Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
вӑхӑтлӑ (тĕпĕ: вӑхӑтлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑхӑтлӑ, ялхуҫалӑх сезонӗ ҫинчен шухӑшласа, Ситекпуҫ ӗҫченӗсем кӗрхи тырӑсем акаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи кирли — тухӑҫа пухса кӗртесси // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... si-3912320

— Кӑнттам ыйтушӑн каҫар та, контрактпа ҫыхӑннӑ тӳлевсемпе вӑхӑтлӑ тивӗҫтереҫҫӗ-и?

Куҫарса пулӑш

«Пӗр чӑмӑр пек эпир» // Николай МАЛЫШКИН. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/1 ... %b8%d1%80/

Июлӗн 1-мӗшӗнче, Пушкӑрт Правительствин канашлӑвӗнче Радий Хабиров ҫул хӗрринчи курӑка вӑхӑтлӑ ҫулманшӑн ЖКХ министерствине вӑрҫса тӑкнӑ.

Куҫарса пулӑш

Радий Хабиров Пушкӑртстанра ҫул хӗррисене йӗркене кӗртме хушнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... hn-3831543

Пытармастпӑр, юлашки ҫулсенче вӑхӑтлӑ пичет кӑларӑмӗсене, тӗрлӗ сӑлтавсене пула, ҫырӑнтарасси йывӑрланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эсӗ ҫырӑнтӑн-и? // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... m-cirpletn

РФ 20.25 статьин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн, административлӑ штрафа вӑхӑтлӑ тӳлемесен, ӑна икӗ хут ӳстерсе тӳлеттерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Штрафсене вӑхӑтра тӳлемелле // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... ostav-ulsn

Кӑҫал ҫанталӑк условийӗсем начар пулнине пӑхмасӑр (темиҫе хутчен тӑм та ӳкрӗ, юр та ҫурӗ) республика аграрийӗсем ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене вӑхӑтлӑ вӗҫлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстанра ака ӗҫӗсем вӗҫленчӗҫ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... ch-3805225

Чирлисене васкавлӑ та вӑхӑтлӑ пулӑшу кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтра укол тумалла // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... la-3808395

Шкултан тата ятарлӑ професси пӗлӗвӗ паракан ҫуртран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, кӗске вӑхӑтлӑ ҫар службине Владикавказ енче иртет.

Куҫарса пулӑш

«Дед» Тӑван ҫӗршыв хуралӗнче // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... v-xuralnce

Пошкус А. А. (директор ӗҫне вӑхӑтлӑ пурнӑҫлакан, 1937—1938)

ВРИД Пошкус А. А. (1937—1938)

Сарӑтури ракета ҫарӗсен командирсемпе инженерин аслӑ ҫар училищи // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B0%D ... 1%89%D0%B8

— Питӗ вӑхӑтлӑ ҫитрӗн эс, телей валеҫекен чӗппӗм.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вӑрлӑха варӑнтарнӑ лаптӑкшӑн юлашкинчен ҫӗре витермелле ҫумӑр ҫуни шӑпах вӑхӑтлӑ пулнӑ та — асӑннӑ лаптӑкри ҫак культура шӑтма-сӑмсаланма та тытӑннӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ака ӗҫӗн пуҫламӑшӗ ӑнӑҫлӑ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/2 ... ac%d0%bba/

Юлашки вӑхӑтра ӗҫе кая юлса тухни пулман-ха ун, пурне те вӑхӑтлӑ тума хӑнӑхнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Районти мӗнпур колхозниксем патне ҫак ӗҫсене вӑхӑтлӑ туса ирттерме чӗнсе ҫыру ҫырсан та аван пулмалла! — юнашар ларакан Мария Тимофеевнӑна хӑлхаран пӑшӑлтатрӗ Архип Григорьевич.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кантӑрӗ, улӑх хӗрринчи тислӗклӗ ана ҫине акнӑскер, питӗ ӑнса пулчӗ, ҫапах, хӗрарӑмсем ӑна вӑхӑтлӑ ҫӑлса пуҫтарса тылласан та, сӳс тӗвесси кая юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑех чӗркуҫленсе йӑлӑнни те питӗ вӑхӑтлӑ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тата вӑл таврӑнать-и-ха — тырра вӑхӑтлӑ парайманшӑн арестлеме те пултараҫҫӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑхӑтлӑ ӗлкӗртӗн эсӗ ҫавупа, Уртемей тете.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чирлӗ ҫыннӑн сывлӑхӗ малашне мӗнле пуласси вӑл тӗрлӗ анализсене тӗплӗ, вӑхӑтлӑ тума пултарнинчен нумай килет, тухтӑрсене те сыватмалли тӗрӗс мелсем тупма май парать.

Куҫарса пулӑш

Манӑн вӗренекенсем // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%bc%d0%b ... %b5%d0%bc/

Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче ҫӗршывра пӑлхануллӑ самантсем пулса иртрӗҫ: ӗҫ укҫине те вӑхӑтлӑ параймастчӗҫ, халӑх хуҫалӑхне дефицит та амантрӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн вӗренекенсем // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%bc%d0%b ... %b5%d0%bc/

Ҫакӑ медицина учрежденийӗсенче йывӑр техникӑна ансатлатма, унӑн ӗҫченлӗхне йӗрлеме тата пациентсене вӑхӑтлӑ диагностикӑна оперативлӑ яма пулӑшать.

Это помогает избежать простоя тяжёлой техники в медучреждениях, отслеживать её работоспособность и оперативно направлять пациентов на своевременную диагностику.

2023 ҫулта Пушкӑрт хулисемпе ялӗсенче хальхи медтехникӑн 4 пин ытла единицине вырнаҫтарӗҫ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ar-3463336

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех