Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илӗртрӗ (тĕпĕ: илӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку специальноҫ мана нумай сӑлтавпа илӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ специальноҫсене вӗренни ӗҫ хӑвӑртрах тупма пулӑшӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... sh-3904635

Славикӑн, тен, ҫак тыттарма юратакан ачапа каяс та килмӗччӗ-и те, анчах велосипед пур тени илӗртрӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Хастар ачасем // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Умра каллех илемлӗ ӗмӗт ҫӑлтӑрӗ ҫуталчӗ, каллех илӗртрӗ, чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Чӳречерен ман ҫине ҫутӑ ҫӑлтӑр йӑлкӑшса пӑхрӗ, куҫ хӗсе-хӗсе, тем ӑнлантарчӗ, таҫта чӗнчӗ, илӗртрӗ

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

— Шухӑшламасӑр ӑнсӑртран пулса иртрӗ ӗнтӗ пӗтӗмпех, укҫа илӗртрӗ мана, ҫӑткӑнлӑх витерчӗ чуна, ылхана тивӗҫлӗ эпӗ ҫак ҫутӑ тӗнчере.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Комфорт илӗртрӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кайран ак ҫак гражданин, — таксист арӑмӗ хура арҫынна тӗллесе кӑтартать, — Стопкин хушаматли те, Вальӑпа пӗр ҫӑвартан сурсах илӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Матӗрне сӗнни Анука илӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пысӑк хак пурне те илӗртрӗ, анчах нихӑшӗ те килӗшсе сасӑ пама хӑймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мана вара ҫурта ҫулӑмӗ илӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Унтан, вӗренрен вӗҫерӗннӗ юпах тиха пек, хӑйне ирӗке ячӗ, урам вӑййисене, клуба ҫӳрерӗ, каччӑсене ялан савӑк куҫӗпе илӗртрӗ, кулла — кулӑпа, тӑрӑхлава тӑрӑхлупа тавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Патша влаҫӗ те илӗртмеллипех илӗртрӗ — православи тӗнне йышӑннисене ҫӗр хушса параҫҫӗ, ывӑлсене салтакран хӑвараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Праҫник пуҫланиччен ятлӑ-сумлӑ хӑнасемпе ӗҫ хастарӗсене Вӑрнар муниципаллӑ округӗн территори пайӗсен «Кӗр сӑри» куравӗ те илӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Кунсӑр пуҫне Вассан ҫуталса тӑракан илемӗ те кашни кун, вӗҫӗмсӗр илӗртрӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Денис Кирила клуб хӗрринелле, тӗттӗм ҫӗре илӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Анчах хула хыҫӗнче ӑна пӗве мар, урӑххи илӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

— Сире те илӗртрӗ иккен-ха?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Уява килнисене ҫар техники те илӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 9-мӗшӗ - Ҫӗнтерӳ кунӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61133

Тӗрӗссипе, ашшӗ-амӑшӗнчен ытларах ӑна Инесса илӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тин ҫеҫ нӳхрепрен ӑснине, пӑр пек сиввине, — илӗртрӗ Шанаров.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех