Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айӑпа (тĕпĕ: айӑп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анатолий, айӑпа кӗнӗ ача евӗр, пуҫне усса, хӗр умне пырса тӑчӗ, куҫӗсене мӑч-мӑч хупкаларӗ, сӑмсине турткаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Айӑпа кӗрсен, аттен вӑрҫса илесси пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Анчах айӑпа кӗнӗшӗн каллех «канма» ячӗҫ пирӗн хоккеиста.

Куҫарса пулӑш

«Яльчики» командӑн тренерӗ — Патреккелтен // Елена ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %82%d0%b5/

Ай-уй, эсир маншӑн мӗн айӑпа кӗнӗ?

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр тенкӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 277–280 с.

— Чӗпкуҫӗ ҫав ман, — темле айӑпа кӗнӗн хуравлать Левен Микулкки.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Ҫук-ҫке, айӑпа йышӑнса, пӗтӗмпех каласа парас тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Айӑпа хӑйӗн ӑшӗнче тытма вӑй-хал ҫитереймерӗ вӑл текех.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Турӑ умӗнче, ҫынсем умӗнче айӑпа йышӑнма шутларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхра айӑпа кӗнӗ 37 ҫынна (пӗлтӗр ҫак вӑхӑтра 27) учета илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Каникул кашни ачашӑн усӑллӑ ирттӗр // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50166-kani ... -ll-irtt-r

Федерацин айӑплава пурнӑҫлакан службӑн Чӑваш Республикинчи управленийӗн муниципалитетсем хушшинчи Патӑрьел филиалӗн аслӑ инспекторӗ Виталий Акимов тӗрлӗрен ӗҫпе айӑпа кӗнӗ ҫынсемпе, вӑл шутра ачасемпе те уйрӑммӑн мӗнлерех профилактика ӗҫӗсем ирттерни пирки пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Каникул кашни ачашӑн усӑллӑ ирттӗр // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50166-kani ... -ll-irtt-r

Кала, эс мӗн айӑпа кӗнӗ, атте?

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

— Эпӗ айӑпа кӗнӗччӗ тахҫан…

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Айӑпа? — сивӗ шывпа питне ҫума хатӗрленнӗ ашшӗ алтӑра сак ҫине лартать.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

— Атте, — тет, — эсӗ те айӑпа кӗнӗ-им аннӳ умӗнче?

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Мӗн, вӑл та айӑпа кӗнӗ-шим?..»

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Лапка ҫинче шӑлне ҫыртса выртакан, милӗк вӗтеленипе нушаланакан Вихтӗр шутлать: «Пӗрре айӑпа кӗнӗшӗн мӗн-ма темиҫе те хӗнемелле-ши?»

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

— Тен, эпӗ татах айӑпа кӗрессе кӗтет?..»

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Пӗчӗкҫеҫҫӗ хуняма, генерал айӑпа кӗнӗ салтака пӑсӑрлантарнӑн, ним мӑр кӗшӗклет.

Куҫарса пулӑш

Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӗри туса ҫитереймесен, теприсен айӑпа тӳсме тивет (килте вӗрентменнишӗн шкулти вӗрентекенӗн ачапа ытларах ӗҫлеме тивет; правительство кирлӗ таран вӑй хуманшӑн ачана килте вӗрентме йывӑртарах тата ытти те).

Куҫарса пулӑш

Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html

Ку юмахра та тилӗ айӑпа мӗн те пулин ҫине йӑвантарасшӑн пулчӗ, анчах хӳре ҫине йӑвантарнӑ май хӑй те пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех