Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алӑран (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шкул ачисем ӑна уроксенче сӳтсе яваҫҫӗ, аслисем алӑран ямасӑр шӗкӗлчеҫҫӗ, ваттисем куҫҫульне шӑлса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Константин Малышевӑн «Ачалӑхӑм» кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ // Ольга ИВАНОВА. https://chuvbook.ru/news/konstantin-maly ... lave-irtre

Ытти амӑшӗсем пекех, передовойри ывӑлӗсемшӗн кулянакан Рузида аппа телефонне алӑран ямасть.

Куҫарса пулӑш

Пӗртӑвансем СВО зонинче служит тӑваҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... va-3815974

Ҫак ҫулсенче пӗр-пӗринпе алӑран алла тытӑнса пытӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен союзӗ нумайӑшӗсемшӗн тӗслӗх // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-06- ... -h-3815610

Халӗ те вӗсем пӗрле, пӗр-пӗрне алӑран алла тытса утаҫҫӗ, шурӑмпуҫне пӗрле кӗтсе илеҫҫӗ, анӑҫа ӑсатса яраҫҫӗ, иккӗшне савӑнӑҫпа хуйхӑ-суйха пайлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен союзӗ нумайӑшӗсемшӗн тӗслӗх // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-06- ... -h-3815610

«Ну, Николай Михайлович, — терӗм хама хам, — кун пек ӑнӑҫу, тен, урӑх нихӑҫан та тӗл пулмӗ, ҫавӑнпа ӑна алӑран вӗҫертме юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Тӑруках вӑйсӑрланса ҫӗрелле усӑннӑ алӑран вӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри тухса ӳкрӗҫ, ура айне пулса лутӑрканчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Сасартӑках ҫӗҫӗ вӑйсӑрланнӑ алӑран чуллӑ ҫӗр ҫине чӑнклатса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Кӗнеке курсан, алӑран ярас килместчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

— Чӗкеҫ, — алӑран туртрӗ ҫав самантра Алина, — кил хӑвӑртрах, вырӑн пушанчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

— Тавтапуҫ, Ксени, — терӗм эпӗ хаклӑ медале алӑран ямасӑр.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Йӑмӑх ҫитсӑран ҫӗленӗ хутаҫне алӑран ямасӑр, Ксени сӗтел ҫывӑхне, хыҫлӑ пукан ҫине, пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Лару-тӑрӑва сӑнаса тӑмалла, пуҫарулӑха алӑран вӗҫертмелле мар.

Важно следить за развитием ситуации и не выпускать инициативу из своих рук.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Виҫӗ тенкӗ? — ыйтрӗ вӑл Вовӑна алӑран вӗҫертмесӗр.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн тӑшманӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Тӑрмашсан-тӑрмашсан, танкӑшсан-танкӑшсан чӗлпӗре алӑран вӗҫертет те ашшӗ енне ҫаврӑнатъ ывӑлӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Ҫамрӑксене алӑран вӗҫертрӗмӗр пулмалла, йӗркелӗх ҫук вӗсенче.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Курасчӗ сан, мӗнле мана Чубай алӑран туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Ҫук, ҫук, Сарман, кунта темӗн урӑххи пулӗ, камӑн алӑран вӗҫертес килет укҫана.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Хӗрӗх пин тенкӗпе, алӑран алла тыттарнӑ укҫапа.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Чуна тӳрех кичем пулса кайрӗ, ӑша тем вӑркаттарчӗ, хал пӗтсе пычӗ, сумки алӑран тухса ӳкес патнех ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Хӗрӳ ӗҫре кӗреплене кунӗпе те алӑран вӗҫертмен, бригадир мӗн каланине тӗплӗ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑта тытса чарма ҫук // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/vaxata-tyitsa-cha ... a-cuk.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех