Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрмансене (тĕпĕ: вӑрман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир кунта канлӗ ҫывӑрнӑ вӑхӑтра фашист бомбисем пирӗн хуласене, ялсене ишӗлтернӗ, нимӗҫ танкӗсем пирӗн хирсене, вӑрмансене, тырра-пулла таптанӑ, эпир пӗр шухӑшсӑр савӑнса кулнӑ чух пирӗн пограничниксем, пирӗн салтаксем, хаяр тӑшманпа ҫапӑҫса, пуҫӗсене хунӑ, нимӗҫ фашисчӗсем совет ҫӗрӗ ҫинче хуҫаланнӑ, ҫунтарнӑ, асаплантарнӑ, вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Сӑмахран, кӑвайт чӗртме, типӗ курӑк ҫунтарма, вӑрмансене ҫӳреме чараҫҫӗ т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Штрафӗ пысӑк, инкекӗ тата та пысӑкрах // Ҫӗпрел тӑрӑхӗ. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... a-pysakrax

Акцие йӗркелекенсем йывӑҫ лартас ӗҫе хутшӑннӑ пур ҫынна та тав турӗҫ, мӗнпур халӑха йывӑҫсемпе вӑрмансене упрама чӗнсе каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Симӗсленет йӗри-тавралӑх // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... i-tavralax

Ку вӑл «Вӑрмансене упраса хӑварасси», «Таса ҫӗршыв», «Коммуналлӑ хытӑ каяшсене вырнаҫтарас ӗҫӗн комплекслӑ тытӑмӗ», «Таса шыв» проектсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхӗ экологи лару-тӑрӑвӗнчен килет // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12056-cynsen ... chen-kilet

Асӑннӑ наци проекчӗ шайӗнче Чӑваш Республикинче «Атӑла сыватасси», «Вӑрмансене упраса хӑварасси», «Таса ҫӗршыв», «Коммуналлӑ хытӑ каяшсене вырнаҫтарас ӗҫӗн комплекслӑ тытӑмӗ», «Сайра шыв объекчӗсене упраса хӑварасси», «Таса шыв» проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхӗ экологи лару-тӑрӑвӗнчен килет // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12056-cynsen ... chen-kilet

Вӑрҫи вара пӗтӗм халӑха ура ҫине тӑрататъ: таҫти аякри вӑрмансене кастарать, тырӑ турттарттарать, ял-салана хӑйне тем пекех кирлӗ лашасене урӑх ҫӗрелле ӑсаттарать, пӗр пӗрчӗ шӑрпӑксӑр тӑратса хӑварать, килтен киле кӑвар валеҫтерет…

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ӑна пӗлес тесессӗн, кӑнтӑралла вӗҫекен кайӑк хур ӗмӗлкисемлӗ хирсемпе ҫарансене, пилеш пайӑркисемпе ҫунса ларакан вӑрмансене, темле шухӑша кайса хуллен-хуллен кӑна хумӗсене шӑмпӑлтаттарса юхакан шывсен хӗррине тухмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫапла вара, пирӗн усӑ курма пӑрахнӑ лаптӑксенчи вӑрмансене 2024 ҫулта тата малашлӑхра ҫӗр проценчӗпех ҫӗнетме пӗтӗм май пур.

Таким образом, у нас есть все для того, чтобы в 2024 году и в будущем мы обеспечили стопроцентное восстановление на площади выбывших лесов.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Пӗлтӗр вӑрмансене ҫӗнетмелли плана тӑкаксене питех пысӑклатмасӑр 14 процента ҫити ирттерсе тултарнӑ, ку пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

В прошлом году план по лесовосстановлению перевыполнен на 14 %, что важно, без существенного увеличения затрат.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Вӑрмансене ҫӗнетмелли ӗҫсем лайӑх хӑвӑртлӑхпа пыраҫҫӗ.

Набраны убедительные темпы работ по лесовосстановлению

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Архипелагри вӑрмансем Виҫҫӗмӗш тапхӑрти вӑрмансене майлӑ, унашкаллисем миллионшар ҫул каялла Кӑнтӑр Европӑпа Ҫурҫӗр Африкӑра ӳснӗ.

Леса на архипелаге очень похожи на леса Третичного периода, покрывавшие Южную Европу и Северную Африку миллионы лет назад.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Иртсе ҫӳреме май ҫук паха мартарах вӑрмансене касаҫҫӗ.

Вырубают малоценные непроходимые леса.

Колхидӑри шурлӑхсем вырӑнне хитре садсем пулаҫҫӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Халӗ ӗнтӗ Крымри вӑрмансене касасран тата пушарсенчен упраҫҫӗ.

Теперь леса в Крыму охраняются от порубок и пожаров.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Октябрьти социализмлӑ Аслӑ революциччен Крымри вӑрмансене нимӗн хӗрхенмесӗр пӗтерсе пынӑ.

До Великой Октябрьской Социалистической революции крымские леса беспощадно истреблялись.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫынсем ҫӗре сухаланӑ, вӑрмансене каснӑ, тискер кайӑксене, вӗҫен кайӑксене тытнӑ, ҫӗр айӗнчи усӑллӑ япаласене чавса кӑларнӑ.

Люди распахивают земли, рубят леса, охотятся на зверей и птиц, добывают полезные ископаемые.

Ҫурҫӗр енчи вӑтам тӑрӑхра ҫӗршыв пуянлӑхӗпе епле усӑ кураҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫав хушӑра пин километр ытла тӑсӑлса выртакан ҫӗрте летчиксем пур еннелле сарӑлса каякан вӑрмансене те кураҫҫӗ.

Почти все это время на протяжении более тысячи километров летчики видели уходящие во все стороны непроходимые леса.

Поляр ункинчен тропик патне самолетпа кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӑрмансене упраҫҫӗ, пуринчен ытла вар пуҫӗнчисене хытӑ асӑрхаса усраҫҫӗ: йывӑҫсем хӑйсен тымарӗсемпе ҫӗре ҫирӗплентерсе тӑраҫҫӗ.

Охраняют леса, особенно у вершины оврагов, так как деревья своими корнями скрепляют почву.

Вар // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

План ҫинче кунта таврари ҫӗр пичӗ хӑш тӗлте ҫӳлерех хӑпарнине, хӑш тӗлте айлӑммине кӑтартнӑ, ҫавӑнти ялсене, уй-хирсене, ҫарансене вӑрмансене, юханшывсене, ҫулсене, ӳкерсе паллӑ тунӑ.

На плане показано, где местность выше, где ниже, обозначены селения, поля, луга, леса, реки, дороги.

Топографи планӗ мӗн вӑл тата вӑл мӗншӗн кирлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӑрмансене упраса хӑварас тата полигонсенчи ҫӳп-ҫап калӑпӑшне чакарас ӗҫе кашниех пысӑк тӳпе хывма пултарать.

Каждый может внести вклад в сохранение лесов и уменьшение объема мусора на полигонах.

Пушкӑрт ҫыннисене "Кивӗ хута пар — йывӑҫ ҫӑлса хӑвар!" акцие хутшӑнма чӗнеҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2023 ... ne-3446401

Вӑрҫӑ енчен тӗрлӗ тискер кайӑксем кунти лӑпкӑ вӑрмансене тарса килнӗ тенине нумай илтнӗччӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех