Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вичкӗн сăмах пирĕн базăра пур.
вичкӗн (тĕпĕ: вичкӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вичкӗн калаҫма пултараймастӑн пулсан, вичкӗн калас тесе чун тухас пек тертленмелле мар.

Если же человек не обладает этим даром, не стоит лезть из кожи вон, чтобы сострить.

3. Калаҫу культури // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Самантлӑха вӑйсӑр алла лекнӗ вӑйлӑ та вичкӗн куҫлӑ ӑмӑрткайӑк ами ҫуначӗсене сулать те ҫӳлӗ чул ту ҫинелле ыткӑнать, унта унран та вӑйлӑрах, вичкӗн куҫлӑрах ӑмӑрткайӑк ларать; е Ольга та ҫавнашкалах ыткӑнсан?..

Если она взмахнет крыльями, как сильная и зоркая орлица, на миг полоненная слабыми руками, и ринется на ту высокую скалу, где видит орла, который еще сильнее и зорче ее?..

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вичкӗн ҫил вӑрмана хаяррӑн лӑскать, палаткӑпа ҫавӑрса ҫапас пек силлет, йӗри-тавра чупса ахӑрашать, пӗчӗк шӑтӑк-ҫурӑк тупса, шалалла шӑвӑнса кӗрет.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Анчах каҫалапа ҫурҫӗр енчен вичкӗн ҫил кӗрлесе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ҫурӑлса таткаланнӑ телогрейка витӗр ӳт-пӗве вичкӗн ҫил хыпалать.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Хирӗҫ вичкӗн ҫил вӗрет.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Тавралӑха вичкӗн ҫил хумхантарать, тайга, такама ӳпкеленӗн, кӑмӑлсӑррӑн шавлать.

Куҫарса пулӑш

X // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Хирӗҫ ҫурҫӗр енчен вичкӗн ҫил кӗрлесе вӗрет, ҫумӑр ҫукалать, сайра шурӑ юр пӗрчисем вӗҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Пире хирӗҫ вичкӗн ҫил вӗрет.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Хирӗҫ вичкӗн сивӗ ҫил вӑркӑшать, пит-куҫа чӗпӗтет.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Вичкӗн ҫил ахӑрашса вӗҫрӗ, тунсӑхлӑн уласа макӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ыйтӗччӗ вӑл ун чухнехи сивӗ те вичкӗн ҫил ачисенчен ҫынпа лаша ыталашса тӑни пирки — ыйтма ҫук.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вичкӗн ҫил касса вӗрет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Самаях улшӑннӑ вӑл, кукӑрӑлнӑ, анчах сасси, вичкӗн куҫӗсем ӗлӗкхи пекех.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вичкӗн хура куҫӗсем ҫине тар юхса ансан кӑна, ҫулма чарӑнса, тарне вӑрӑм ҫанни вӗҫӗпе шӑлкаласа илет те пиҫиххи хушшине хӗстернӗ лапаткине туртса кӑларать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тата ҫапла сӑмах ҫӳрет: Ешӗл Йӑмраллӑри вичкӗн ҫамрӑксем, Нюҫҫа пеккисем, пӗрремӗш каҫра хӗрӗн шурӑ минтерне пуҫ тӗлӗнчен вырӑн варрине куҫарса хуни те пулнӑ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Ухмаха ертӗм-шим вара?» — пӑраларӗ вичкӗн шухӑш.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вичкӗн ҫиҫӗм суккӑрлатасла ялтӑртатнипе самантлӑха Ӗмӗрпин парни ҫинчен манса кайнӑскер, вӑл пуҫӗ ҫинчи чечекне илсе ӑрӑмҫӑсем вӗрентнӗ пек пӗр сӑмах ҫеҫ пӑшӑлтатрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ҫутҫанталӑкра халь пурте: уй-хирӗ те, улӑх-ҫаранӗ те, ӗшни-вӑрманӗ те уйрӑммӑнах сисӗмлӗ, вичкӗн, чӗрӗ, ӳркевсӗр пурнӑҫпа пурӑннӑ пек сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Акӑ Чапаев чӗвен тӑракан вичкӗн урхамах ҫинче.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех