Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вирлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
вирлӗ (тĕпĕ: вирлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӗрӗпӗ калать: «Ун урисем вирлӗ, ман ӑс вирлӗ. Эсӗ эпӗ мӗн хушнине ту, атя-ха хире», — тет.

А еж говорит: «У него ноги быстрые, а у меня ум быстрый. Только ты делай, что я велю. Пойдем в ноле».

Чӗрӗппе мулкачӑ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Анатри сӑмсах — сӑмсахӑн чи ансӑр пайӗ, унта вӑл ҫурҫӗрелле вирлӗ авӑнать.

Нижний мыс — наиболее узкая часть мыса, где он резко изгибается на север.

Кейп-Код // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B5%D ... 0%BE%D0%B4

Ун шучӗпе, ашшӗн халех урама сиксе тухмалла та Сахар Кулине вирлӗ кӑна пӗҫерккӗ памалла.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ҫар тивӗҫне пурнӑҫлассинчен пӑрӑнакансем пирки вирлӗ калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тивӗҫлисене чысларӗҫ // Елена ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... 0%d1%80ec/

Пӳркелсене палланӑран тата Малышев ашшӗне тахҫантанпах лайӑх пӗлнӗрен Костян кӗнекине мухтать ку тесе калама вирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Унта вӗсем мана тухатмӑш карчӑкла танлаштарнӑччӗ тата «ӑҫта кайнӑ, ҫавӑнта типӗр-пӗтӗр», — текен шухӑш вирлӗ палӑрнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Сӑнни вирлӗ тивнӗ.

Удар был верный.

Эскимоссем кайӑка ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

«Вирлӗ ӗҫлеҫҫӗ шельмӑсем».

Куҫарса пулӑш

Велосипед // Сӳпенкке Илли. «Капкӑн», 1934. — 8№ — 3 с.

Вирлӗ ӗҫлеҫҫӗ значӑт, ӗнсисене те хыҫма вӑхӑт тупаймаҫҫӗ, шкулсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне аван хатӗрлентерес ӗҫпе хыпаланаҫҫӗ, тесе тухрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Велосипед // Сӳпенкке Илли. «Капкӑн», 1934. — 8№ — 3 с.

Унтан пуҫне ҫӗклесе ашшӗне чуп тӑвать, Унӑн хаяр кӑмӑлне тӗппипе пӑтратать: Чӗкеҫ сӑнӗ хӗрлӗ, пичӗ-куҫӗ вирлӗ, Ҫан-ҫурӑмӗ яштак, ҫӗмӗрт хулӑ евӗрлӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ентимӗрӗн хӗрӳ те вирлӗ сӑмах Хура халӑх хушшинче вӗртсе ячӗ вучах: Кӗрлеҫҫӗ халӑхсем, ҫунаҫҫӗ куҫӗсем, Пӑтранаҫҫӗ юнсем, вылянаҫҫӗ чышкӑсем!!!

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анчах чӗресене тивеҫҫӗ пит вирлӗ, Тӑн-пуҫсене ҫавӑраҫҫӗ пуҫхирлӗ, Нумайӗшӗн кӑмӑлӗсене каяҫҫӗ, Ҫӗклентерсе хаваслатса яраҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӗсен юрри — Атал ҫилӗ, Кӗрле-кӗрле янтратать, Сӑмаххисем питӗ вирлӗ, Пур халӑха ҫавӑрать.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Хырӑҫ-марӑҫ пухмалла, Ӑстисем те пит кирлӗ, — Вӗсем урлӑ тин вирлӗ Ӗҫ ӑнтарса ямалла, Анчах пурне упрама Салтак кирлӗ сыхлама, Ҫавӑнпа та ҫар валли Кирлӗ уккас пухмалли.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Паянах, ҫук, паянах мар, паян шӑнӑҫусӑр теҫӗл, «кутранах йӑштакан, вут хуракан» ӗҫ пур, ыранах Патшалӑх Думине саккунсем пуҫарас йӗркепе Уголовнӑй кодекса ҫакӑн пек вирлӗ, ҫӗнӗ статьясем кӗртме сӗнӳ тӑрататӑп.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Пит вирлӗ каланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Кунашкал вирлӗ Микула ҫеҫ чышма пултарасса ӗненсе кӑшкӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ сысна-и? — Сабир ура хучӗ, тепри вирлӗ кӑна тӗксе ячӗ те, Энтрей сирпӗнсе кайрӗ, ҫӑрхи татӑлса кӑвак пир йӗмӗ чӗркуҫҫи таран анса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юлхав кушака вара вирлӗ лекрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Пӑшал сассисемпе чӗтренчӗ Нӳрленнӗ сывлӑш, шав тӗпренчӗ — Кӗрлерӗ вирлӗ тытӑҫу.

Куҫарса пулӑш

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех