Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑратма (тĕпĕ: вӑрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ ӑна, арӑму каласа панӑ тӑрӑх, вӑратма та ывҫа вак укҫа тытса, ӑна ачун хӑлхи тӗлӗнче чӑнкӑртаттарса вӑрататӑн иккен.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ачи-пӑчи тӑрмаланипе те вӑранайман амӑшне сасартӑк вӑратма, иксӗлми ҫунатлантарма пултарать сӑмах, тин кӑна ҫӑмӑллӑн ташлакана, сулмаклӑ алтуйипе шӗкӗлченӗн, шапӑртах ураран ӳнерет.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

«Ку та ман пекех Сантӑрккана асӑнма килнӗ иккен», — кӑштах лӑпланчӗ те Укань, Ҫимуна лӑскаса вӑратма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл Миххана вӑратма хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ниепле те вӑратма ҫук.

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Юлашкинчен пуҫра кӑштах ҫуталчӗ, каллех ҫывӑрса кайнӑ ывӑлне вӑратма кирлине ӑнланса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Завьяловӑн алӑкран шаккаса санитаркӑна вӑратма, ӑна укҫа тыттарса хӑйсем Ригӑна кайни, юлашки электричка ҫине ларма ӗлкӗрейменни ҫинчен мӑкӑртатса илме тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ентеш ячӗпе ҫӗкленӗ мемориал кашнинче патриотла туйӑма вӑратма тата ҫирӗплетме пулӑшма тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ҫарӗшӗн ҫуралчӗ мӑнаҫлӑх // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%80%d0%b ... bba%d1%85/

Ҫав патша хӗр[ӗ] Йӑван[а] вӑратма хӑтла[на]ть — Йӑван ниепле те тӑмаҫть тит.

Царевна Йывана разбудить пытается — но Йыван никак не просыпается.

2. [Йӑван ҫӗленсене ҫӗнтерни] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 55-61 с.

Ӑна вӑратма ҫуккине ӑнланса Кирилл кухньӑна тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫуркунне уйра хӗрсе суха тумалла, вӗсене вара тепӗр чух килне ҫитсе ыйхӑран вӑратма тивет, ав еплерех «сознательнӑй» вӗсем.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эпӗ ӑна йӑлтах каласа парӑп, вӑл ҫывӑрать пулсан (каччӑ сехечӗ ҫине пӑхса илчӗ — вунпӗр)… вӑл ҫывӑрать пулсан, эпӗ ӑна вӑратма та шикленмӗп.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ачана вӑратма пикенчӗ Изамбаев — каллех ӗҫ тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӑратма кирлӗ мар, анне, эпӗ пӗтӗмпех илтрӗм.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Унӑн тӗслӗхӗ урлӑ ачасене туслӑха хаклама, чӗрисенче хӗрхенӳ, куляну, ӑшӑлӑх, ҫепӗҫлӗх туйӑмӗсене вӑратма ӑнтӑлать.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Хӑй лармарӗ, кӗслеҫе вӑратма хыҫалти пӳлӗме кӗрсе кайрӗ, часах унтан ыйхӑллӑ Савалие ҫавӑтса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Эпӗ Кульккана хама ыран ирех вӑратма хушрӑм та ҫывӑрма выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Спальнӑна Зинӑна вӑратма кӗчӗ, анчах арӑмӗ ҫывӑрмасть-мӗн.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ӑна вӑратма темех мар.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Никамах та килмелле мар пекчӗ-ҫке?» — тесе шухӑшларӗ те упӑшкине вӑратма шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех