Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнтах (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Пирӗн организацие диспансеризаци вырӑнтах ирттерме пӗрремӗш хут килчӗҫ. Ӗҫлекен ҫынсемшӗн ку питӗ меллӗ тесе шутлатӑп, мӗншӗн тесен медицина учрежденине кайса тӗрӗсленме вӑхӑт нумай кирлӗ. Кун пек мероприятисем сывлӑха упрама тата ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ», — уҫать шухӑшне почта начальникӗ Маргарита Индюкова.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫе пырсах сывлӑха тӗрӗслеҫҫӗ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d2%ab%d0%b ... %ab%d3%97/

«Веста» рулӗ умӗнче ларнӑ 25 ҫулти хӗрарӑм вырӑнтах вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

Мучикасси ялӗнчи хӑрушӑ аварире 25-ри хӗрарӑм вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/38191.html

Ашшӗсемпе амашӗсем уйсенче, тӗрлӗ завод-фабрикӑсенче ӗҫленӗ хушӑра хӑйсене хӑйсем лӑплантараҫҫӗ: «Ачамӑрсем килтех, шанчӑклӑ вырӑнтах», — теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Тетей пӗр вырӑнтах тӑчӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Укҫа вырӑнтах, халӗ ӗнтӗ Алюна хӑй ӑҫтине пӗлес пулать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Апла пулсан, председатель вырӑнтах.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Колхоз председателӗ вырӑнтах пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Паллах, мӗнле кӗрӗп-ха эп вӗсемсӗр, пуҫ вырӑнтах манӑн хальлӗхе!

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Этемлӗх вырӑнтах тапӑртатса тӑрать-шим?

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вырӑнтах.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

«Газель» водителӗ суранӗсене пула вырӑнтах вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнар тӑрӑхӗнче «Газель» водителӗ аварире вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37447.html

Эпӗ хам вырӑнтах кирлӗ ҫын… —

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Магнитофон пулӑшнипе корреспондентсем радио тӑрӑх тухса калаҫакансене вырӑнтах ҫырса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Эпӗр пӗр вырӑнтах темелле.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Натиҫ, алли те, ури те вырӑнтах, тата ар шӑхличӗ пур», — тесе савӑнтарнӑ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Ҫамрӑкӑн сӑнӗ-пичӗ йӗркеллех: сӑмси вырӑнтах, лапчӑнман, куҫӗ те хӑйӗн вырӑнӗнчех.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Хашкаса ҫитет хайхи кӳлленчӗк патне — вӑкӑр вырӑнтах.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Вырӑнтах.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Сидор Иванович ячӗ илтӗнсен вӑл та: «Эпӗ вырӑнтах, тата ман пӳлӗмре Ирина Алексеевна та пур», — тесе пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫакӑн евӗрлӗ ыйту ҫинех: «Кунта» е «вырӑнтах» текен арҫын тата хӗрарӑм сассисем илтӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех