Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачапа (тĕпĕ: ача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шкулта хӑйсен ӗҫӗпе хавхаланнӑ педагогсем, кашни ачапа ӗҫлеме хатӗр творчествӑллӑ чун-чӗресем вӑй хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... la-3928336

Ачапа калаҫатпӑр, Шупашкара наркологи диспансерне анализсем пама яратпӑр, хӑшӗ-пӗрисенне кунтан та илсе яма пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхӗ – тӗп приоритет_32 (11019) // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/gazeta/12310-khal-k ... t-32-11019

Каярахпа арҫын ачапа амӑшӗ Республикӑри клиника пульницине кайнӑ.

Позднее мальчик с матерью отправились в Республиканскую клиническую больницу.

Автобус ачан урине хӗстерсе лартнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/38831.html

Вӗсем виҫӗ арҫын ачапа пӗр хӗрача мӑнуксемпе телейлӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑнтӑрла унӑн вӑхӑт ҫук пулсан, Ирина Андреева ирхи ҫиччӗре килет те мастерскойра ӗҫлет // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... et-3857282

Вӗсем пилӗк тӑлӑх ачапа тӑватӑ хӑйсен ачине ҫитӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекре пулӑ фестивалӗ кӗрлесе иртрӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tr-3848954

Ачапа — ача пек, ватӑпа — ватӑ, — куларах тавӑрать Пантелей Петрович.

Куҫарса пулӑш

«Пӑшӑл пӑтти» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Дежурнӑйсемччӗ эпир пӗр ачапа.

Куҫарса пулӑш

Класри калаҫу // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Славикпа Рим ачапа урӑх сӑмахласа тӑмарӗҫ, тӑрӑшсах ӗҫлекенскере чӑрмантарас мар терӗҫ пулас.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ десанчӗ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Славикӑн, тен, ҫак тыттарма юратакан ачапа каяс та килмӗччӗ-и те, анчах велосипед пур тени илӗртрӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Хастар ачасем // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Ултӑ уйӑхра округра 23 ача (14 арҫын ачапа 9 хӗр ача) ҫуралнине регистрациленӗ.

Куҫарса пулӑш

Шывра тимлӗ пулар, пушартан асӑрханар… // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/1 ... %b0%d1%80/

Анчах кӑҫал килтен кайсан, анне виҫӗ ачапа пӗччен юлать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Тӑватӑ ачапа пӗччен юлса, эсӗ ҫаплах ырми-канми ӗҫлерӗн, пирӗншӗн, пирӗн пуласлӑхшӑн пурӑнтӑн, ҫитӗнтертӗн, тӑрантартӑн, тумлантартӑн.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Эсӗ вара тӑватӑ ачапа пӗччен асапланса пурӑнатӑн.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Хӑйпе тантӑш ачапа вӗсем иртен пуҫласа каҫчен уй-хир тӑрӑх пӑрусем ҫитерсе ҫӳрерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ман хыҫҫӑн пирӗн ҫемьере тата икӗ ывӑл ачапа пӗр хӗрача ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Мероприяти ҫӗршер ачапа вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене пӗрлештерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем выляса-кулса, юрласа-ташласа савӑнчӗҫ // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... sa-savancc

Амӑшӗ пилӗк ачапа тӑрса юлать (ытти ачисем ашшӗ вӑрҫӑран таврӑннӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ).

Куҫарса пулӑш

11 ҫултанпах ӗҫре // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... tanpax-cre

Арҫын ачапа кӑмӑллӑн пупленӗ май, конюх касури урхамаха тытса йӗвен тӑхӑнтартать.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Ачасем шоссен тепӗр еннелле кайрӗҫ, пирӗнпе пӗрле ӗҫленӗ вырӑнти икӗ ачапа пӗрле вӗсем почта уйрӑмне кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Халӗ вӗсен Валерия хӗр ачапа Арсений арҫын ача ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Катькасри паттӑр салтак ҫӗршыва хӳтӗлет // Евстолия СЕРОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... a-kh-t-let

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех