Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чӗрепе (тĕпĕ: чӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уҫӑ чӗрепе, ӑшӑ чунпа пурӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Федоровсен ҫемье телейӗн рецепчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-05- ... ch-3791307

«Мобильлӗ бригада диспансеризацин пӗрремӗш тапхӑрне кӗрекен ӗҫсене ҫыннӑн ӳсӗмне кура пурнӑҫланӑ: функционаллӑ тата лаборатори диагностики ирттернӗ, ҫав шутра анализсем те илнӗ, куҫӑн шалти юн пусӑмне тӗрӗсленӗ, врач-терапевт консультаци панӑ. Кашни тӑваттӑмӗш ҫыннӑн йывӑр чир пуҫланас хӑрушлӑх пур. Кун пек пациентсене диспансеризацин иккӗмӗш тапхӑрне яратпӑр. Ҫавӑн пекех ӗҫлекенсене флюорографи тата маммографи меллӗ вӑхӑтра тухма май паратпӑр. Почта ӗҫченӗсене чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсенчен сыхланас тесен мӗн тумалли, гипертони кризӗ, ҫивӗч коронарлӑ синдром тата пуҫ мимин юн ҫаврӑнӑшӗ тӑрук пӑсӑлсан мӗнле пӗрремӗш пулӑшу памалли ҫинчен каласа панӑ», — пӗлтерет больницӑн тӗп врачӗ Инна Ефремова.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫе пырсах сывлӑха тӗрӗслеҫҫӗ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d2%ab%d0%b ... %ab%d3%97/

— Эсӗ мӗн, Узин, чӗрепе чун пӗр хутлӑха тесе шутлатӑн-им?

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫын амансан, чӗрепе юн тымарӗсен, неврологи чирӗсемпе аптӑрасан, тата васкавлӑ ытти сывату мероприятийӗсем ирттермелле пулсан пулӑшу кӳреҫҫӗ васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн ӗҫченӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫак професси ҫыннисем пуртан эпир хамӑра шанчӑклӑрах туятпӑр // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11905-cak-pr ... h-tuyatp-r

Ҫавна пула чӗрепе юп тымарӗн чирӗсенчен вилнисен шучӗ чакса пыни тенденцие куҫнӑ.

В результате была отмечена тенденция к снижению общей смертности от болезней сердца и сосудов.

Авдеева Галина Петровна // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%B2%D ... 0%BD%D0%B0

Кардиодиспансера уҫиччен чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсемпе аптӑракансене пӗрремӗш тата планпа палӑртнӑ пулӑшу пама пултаракан темиҫе уйрӑм кӑна пулнӑ.

До создания кардиодиспансера служба была представлена ​​несколькими отделениями для оказания первой и плановой помощи больным с сердечно-сосудистыми заболеваниями.

Авдеева Галина Петровна // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%B2%D ... 0%BD%D0%B0

Ҫак кӗске сӑмахсен пӗлтерӗшне пӗтӗм чӗрепе ӑнланӑр, вӑл учитель пӑхмасӑр вӗренме парса янӑ пӗчӗк сӑвӑ кӑна мар.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫав музыка сӑмахсӑрах манӑн чӗрепе калаҫатчӗ, ӑна пӗрре ачашлатчӗ, тепре ыраттаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Анчах «сестра» пурне те таса чӗрепе ӗненетчӗ, «тата мӗнпе пулӑшам-ши?» — тенӗ пек, йӗри-тавра пӑхкаласа илетчӗ те пысӑк сестрасем патне «канашлама» каятчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Чӗрепе аптӑранӑ, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӗрепе те пӗверпе…

Куҫарса пулӑш

Ик ураллӑ упа // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 53–54 с.

Апла пулин те, пӗрмай чӗрепе хӗн курать.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Эппин, иксӗмӗр пек тӑмсай мар Раман, япалана чӗрепе туйма пӗлет.

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫав самантра ытарайми пурнӑҫ тӗсӗсем улшӑнсах тӑнине чӗрепе туйса илетӗр…

И вы увидите: все станет по-другому…

XXVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Куҫсемпе мар, чӗрепе шырас пулать.

— Но глаза слепы. Искать надо сердцем.

XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Анчах съезд решенийӗсене эпӗ пӗтӗм чӗрепе ырласа йышӑнтӑм, мӗншӗн тесен вӗсем ҫав пур саккунсӑр ӗҫсене пӗтерсе хучӗҫ, халӑх валли ҫӗнӗ пурнӑҫ уҫса пачӗҫ…

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кардиологсен шухӑшӗпе шӑпах утни —чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсене, ытлашши виҫене, сыпӑксен проблемисене асӑрхаттармалли питӗ лайӑх меслет.

По мнению кардиологов именно ходьба – отличное средство для профилактики сердечно-сосудистых заболеваний, лишнего веса, проблем с суставами.

Пишпӳлек районӗнче пурӑнакансем "Пурнӑҫ патне 10 000 утӑм" профилактика акцине хутшӑннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... nn-3461703

Аса илтеретпӗр, мероприятие «Демографи» наци проекчӗн шайӗнчи «Граждансен сывӑ пурнӑҫ йӗркине йӗркелесси» федерацин проектне, Пушкӑрт Республикин «Чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсене хирӗҫ кӗрешесси» программине, Пӗтӗм тӗнчери чӗре кунӗпе пурнӑҫланӑ, чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсене тата вӗсен кӑткӑслӑхӗсене асӑрхаттарас тӗллевпе иртнӗ.

Напомним, мероприятие прошло в рамках реализации национального проекта «Демография» федерального проекта «Формирование системы мотивации граждан к здоровому образу жизни», региональной программы Республики Башкортостан «Борьба с сердечно-сосудистыми заболеваниями», Всемирного Дня сердца, с целью профилактики сердечно-сосудистых заболеваний и их осложнений.

Пишпӳлек районӗнче пурӑнакансем "Пурнӑҫ патне 10 000 утӑм" профилактика акцине хутшӑннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... nn-3461703

Анчах эпӗ унта ӗҫленӗ чухнех чунпа, чӗрепе, шухӑшпа, вӑйпа инҫенех-инҫенех каясшӑн.

Куҫарса пулӑш

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗр специалист пире: вӑл чӗрепе те ӑспа юрлать, ҫавӑнпа унӑн нимӗнпе те танлаштарма ҫук тембр пур, терӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир пулмасан кам пултӑр? // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... -r-3435572

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех