Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗншӗн ҫырать вӑл халӗ ман пата?» — вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче сывлӑш хумӗсем чупнӑ пекех, хӑвӑрт-хӑвӑрт вӗлтлетсе иртеҫҫӗ чӗрене хумхантаракан ыйтусем.
Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.
Кӗске самантра Козырев пуҫӗнче пӗтӗм пурнӑҫ вӗлтлетсе иртрӗ: ачалӑх, ашшӗ-амӑшӗ, тӗрме, лагерь, юлташсем…
XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Авӑ ҫывӑхри йывӑҫ турачӗсем ҫинче пакшан хура ҫурӑмӗ вӗлтлетсе илчӗ.
III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Ман пуҫра шухӑш ҫиҫӗм пек вӗлтлетсе иртрӗ.
VIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Лаша кӳлнӗ урапасем кӑлтӑртатса чупаҫҫӗ, велосипедсем вӗлтлетсе иртеҫҫӗ.
II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Пӗчӗк станцӑсем, разъездсем вӗлтлетсе юлаҫҫӗ.
Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
«Ялава та ҫитсӑранах тунӑ, — вӗлтлетсе илчӗ ҫав самантра ман пуҫра.
Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
«Килӗшӳллӗ пулӗ-ши? — вӗлтлетсе илчӗ унӑн пуҫӗнче.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
«Тинех пӗтрӗм! — вӗлтлетсе илчӗ Светлана пуҫӗнче.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Йывӑҫсем хыҫҫӑн вӗлтлетсе пахча кӗтессинелле кайса ҫухалчӗ.
3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
«Сыщик мар-и ку?» — вӗлтлетсе илчӗ ун пуҫӗнче ҫуйлӑ шухӑш, чӗлхи ҫухалчӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӑрахут вырӑнтан тапрансан, пристаньпе ҫыран хӗррисем хӑвӑрттӑн вӗлтлетсе юла пуҫласан, Ҫтаппан хуйха ӳкрӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Ӑҫталла уттарӗҫ-ши мана тата мӗншӗн пӗччен ҫеҫ-ха эпӗ?» — вӗлтлетсе иртрӗ пуҫра ыйту.
III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.
Раман куҫӗ умӗнчен каллех «тумлан малтан, культурӑлан, кайран ман хыҫҫӑн ут» текен хӗр сӑнӗ вӗлтлетсе иртрӗ, салтнӑ тӑла-ҫӑпатана хул хушшине хӗстерсе чупакан ача аса килчӗ.
10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ним калама аптрарӗ каччӑ, пуҫра самантрах тахҫанхи аслатиллӗ каҫ, шкул вальсӗ ташлакан Стасикпа Тамара, пӗр хӗре ӑсатакан икӗ каччӑ вӗлтлетсе иртрӗҫ.
9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Малашлӑхӗ вара ҫул хӗрринчи тӗмсем пек вӗлтлетсе иртет.
Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Ҫак шухӑшсем хӑвӑрт кӑна вӗлтлетсе иртрӗҫ пуҫӗнче.
Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Тем самантра тем чухлӗ япала куҫ умне тухса вӗлтлетсе илчӗ йывӑҫ умӗнче тӑракан ача пуҫӗнче.
Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Завод, элеватор, ял вӗлтлетсе иртет…
Вӑрмансен зонинчен хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирелле // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Арбуз акса тултарнӑ баштансем вӗлтлетсе юлаҫҫӗ.
Уй-хир варрипе // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.