Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачашласа (тĕпĕ: ачашла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вова Тарзана ачашласа илсе малалла иртсе кайма та пуҫланӑччӗ:

Куҫарса пулӑш

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Кил, кил кунта, ачашласа ярамкӑштах.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

— Эсӗ мӗн ятлӑ? — ыйтать палламан ар пуҫран ачашласа.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Амӑшӗ пырса кравать хӗррине ларчӗ, ывӑлне пуҫӗнчен ачашласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Ӑнлантӑм, санӑн чи юратнӑ хӗрне тӗкӗнме юрамасть, эсӗ ӑна ачашласа ӳстертӗн, ҫавӑнпа вӑл ҫавнашкал эгоистка.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Утмӑлтурат Уртемӗ ӗнер парнеленӗ самай хитре те кӗрен мӑкӑлӗсене хыпаласа та ачашласа пырса кӗрет хайхи правление.

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ют ялти ют хапха умӗнче тӑрсан-тӑрсан, ҫӑмламас кушака тепӗр хут ачашласа: «Юрӗ, Муркка, пӳрте кӗрсен, Левене салам кала. Тӑчӗ-тӑчӗ те, кӗме хӑю ҫитереймесӗр, кукамӑшӗсем патне кайрӗ тесе пӗлтер», — пӑшӑлтатать Тамара, юра натӑртаттарса, пӑрӑнса утать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вара Лида ӑна каҫарнӑ, ӑна куҫран ачашласа пӑхнӑ, тутинчен чуптунӑ…

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

— Эх, сире те лӑпкӑн ҫывӑрма памаҫҫӗ, мурсем, — пӑшӑлтатнӑ вӑл, ывӑлӗсене пуҫӗсенчен ачашласа.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Такам ӑшне те ҫунтарӗҫ, такама та ачашласа йӑпатӗҫ….

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Куҫа хупса кӗрхи ачаш уҫӑ ҫиле хирӗҫ тӑрсассӑн, эсӗ хӑвна такам пӗрремӗш хут чуптунине, пуҫӑнтан ачашласа ӑшӑ аллипе сӑтӑрнине, хӑлхунтан пӑшӑлтатса халиччен илтмен ӑшӑ сӑмахсем каланине аса илӗн…

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӗсем хӗре куҫран тинкереҫҫӗ, унӑн аллине, чӗрине ыйтаҫҫӗ, кӑтра ҫивӗтне ачашласа якатаҫҫӗ, вара каллех малалла каяҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Пӗрле каятпӑр, хӗрӗм, — пуҫӗнчен ачашласа илтӗм эпӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вӑл ҫавӑн пек пулнишӗн пурте савӑнтӑмӑр, ӑна ачашласа «сестра Нонна» тесе чӗнме тытӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Кала, кала, Куҫма, — вӑрӑм ҫӳҫӗнчен ачашласа, пӳртелле кӗртрӗ ывӑлне Кулюкка.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗне сӑвакансем вӗрентнипе ҫеҫ «вӑкӑр хуҫи» унпа пӗр чӗлхе тупнӑ: малтан апат лайӑх ҫитермелле, кайран йӑпатса, ачашласа кирлӗ ӗҫсене тумалла.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Ҫак ҫамрӑк пӗтӗм кӑмӑлтан кушак ҫурине ачашласа йӑпатать.

Куҫарса пулӑш

Кушак ҫури // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 3–4 с.

— Шухӑшу-ӗмӗту ырӑ, анчах вуннӑмӗш класа илӗҫ-и-ха сана, каҫхи шкулта вӗреннине шута хурӗҫ-и? — иккӗленерех калаҫрӗ амӑшӗ хӗрне пӗчӗк чухнехи пек пуҫӗнчен ачашласа та ҫурӑмӗнчен лап-лап лӑпкаса.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Эсӗ те, ачашласа илчӗ хырӑмне, — хӑвӑртрах ӳссе, вӑй илсе ҫӗр ҫине кил.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫулӑн икӗ енӗпе ҫӗҫӗ айне лекмен, вырса тӗшӗлеме ӗлкӗреймен ыраш вӑрӑм та тулли пучахӗсемпе ура тунинчен е пилӗкрен «ачашласа» илет, малалла утма вӑй хушать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех