Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илейместӗп (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Комбайнер вырман ыраш уйӗ ҫине пӑхса: — Павӑл, — терӗ, — кала кама та пулин, эпӗ халех илейместӗп пуль, укҫа ҫитмест, — куҫ кӗрет суйрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.

— Мӗнле майпа аташтарса ятӑм-ши, ниепле те чухласа илейместӗп.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Эй тата сана, Камай, хамах питӗ аван чухлатӑп, анчах хама хам ниепле те алла илейместӗп.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Ыйтсан та илейместӗп: ҫырӑнман эпир… ҫырӑнма вӑхӑт пулман пуль…

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Вӑл мана мӗншӗн курайми пулнине ҫеҫ тавҫӑрса илейместӗп

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Анчах ниепле те тавҫӑрса илейместӗп: шеллерӗ-ши е пахчана выляма кӗртесшӗнччӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

— Нимӗн те уйӑрса илейместӗп, — терӗ Завьялов тӳсӗмсӗр.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл ҫирӗппӗн: — Васса, кала-ха, мӗншӗн чакрӗ пирӗн сӗт? Мӗн сӑлтавпа? Ҫакна ниепле те тавҫӑрса илейместӗп, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

III сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эпӗ ҫаплах-ха ун аллисем ҫинчен куҫа илейместӗп.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Ӑнланмастӑп, ниепле те ӑса илейместӗп!..» — тесе, пулни-иртнине пуҫра алласа сӑвӑрма пуҫланӑччӗ ҫеҫ, сасартӑк ӑна ӗнер ӳсӗрле хӑйне чурӑс, тӳрккес тыткаланӑ, вырӑн ҫинче темӗнле пӗтӗҫмен, кӑрӑс сӑмахсем ҫӑрса выртнӑ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ӑҫтан, мӗнле майпа пырса тухма пултарнӑ вӑл Пушкӑрт ҫӗрне — ниепле те ӑнланса илейместӗп.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Хӑш вӑхӑтра питӗрӗнсе ларнӑ вӑл ҫурӑксем? Мӗнле майпа питӗрӗннӗ?..» — нимӗн те ӑнланса илейместӗп.

Куҫарса пулӑш

Тухтӑрсем — хайсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56 с.

Мӗнле чӑтнӑ, хам та халь ӑнланса илейместӗп, анчах пӗрре те ывӑннине туйман.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Тарҫӑсене тӳлеме ниҫтан пӗр пус татса илейместӗп.

Работникам заплатить нечем, а ты «деньги»…

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ас илейместӗп ҫӳҫенмесӗр — Чӗре чӗнет, шырать ҫавнах».

Куҫарса пулӑш

XXXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Шкул уҫса пар сире, пин тенкӗ укҫана ку таранччен аҫунтан каялла илейместӗп, эсерсемпе ҫыхланнӑскере — хӑвна та сана тахҫанах тыттарса ямалла пулнӑ!..

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах ҫак ҫул ҫинче эпӗ нимӗн те илейместӗп, мӗншӗн тесен манӑн кӑмӑлӑма никам та тивӗҫтереймест-тултараймасть.

Но на этой дороге я не получу ничего, потому что мое желание не может быть выполнено никем.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Пурте каллех кулма пикенчӗҫ, унтан вӗсен хушшинче калаҫу пулса иртрӗ, эпӗ, чӑн та, нимӗн те ӑнланмастӑп, анчах ман ҫинчен пупленине туятӑп, — кӑштах кулкаласа-и е чӑнласах-и, — уйӑрса илейместӗп.

Все снова стали смеяться, затем между ними произошел разговор, в котором я ничего не понял, но чувствовал, что говорят обо мне, — легонько подсмеиваясь или серьезно — я не разобрал.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эппин, нимӗн те илейместӗп.

Мне не приходилось ничего получить.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ку мӗншӗн пирӗн пата килсе хутшӑннине эпӗ ниепле те ӑнланса илейместӗп.

И никак мне не понятно, зачем к нам его принесло?

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех