Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫлеме аван» тесе ваттисем ахальтен каламан.

Куҫарса пулӑш

Пӗччен – пыл ҫиме, йышпа ӗҫ тума аван // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Территорири Ҫӗнтерӳ уявӗ умӗн Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫ хунисен ячӗпе лартнӑ палӑксене кашни ҫул тирпейлетпӗр, сӑрлатпӑр, вӗсен таврашне йышпа пӗрле йӗркене кӗртетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӗччен – пыл ҫиме, йышпа ӗҫ тума аван // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Ҫак маттур йышпа эпир хамӑр тӑрӑхра, округра иртекен культура мероприятийӗсенчен пӗринчен те юлмастпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗччен – пыл ҫиме, йышпа ӗҫ тума аван // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Ахальтен-им кӑткӑсем йышпа пурӑнаҫҫӗ, — тетӗп кӗсье тутрипе шывланнӑ куҫне шӑла-шӑла илекен ҫумра ларакан хӗрарӑма.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Пӗр шӑрӑх кун ҫамрӑксем йышпа кӑнтӑр апачӗ вӑхӑтӗнче шыва кӗме кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Йышпа чухне хӑрушах марччӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Ӗҫлес чух хирте йышпа Вӑл туслашнӑ чир-чӗрпе.

Куҫарса пулӑш

Ик ураллӑ упа // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 53–54 с.

Анчах та эсир ҫавӑн чухлӗ йышпа та ун тӗшшине тӑмастӑр.

Но мне она одна дороже всех вас.

XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ӑмӑртӑва хутшӑннисене округ пуҫлӑхӗ Сергей Михайлов та саламланӑ, туслӑ йышпа пуҫтарӑннӑшӑн тав тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Куҫса ҫӳрекен Кубока ҫӗнсе илнӗ // Вячеслав КАСЬЯНОВ. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d0%ba%d1% ... bb%d0%bde/

Туслӑ йышпа ӗҫ те ӑнӑҫать, унӑн хӑвӑртлӑхӗ те ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Хунавран йывӑҫ ӳстермешкӗн сахал мар вӑй хумалла // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d1%85%d1% ... b9-%d1%85/

Ял халӑхӗ субботнике те туслӑ йышпа тухнӑ, кӳлӗ таврашне ҫӳп-ҫапран тата йывӑҫ-хунавран тасатнӑ, тӑпрапа вырӑнти ҫулсене юсанӑ ҫӗрте усӑ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ялта кӳлӗ чавнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/09/08/%d1%8f%d0% ... b2%d0%bda/

Ҫак культурӑна ҫитӗнтерессипе совет саманинче Чӑваш Ен малта пынӑ – ҫӗршыври мӗнпур хӑмлан 95 процентне туса илнӗ, ӑна пысӑк йышпа ют ҫӗршывсене экспорта ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑмла пуҫтаракан комбайн «Айдак» ятлӑ пулӗ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/%D0%90%D1%82%D0% ... ul-3395994

Ялта чи лайӑххисем килес ҫулхи агрослета та туслӑ йышпа хутшӑнассине пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Агрослетра ял-сала малашлӑхне ҫамрӑксен куҫӗпе хаклассине тӗп вырӑна хучӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех