Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗр куҫӗнчен хӑй ҫапла кушак куҫӗнчен пӑхнӑ пек ним именмесӗр лӑпкӑн пӑхма пултарнишӗн, вӑл ҫапла пӑхнине хӗр те тӳлеккӗн йышӑннишӗн телейлӗ пулчӗ вӑл.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Вӑл хӑйне хӑй ҫапла мӑнна хурсарах калаҫни, аллисене никамран именмесӗр, этепсӗррӗн тӑраткалани чун-чӗрене вырнаҫасшӑн пулмарӗ манӑнне.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Хӑш-пӗрисем вырӑсланма та ӗлкӗрчӗҫ — чӑваша пӗр именмесӗр манчӗҫ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Тата хӗрӗ те курнӑҫланса, турткалашса, вӑтанса тӑраканни пулмарӗ — мана тахҫантанпа пӗлнӗ пекех е, тӳррипе каласан, мана каччӑ вырӑнне хуман пекех, ним ютшӑнмасӑр, именмесӗр калаҫса пычӗ.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Хӗрсем кӗҫӗр, ҫулталӑкра пӗртен-пӗр каҫ, никамран именмесӗр, юратакан каччисене чӗнсе кукӑль ҫитерме пултараҫҫӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Нимӗн именмесӗр турӑш умӗнче тупа туса тунчӗ.
XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Пӗркун хуҫа вӗрентнӗ пекех Хрестук хальхинче именмесӗр, Сахара куҫӗнчен пӑхса каларӗ.
Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӗсем Булюка тытса чарма пултараҫҫӗ-и? — ним именмесӗр ыйтрӗ Сююнбике.
5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Борис ферма хӗрӗсене пӗр именмесӗр пӑхса ҫаврӑнчӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Вӑл, ват ҫынсем хӑйӗн купӑсӗ ҫине ытлашши ырӑ куҫпа пӑхманнинчен именмесӗр, пӗтӗм сасӑпа кӑшкӑрса ыйтрӗ:
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Булат Ширин хӑй аслӑ княҫа ҫеҫ мар, боярсене те тӗплӗ пӗлнине систерсе вӗсен сывлӑхӗ, ачи-пӑчи ҫинчен ыйтса тӗпчерӗ, хӑйӗн тахҫанхи тусӗнчен именмесӗр боярсене май килнӗ таран хак парса тухрӗ.
1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Ҫук, ҫапах та, — пӗртте именмесӗр тӑсрӗ эскулап, — тарпа пиҫесси килӗшет-и вара сире?— Нет, в самом деле, — не смущаясь, продолжал эскулап, — охота вам париться.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Гент кӗскен хуравлать, чӑн пӗлтерӗшпе мар, ытларах философи шайӗнче, наҫилккеҫӗсем вара, вӗсенчен ытларахӑшӗ тап-таса негрсем, Гентран вӑл кунта епле килсе лекни, ӑна мӗнлерех тӳлени пирки кӑштах та именмесӗр, татти-сыпписӗр ыйтаҫҫӗ те ыйтаҫҫӗ.
VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Молли пӗр именмесӗр манпа «эсӗ» тесе пуплет, — эпӗ халичченех малтанхи Санди тейӗн; эпӗ те ӑна лайӑхрах сӑнасан ҫапларах пӗтӗмлетрӗм: вӑл — самаях аталаннӑ хӗрарӑм, ҫапах та пит-куҫӗнче, хусканӑвӗ-куҫӑмӗнче унчченхи Моллин виҫҫӗ-тӑваттӑмӗш пайӗ сыхланса юлнах.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
— Эпир ҫавӑнпа партизансем те, — терӗ пӗр именмесӗр мана хирӗҫ Чубук, отряд ман шутпа ҫапла хӑтланнинчен эпӗ хам пайтах тӗлӗнни ҫинчен каласа парсан, — саншӑн пулсан, ачам, картин ҫинчи пек колоннӑпа йӗркеленсе тӑмалла та, винтовкӑсене ал вӗҫҫӗн малалла тытса, тӑшмансем ҫинелле ҫӗмӗрсе кӗмелле.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Чарӑнса тӑмасӑр, именмесӗр Стомадор кӗске кварталтан чупса иртрӗ, — ку квартал кӗпере Тӗп бульварӑн ҫурҫӗр енчи картлашкисемпе ҫыхӑнтарать: бульвар вара хулана тӳрӗ йӗрпе касса уйӑрать.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Тиррей тӗрӗсех калать, — пачах та именмесӗр килӗшрӗ Галеран, — вӑл манран нимӗнле ыйтупа та пулӑшма ыйтман.— Тиррей прав, — согласился, нимало не смущаясь, Галеран, — он меня ни о чем не просил.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Эс ӑҫта кӗрен, тӑм кӗлетке?! — тесе ура тапнӑ Емельяниха, анчах леш, именмесӗр кӗнӗ те, каланӑ:— Ты куда, чучело?! — топнула на него Емельяниха, но он, не смущаясь, вошел и проговорил:
VI // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Нимӗскертен те именмесӗр, пурне те хӑй умне кӳрсе, пуриншӗн те тӳлесе, Курганов сарлакан пурӑнма юратнӑ.Ничем не стесняясь, всего требуя, за все щедро платя, Курганов любил жить на широкую ногу.
II // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Вӗреннӗ чух выҫӑпа кӑнас мар тесе, ултӑ ҫул хушши, пӗр татӑлмасӑр, темӗнле тункатасене хут вӗрентсе пурӑнтӑм, вӗсен нимӗн именмесӗр хамран кулакан ашшӗ-амӑшӗсенчен мӗн чухлӗ мӑшкӑл тӳсрӗм…
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.