Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айӑкран (тĕпĕ: айӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лена, ҫав вӑхӑтра Хӗветӗрӗн Розине астуса, упӑшкине айӑкран тӗртрӗ, киле кайма васкатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тикӗтленнӗ хурсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Халӗ ак юнашар ларакан ача айӑкран чышсан тин ыйхӑран вӑраннӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Укҫа // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Айӑкран лифа ҫаклатакан кушака ҫав пуставранах ҫӗленӗ;

Лиф застёгивается кушаком той же материи на боку;

Смольнӑй институчӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%BC%D ... 1%87%C4%95

Ӗҫлеме хӑнӑхни, ачам, айӑкран тӗкмест.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Хушӑран вӑранса тӳрленсе ларать те кӑн-кан пӑхкаласа илет, мана айӑкран тӗксе илме те манмасть.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Унччен те пулмарӗ, хайхискер мана, никам асӑрхамалла мар, айӑкран чышрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Серебряков мана та, Кудряшова та айӑкран кӑлт тӗке-тӗке илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анюк мана каллех айӑкран тӗртет те каллех ыйтать (йӑли ҫапла пулас унӑн — сӑмах калас умӗн кӑлт! тӗртес йӑли пур, ахӑртнех):

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Ак ҫитрӗ хайхискер, Володя арӑмӗ Алиса кин ҫитрӗ, — мана айӑкран тӗртрӗ Анюк.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Чим-ха, эсир ҫӑмах тесе чӗлхӗре ҫӑтмарӑр пуль? — мана айӑкран тӗртрӗ Шанаров.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Укҫа вӑл никама та айӑкран чышмасть, — хаваслӑн калаҫрӗ Павӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Сутмалла марччӗ пулӗ те, анчах сутрӗ: укҫа-тенкӗ никама та айӑкран чышмасть.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Петӗр Якура айӑкран кӑлт! тӗкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

— А-а, ӑ-ӑ-ӑ, юрать, ара, юрать, пырӑпӑр, пырӑпӑр, ыранах ҫитӗпӗр пулӑшма, — йӑрст! тӳрленсе тӑрса, куҫне вӗлтсе, тусне айӑкран кӑлт! тӗртрӗ Петӗр.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Пӗр-пӗрин ҫине сике-сике лараҫҫӗ, хӑлха чиккисенчен янклаттара-янклаттара яраҫҫӗ, пӗр-пӗрне кӑкӑртан, айӑкран, хырӑмран чыша-чыша илеҫҫӗ, пылчӑк ҫине тӑсса пӑрахнӑ ҫын ҫине улӑхса сикеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗлтӗренӗ килсен эсӗ мана айӑкран тӗк».

А крапивник покажется, ты меня в бок толкни.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Старикки айӑкран кӑлт тӗкрӗ те, вӑл ҫурма сӑмахран шӑпӑрт пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ҫак хӗрарӑм, — Ваньккана айӑкран тӗксе ӑнлантарчӗ ҫавӑнтах, — мана лягавӑйсене сутасшӑн пулнӑ, ҫавӑншӑн вӑл леш тӗнчене ӑсанма тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗр инҫетелле кайсан тин, Пархоменко аллипе айӑкран тытсах, хулӑм сасӑпа ахӑлтатса кулса ячӗ; лаши, ним тума аптранипе хӑлхисене вылятса, хӑйне хӑех малалла юрттарса кайрӗ.

И когда она была уже далеко, Пархоменко взялся за бока и раскатистым басом захохотал так, что лошаденка запряла ушами, сама побежала рысью.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Хӑй айӑкран айӑккалла сиввӗн пӑхкаласа илет, ташласа пыракан тимӗр-кӑвак ӑйӑрне туртса тытса, казаксене честь парать.

Строго, зорко поглядывал на стороны, сдерживая танцовавшего вороного жеребца, отдавал честь казакам.

9 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех