Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑрхаттарчӗ (тĕпĕ: асӑрхаттар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темиҫе хут та ҫапла асӑрхаттарчӗ

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Вилнӗ кунне те, ирхине, колхоз правленине кӗрсе тухрӗ, пулӑ кӳллине каҫсерен тӗрлӗрен браконьерсем пыркалани ҫинчен асӑрхаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Олег Николаев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен, муниципалитетсен хӑйсен ӗҫ укҫи тӳлессипе ҫыхӑннӑ норма-право акчӗсене ҫак йышӑнупа ҫураҫтармалли тата ӳсекен шалу валли кирлӗ укҫана бюджетниксем патне вӑхӑтра ҫитермелли ҫинчен асӑрхаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

70,5 пин ҫыннӑн шалӑвӗ пысӑкланӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/705-pin-cynnan-s ... -pysaklane

«Пурте пӗтӗмпех ӑнланаҫҫӗ» терӗ пулин те Олег Николаев кашни саккасҫӑн РАИПа кӗнӗ объектсене вӑхӑтра хута ярас тӗлӗшпе пӗтӗмпех тумалли ҫинчен асӑрхаттарчӗ, вӗсене ӗҫсене йӗркелессине мӗнлерех курнине сӑнласа хӑйне пӗлтерме сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

Ҫавна май вӑл муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене ҫав объектсенчи чӑрмавсем пирки чан ҫапмашкӑн ҫулталӑк вӗҫӗччен кӗтме юраманни ҫинчен асӑрхаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

Вӑл ҫак кунсенче пӗччен ватӑсем, инвалидсем, нумай ачаллӑ ҫемьесем, ӗҫкӗпе иртӗхекен ҫынсем тӗлӗшпе пушшех тимлӗх кирли ҫинчен асӑрхаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/uyav-savanac-kana-kyter

Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура вӑл пӗтӗмӗшле илсен ку енӗпе ӗҫсем япӑх маррине ҫирӗплетрӗ, ҫапах ҫулталӑкӑн юлнӑ юлашки кунӗсемпе федераци тытӑмӗсемпе тумалли килӗшӳсене алӑ пусассине вӗҫлемешкӗн туллин усӑ урмалли ҫинчен асӑрхаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/uyav-savanac-kana-kyter

Пӗркун ун урокӗнче, теплерен-ҫке, тетрадь уҫса пӑхрӑм та, ҫавӑншӑн мана хытах асӑрхаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Ан кулян, — асӑрхаттарчӗ Актай.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Чипертерех эсӗ, — асӑрхаттарчӗ Актай, — мӗн тухатмӑш карчӑкла вӗрсе-сурса тӑран!

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ӑна та ӑнланас пулать, Семен Павӑлччӑ, сывлӑхӗ япӑх, — вӑрттӑн сӑмах каланӑн, асӑрхаттарчӗ Мария Тимофеевна.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чи кирли патне ҫитетпӗр, — шӗвӗр пӳрнине тӑратса, асӑрхаттарчӗ Хумкка мучи.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Асту, Петӗр, — асӑрхаттарчӗ вӑл, — ялта ман ҫинчен шӑв-шав ан кӑларӑр.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Асту, Петрук, — асӑрхаттарчӗ арӑмӗ, — тӗллесерех пер, сурӑха персе ан вӗлер.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эсӗ асӑрхансарах калаҫ, суда парӗ, — йӗплесерех асӑрхаттарчӗ председатель.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ку пуҫламӑшӗ кӑна-ха, мӗн курасси малалла, — асӑрхаттарчӗ командир.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Микула асӑрхаттарчӗ, чарчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа вӑл концесси мелӗпе тӑвакан шкулсен строительствине, ытти ӗҫе васкатмалли ҫинчен асӑрхаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулталӑка ӳсӗмлӗ вӗҫлетпӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cultalaka-usemle-vecletper

— Ҫул ҫинче асӑрхануллӑ пул, лашуна пули-пулми ан хӑвала, — тесе асӑрхаттарчӗ анне.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ҫав вӑхӑтрах асӑрхаттарчӗ те, вӑл динамикпа пӗлтерсен пурин те, пӗр ҫын пек пулса, аяла анмалла.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех