Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арпашӑнса (тĕпĕ: арпашӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Асар-писер шухӑшсемпе арпашӑнса, ӗҫ кунӗ иртсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ӑс-тӑнӗ арпашӑнса кайрӗ, пӗр пайта шухӑшӗ кӑна хӗсет икӗ енчен унӑн тӑнлавӗсене.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫтаппанӑн пуҫӗ йӑлт арпашӑнса кайрӗ ӗнтӗ, юлашкинчен алӑ сулчӗ те килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӑслӑ пуҫра пурте арпашӑнса кайрӗ — вӑрҫӑ, ҫӗнтерӳ, кинӗ, тӗрме, ачисем — виҫҫӗшӗ те пуҫне хуни, мӑнукӗсем.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шап-шур ҫӳҫӗ хӑйӗн ҫил вӗрнипе арпашӑнса пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ун айӗнчен ҫӳҫӗ арпашӑнса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗрчӗн-пӗрчӗн ярса пӗрне тултарнӑ пек пухнӑ пурлӑхӑма салатасси ҫинчен калаҫатӑп-и-ха эпӗ, ӳсӗр пуҫпа арпашӑнса, сире ҫуйхаштаратӑп-и?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫӗкленӳллӗн калаҫакан Мамарланов, сарӑ ҫӳҫ пайӑркисем ҫамки ҫине арпашӑнса усӑннине асӑрхайманскер, Герасим Федотовича вӑйпа тенӗ пекех фельдшерпа акушер пунктне ҫавӑтса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Мӗн те пулин планланӑ чухне йӑлт арпашӑнса пӗтӗ.

Невозможно что-то запланировать, всё перепутается.

14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сӗт пек шурӑ ҫӳҫӗ унӑн ҫилпе арпашӑнса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эс те арпашӑнса ҫӳретӗн пулсан, кил кунта-аа!»

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӗрекленсе ҫитнӗ, тӑррисемпе, юмахра каланӑ пек, пӗлӗте кашӑр-кашӑр сӗртӗнекен, сӑтӑркалакан пӑхӑр вулӑллӑ ҫурта пек хырсемпе пӗрлех (вӗсен тӗлӗнче тӳпенелле пӑхса тӑрсан, хыр вуллисем мар, ура айӗнчи ҫӗр сӗвекленсе таҫталла юхнӑн сисӗнет; пуҫ арпашӑнса каять, ҫаврӑнма пуҫлать) кунта ҫамрӑкраххисем те пур.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мранька романӗнче вара куҫ кӗретех социалла романпа приключенилле романӑн жанрӗсем хутӑшса, арпашӑнса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ҫӳҫӗ-пуҫӗ арпашӑнса сапаланнӑ, сиксе чӗтрекен арҫынӗ хӑй умне милӗкпе хуплама тӑрӑшать, ҫарапакартан хӗрарӑмӗ ун хыҫне хӗсӗнет.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем ҫыхланса, арпашӑнса пӗтнӗ ҫип ҫӑмхине аса илтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Сер ырхи… ирхи апата яшка ҫакса яр, — хушать ӑна Микулай арпашӑнса.

— Ну, инге, давай вешай котел-то, вари на завтрак яшку, — путаясь в словах, приказал Мигулай старушке.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ультӳҫ инкене курмасӑрах килтен пӑрахса тухса кайни, Савтепи: сивӗнни (ӗне хӑваласа пыракан хӗр Савтепи иккенне Ухтиван пӗрре пӑхсах палласа илнӗ), хаяр куҫлӑ шур старик, — пурте пӗр ҫӗре хутшӑнса арпашӑнса кайнӑ, ӑс-тӑна путарса лартнӑ.

То, что он ушел из дому, не сказав ни слова тетушке Ульдусь, отчуждение любимой (та девушка, что гнала корову, конечно же, была она, Савдеби, просто он не мог тогда поверить в это), седой старик с острыми глазами — все смешалось, перепуталось в душе, придавило мозг.

Ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Григорьев пӑхса тӑранаймасть, шутлама хӑтланать те арпашӑнса каять — нумай хатӗрлесе тултарнӑ тимӗрҫӗ!

Григорьев не может оторвать глаз, пытается сосчитать оружие и сбивается — много наготовил кузнец!

Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Юлашки ҫулсенче ҫеҫ унӑн карчӗсем арпашӑнса кайма пуҫланӑ.

Только в последние годы его карты стали путаться.

Каҫҫан пичче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ялти ӗмӗртен хӑнӑхнӑ йӑласем кунта арпашӑнса, хутӑшса кайнӑ.

Так как тут все нарушилось, перемешалось.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех