Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрмана (тĕпĕ: вӑрман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрмана кайнӑ чухне ӳт-тире лайӑх хуплакан тумтир тӑхӑнмалла, шӑлавар вӗҫне нуски ӑшне чикмелле.

Куҫарса пулӑш

Сӑвӑсран асӑрханмалла // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %bb%d0%b0/

Часах авалхи вӑрмана пырса кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 274–275 с.

Ҫапла вара, пӗкӗ айне ҫурла уйӑх ҫакса вӑрмана каять Вихтӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Хӑш вӑрмана?

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вӑрмана.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ах, ытла мӑран, темле кайса килмелле ӗнтӗ унпа вӑрмана?..

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Унӑн хаяр, пулӑшу ыйтнӑ, кӗҫенӗвӗ варсемпе ҫывӑхри вӑрмана хумлӑн-хумлӑн вӗҫсе саланнӑ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Йывӑҫ чӗриклетрӗ, ахрӑмӗ вӑрмана сарӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Аякра ула курак кранклатрӗ, пӗтӗм вӑрмана янратрӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ямас ҫав уя васкарӗ, ҫула май вӑрмана кӗрсе вӑрӑм патак тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вут-шанкӑна каялла вӑрмана илсе кайма ухмаха ермен пулӗ те тейӗҫ, шанмасӑр тем те пӗр шутлама пултарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ун йышши курӑнмарӗ, кунта унсӑрах тасатма ӗлкӗрнӗ вӑрмана, йӗри-тавра шурӑ юр кӑна выртать.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ӑна вӑрмана илсе кайрӗҫ, ҫатра купи патне ҫитрӗҫ вӗсем, пӗтӗм ҫатра купине пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫарчӗҫ, анчах виле пулмарӗ унта.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ирпе ирех Камай колхоз правленине вӑрмана кайма трактор ҫыртарса илме кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

— Эпир ыран ирех кайма пултаратпӑр-и вӑрмана пӗренесем туртса килме?

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Вӑрмана хунавран ӳстерме ҫӑмӑл мар, пысӑк йывӑҫсене вара вут-ҫулӑм кӗске самантрах сиен кӳме е вуҫҫех те пӗтерме пултарать.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ҫут ҫанталӑка упрар, пӗр-пӗрин ӗҫне хисеплер // Артемий Мясников. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82a%d ... %81%d0%b5/

Ӑҫтан турттарать-ши ку машина вӑрмана тесе шутласа пӑханҫи те пултӑм эпӗ ун чух.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Мӗнпе турттарса тухса кайнӑ ун чухлӗ вӑрмана пит хӑвӑрт?

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Лӑпкӑ-лӑпкӑ вӑрмана лесник хулпуҫҫийӗ ҫине тӑхлан хурса янӑ пек йывӑррӑн таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Телефон трубкине Терентий Григорьев лесник нихӑҫан та ӗҫсӗр аптӑраса ҫитнипе ҫӗклеменнине вӑрман хуҫалӑхӗнче аван пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та унта ӗҫлекенсем милицие ҫине тӑрсах евит тӑваҫҫӗ, вара кӑнтӑрла иртсен сип-симӗс вӑрмана сап-сарӑ машина вирхӗнсе те ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех