Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

имшеркке сăмах пирĕн базăра пур.
имшеркке (тĕпĕ: имшеркке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лора Ивановна Сафронова (Иванова) 165 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке кӗлеткеллӗ, куҫӗ сӑрӑ-кӑвак тӗслӗ, ҫӳҫӗ ҫырӑ.

Лора Ивановна Сафронова (Иванова) ростом 165 сантиметров, худощавого телосложения, глаза серо-голубые, волосы русые.

Мӑн Вылӑра 87-ри кинемее шыраҫҫӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/38620.html

Имшеркке, маттур, ҫамрӑк хӗрарӑм ҫурӑмӗ хыҫӗнче Раҫҫейри Сургут хулинчи УМВД 2-мӗш полици уйрӑмӗнче дознаватель плса ӗҫленин пысӑк опычӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк ӑрушӑн тӗслӗх // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -h-3813216

Шикленме шухӑшламасть те. Вӑйлӑ пулас, шуйттан йӑхӗ. Анчах эпӗ те имшеркке мар…

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Ун чух вӑл пӗчӗк, имшеркке ача ҫеҫчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Эпӗ те имшеркке мар та, ҫапах анчӑк ҫурине ҫӗкленӗ пекех йӑтса тӑратрӑн вӗт…

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Имшеркке аллисене ман енне тӑсса, каллех йӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

— Ҫӑкӑр ҫиес килет, — чӗрене ыраттарса, каллех йынӑшрӗ имшеркке сасӑ.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Пӗчӗк, имшеркке пӳ-силлӗ, чӗлтӗр сайра ҫӳҫлӗ, вӑл халиччен те йӗркеллӗ качча шутӗнче пулман.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Пӳртре хӗл каҫнӑ имшеркке турат ҫине тухса ларнӑ-ларман тепри ӑна пӗррех пырса ҫатлаттарчӗ айккинчен.

Куҫарса пулӑш

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Каялла кайма та шутлать Вихтӗр, кивӗ пусӑ ҫумӗнчи тӗмеске ҫинче Левен Микулкки, ялти ача-пӑчапа ытлах хутшӑнса кайман имшеркке, тӗмсӗлсе, хыткан чӗркуҫҫийӗсене аллипе ыталаса аякка-аякка пӑхса ларнине асӑрхать.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ватӑ шӑшин айван мӑнукӗ кӑна, хӑрушлӑх мӗнне пӗлмен имшеркке, тӑрук мӗншӗн пӗччен тӑрса юлнине ӑнланмасӑр, ҫынсем патне вӗтӗртеттерсе чупса тухать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сӑмахӗсем, Пӑлаки аппа Ваҫук юнне кӗртсе хӑварнисем, нумай мар ӗнтӗ, ҫапах мӗнле сӑмахсем парнеленӗ вӑл, ҫав хыткан та пӗчӗк, шкул ачи пек имшеркке хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Имшеркке те ытлашши калаҫма юратман хӗрача пултаруллӑ пулнине учительсем часах асӑрханӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Тӑна кӗрсе ҫитсенех ҫиччӗри имшеркке ача тарнӑ панулмисене каялла кутамккана пуҫтарма пикенчӗ, лӑпчӑннисене айккине пемерӗ, ҫанӑ вӗҫӗпе малтан куҫне, унтан панулмисене шӑлкаласа илсе пуҫтарнисем ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Тӗллӗн-тӗллӗн имшеркке ӳсентӑрансем: чӑпар лишайниксем, симӗс минтер пек курӑнакан мӑксем, шултӑра чечеклӗ лутра курӑксем — поляр мӑкӑнӗ, незабудкӑсем, шӑнкрав курӑксем шӑтса тухаҫҫӗ.

Местами выступает тощая растительность: пестрые лишайники, зеленые подушки мхов, низкорослые травы с крупными цветами — полярными маками, незабудками, колокольчиками.

Поляр утравӗсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫав планета ҫинче пурӗ те виҫӗ имшеркке йывӑҫ тӗмӗ чӗлтӗртетсе ларать.

Он не выполол вовремя три кустика…

V // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Кирле — вӑрӑм мӑйлӑ, имшеркке, ҫитменнине пуҫӗ те ҫап-ҫара.

Куҫарса пулӑш

XVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Урнӑ ҫынпа никам ҫыхланмасть, леш имшеркке кӑна пулсан та.

Куҫарса пулӑш

Вӑй ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1373

Ҫӗр ҫумне типсе хӑмӑрланнӑ имшеркке тӑхран пуҫӗсем лӑпчӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Чӑнах та, вӑл халь кӑшт симӗслене пуҫланӑ, хӑйӑрлӑ сӗр ҫинче имшеркке ҫутӑ-симӗс курӑк, ҫуртри шӑтнӑ чухнехи пек, чӗлтӗр-чӗлтӗр шӑтать, йӗплӗ курӑк тӑррисем те ешӗре пуҫланӑ, ҫапах та Ефремова хӑнӑхман ҫӗршывра кичемрех.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех